АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРÇА МАГДЕБУРГРА ВĔÇЛЕНĔ

02 июня 2010 г.

Уçырма ялне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка уçнă çĕре кайсан ветерансем хушшинче чечеклĕ тутăр çыхнă, пиншак тăхăннă ватă хĕрарăм куç тĕлне пулчĕ. Çирĕп кăмăллă пулас хăй, куçĕсем çивĕччĕн пăхаççĕ. Йывăрлăха парăнман, ăна чăтса ирттернине унăн кăкăрĕ çинчи çар наградисем сăмахсăрах ĕнентереççĕ. Хам та сисмерĕм, алăсем кĕсьери фотоаппарат патне кĕрсе кайрĕç. Ÿкерсе илтĕм. Çакăн хыççăн ун çумне пырса лартăм та калаçу пуçартăм.

Манпа калаçакана Ольга Фадеевна Фадеева теççĕ. Вăл 1923 çулта Вăрăмпуç ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ Турра ĕненнĕ пирки колхоза кĕме килĕшмен. Çак сăлтава пула вĕсен çĕрне туртса илнĕ. Хура-шурне самаях тÿсме тивнĕ Улькан. Тиф чирĕ алхаснă чухне унăн пĕр тăванĕсенчен иккĕшĕ çĕре кĕнĕ. Пуçламăш шкула вĕренсе пĕтернĕ хĕрачана Канашра пурăнакан тăванĕ патне ача пăхма янă. Темиçе çултан вăл чукун çул вокзалĕнчи буфетра чашăк-тирĕк çăвакан пулса ĕçлеме тытăннă.

Çĕршыв çине фашизм хурахĕсем тапăнсан вун саккăрти Ольга çар комиссариатне тухса утнă. Унта вăл хăйне фронта яма ыйтнă. Часах хĕр çар тумĕ тăхăннă. Вăл çар эшелонĕнчи апат-çимĕç продучĕсен пунктĕнче службăра тăнă: салтаксене апат пĕçерсе çитернĕ. Унăн çулĕ Ржев хули, Хĕвел анăç Украина, Польша витĕр Германине выртнă. Çĕнтерÿ савăнăçне Магдебург хулинче кĕтсе илнĕ. Çак хулара ултă çул совет офицерĕсен столовăйĕнче ĕçленĕ.

Яла таврăнсан Ухман каччипе Георгипе паллашнă. Часах пĕрлешнĕ. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Ольга Фадеевнан 10 мăнук, мăнукĕсен ачисем – тăваттă. Тивĕçлĕ канăва колхозра ĕçлесе тухнă. Вăрçă ветеранĕ кĕçĕн ывăлĕпе Ухман ялĕнче пурăнать.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика