АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАЛЧАСЕН ПАХАЛĂХĔПЕ ПАЛЛАШРĔÇ

02 июня 2010 г.

Районти хуçалăхсенче ака-суха ĕçĕсем вĕçленчĕç. Çанталăк ăшă тăнă май тата çумăрсем çуса иртнĕрен пусăсем часах ешĕл тумпа витĕнчĕç. Парка та пĕр тикĕс шăтнă калча аякранах чуна савăнтарать, кăшман тата çĕр улми речĕсем те илемлĕн курăнаççĕ. Лайăх тухăç туса илме чăннипех шанăç пур. Анчах та çĕнĕ тухăçа пÿлмесене пуçтарса кĕртиччен çу каçипе пилĕксене самаях авма тивет-ха.

Йăлана кĕнĕ йĕрке тăрăх районти ятарлă комисси калчасене пăхса йышăнать. Çак кунсенче ир-ирех тĕрĕслевçĕсем хуçалăхсенчи уйсене тухса кайрĕç. Пĕр ушкăнне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ, вĕсем АСК "Канаш", "Мотор", АФ "Мотор", "Аталану", "Цивиль", "Победит", "Родник", "Родина", АФ "Ямашевская", "Янишево", "Нектар", "Сеспельское", "Пинер" пĕрлĕхсемпе хуçалăхсене тата И.Лукияновăн фермер хуçалăхне çитсе килчĕç. Теприне – унăн çумĕ Э.Александров (АСК "Канаш", Крупская яч., А.Владимировпа В.Малов фермерсен хуçалăхĕсем, "Урюм", "Маяк", "Путь Ленина", "Вперед", "Исток", "Восход", "Канаш", "Агат", "Хучель", Киров ячĕллĕ хуçалăхсем). Комисси йышĕнче район администрацийĕн пайĕсемпе службисен специалисчĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, агрономсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулчĕç. Вĕсем кашни лаптăка тĕплĕн тĕрĕслесе тивĕçлĕ хак пачĕç, çур акинче кам тăрăшса ĕçлени тата сÿрĕкрех пулни тÿрех куç тĕлне тухса тăчĕ.

Çак ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче ĕççи çĕнтерÿçисене те палăртаççĕ. Ытти чухнехи пекех вĕсен çитĕнĕвĕсене "5" баллă шкалапа хакларĕç. Пĕрремĕш вырăна пĕр иккĕленÿсĕрех АСК "Канаш" пĕрлĕх тивĕçрĕ, вĕсен – 5 балл. Калчасем унта çăра та пĕр тикĕс шăтнă, çĕр ĕç культурине çирĕп пăхăнса тимлени куç умĕнчех. Уйра çум курăксем çук. Ытти ĕç те кал-кал пырать вĕсен.

Киров ячĕллĕ ЯХПК тата "Хучель" пĕрлĕх иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç (4,9 балл). Унти пусă-анасем типтерлĕхпе кăмăла çĕклеççĕ.

Виççĕмĕш вырăна "Цивиль" тата "Агат" пĕрлĕхсем пайларĕç. Çак хуçалăхсенче вăйлă тыр-пул никĕсне хывса хăварнă. Комисси членĕсем çавăн пекех АФ "Мотор", "Урюм", "Нектар", "Путь Ленина" тата "Пинер" хуçалăхсен уй-хирĕсене те пысăк хак пачĕç.

Хăш-пĕр çĕрте калчасем имшертерех пулни курăнчĕ. Япăхрах вăрлăх е каярах юлса акнипе, удобренисемпе çителĕклĕ усă курманнипе пусăра пулăхлăх чакать. Анчах та çакă тÿрленми йăнăш мар, вăхăтра им-çамласан калчасем вăй илме кирлĕ.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп агрономĕ Г. Степанов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тыр-пула 13 пин ытла гектар çинчен пухса кĕртмелле пулать (çурхи культурăсем – 10468 га, кĕрхисем 2900 га йышăнаççĕ). Çавăн пекех 840 гектар çĕр улми лартнă. Çĕр улмипе районта Маяк ялĕнче пурăнакан В.Маловпа А.Владимиров фермерсем тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ. В.Маловăн "иккĕмĕш çăкăр" 35 гектар çинче çитĕнет, ăна – çĕнĕлле, йăрансем хушшине 140 см хăварса лартнă. Çакăн пек технологипе ĕçлени вăрлăха икĕ хутчен перекетлеме май парать, тухăçĕ те кÿрентермест. А.Владимировăн çĕр улми пуссисем 30 гектар йышăнаççĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика