АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИ КУНАХ РУЛЬ УМĔНЧЕ

28 мая 2010 г.

Ĕçе çуран çÿреме кăмăллатăп. Çавăнпа та ирсерен автовокзалтан редакцине çити чукун çул хĕррипе утатăп. Кунта çын та сахалрах çÿрет, автотранспорт куçăмĕ те вăйлах мар. Канаш станцийĕн производство мастерскойĕсем умне çитсен кашни ир тенĕ пекех мана хирĕç килекен бурмашинăна тĕл пулатăп. Ку пулăма тахçанах хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, çавăнпа та машина хуçине те пит лайăх паллатăп. Ĕç вырăнĕнчен наряд илсе тухнă Степанов Коля пĕр-пĕр яла электричество линине юсама е юпа лартма, е урăх ĕç пурнăçлама васкани куç кĕрет.

Николай Васильевич "Чувашэнерго" акционерсен уçă обществин районти электричество сечĕсен пайĕнче – Кăнтăр электричество сечĕсенче – чĕрĕк ĕмĕре яхăн вăй хурать. Çартан таврăнсан килсе вырнаçнă та вăл кунта паянчченех хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çакна çирĕплетекен тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕсем, Хисеп хучĕсем унăн темĕн чухлех. "ЕЭС России" РАО Правленийĕн Председателĕ А.Чубайс алă пуснă документпа килĕ-шÿллĕн Николай Степанова "Раççей пĕрлехи энергетика системин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăланă.

Ялта ăна никам та пĕр-пĕр хушма ятпа чĕнмест. Степанов Коля тесен сăмах кам пирки пыни паллă: капла каласан ваттисем те, çамрăксем те тÿрех тавçăрса илеççĕ. Николай Яманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван ялти, Сиккасси шкулĕсенче вĕреннĕ, Канашри автошкулта водитель профессине илнĕ. Çул çитсен, 1985 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче Николай Степанова çара илнĕ. Майăн 19-мĕшĕнче присяга йышăннă, "çамрăк салтак курсне" тухнă ытти çамрăксемпе пĕрле ăна та Афганистана ăсатнă. Служба 27883 пп номерлĕ çар чаçĕнче иртнĕ. 3-мĕш автобатальонра водитель, автомобиль взвочĕн командирĕн çумĕ пулнă. Афганистанри Хайратон, Айбак, Пули-Хумри, Кабул хулисем, унти лару-тăру, афган халăхĕ, душмансене хирĕç çапăçăва кĕнисем, вилĕме хирĕç тăнисем, шăрăх çанталăкра шывсăр нушаланнисем, çывăх юлташсене çухатнисем... нихăçан та асран тухмаççĕ. Çавăнпа воин-афганецсемпе калаçма самай кăткăс.

Николай Степанов çарта пулнă вăхăтра унăн ашшĕпе амăшĕ Ульха аппапа Ваççа тете (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) çар чаçĕн командованийĕнчен икĕ хутчен Тав çырăвĕ илнĕ. "Сирĕн ывăлăра 27883 пп номерлĕ чаçре службăра тăнă вăхăтра хăйне лайăх енчен кăтартнăшăн тата тивĕçлĕ ĕçсемшĕн часть командованийĕ тата подразделенийĕ темиçе хутчен те хавхалантарнă", – тесе çырнă унта.

Халĕ ĕнтĕ Николай Васильевич хăй салтак ашшĕ, унăн ывăлĕ Дмитрий кăçал çартан таврăнмалла. Тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитмелле пултăрччĕ çеç. Хĕрĕ Оля хулари 1-мĕш вăтам шкулта аслă класра вĕренет.

Ачалăхри юлташсем Степанов Коляпа Лукин Коля паян та пĕр-пĕрин çемйисемпе туслă хутшăнура пурăнаççĕ. Икĕ Коля пĕр вăхăтра, февраль уйăхĕнче, çуралнă, пĕрле выляса ÿснĕ, пĕр класра вĕреннĕ, ДОСААФра пĕрле професси илнĕ, çара та пĕрле кайнă, пĕр чаçре хĕсметре тăнă, пĕр кунта киле таврăннă, иккĕшĕн те ывăлĕсем пĕр вăхăталла салтака кайнă. Кун пекки сайра пулать-тĕр. Çулсем пĕр сисĕнми иртеççĕ. Колясем ватăлмаççĕ, халĕ те вăр-вар, тирпейлĕ, паян тытăннă ĕçе ырана хăварнине юратмаççĕ, хирĕç пулакана чĕнмесĕр иртмеççĕ... Тата мĕнле паха енсем хушса калама пулать-ши. Çакăн пек вăл Степанов Коля. Ĕçчен, вашават, тарават çын. Анчах та Афганистанра пулнисен тĕл пулу каçĕсене чĕнменни ăна, ялсенчи ытти "афганецсене" те, самаях пăшăрхантарать.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика