28 мая 2010 г.
Район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕ "Чи çирĕп тата туслă çемье: арлă-арăмлă пурнăç юбилярĕсем" конкурс ирттернĕ. Ăна Аслă çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тата Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалларĕç. Унта вун икĕ çемье хутшăннă. Иртнĕ эрне кун сакăр çемьене савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче чыс турĕç. Çак мăшăрсем ылтăн, изумруд туйĕсене паллă тунă, вĕсем – ĕç, вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем. Вĕсем çывăх тăванĕсем çухалнине, вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ, пурнăçпа юратăва чĕрепе, чунĕпе хаклама пĕлеççĕ.
Чыслава гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайăн тĕп специалист-эксперчĕ И.Морозова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов сцена çинче ларакан хисеплĕ ватăсене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунчĕ.
– Эсир пурри пирĕншĕн темрен те хаклă. Эсир инçетри вут-çулăмлă хĕрĕхмĕш çулсенче тăшманпа çапăçса юн тăкнă, тылра çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлесе тар юхтарнă, ачаллах сирĕн пурнăç тути-масине тутанма тивнĕ. Çĕнтерĕве пултарнă таран çывхартма тăрăшнă. Ачăрсенчен, мăнукăрсенчен ыррине çеç курмалла пултăр. Пысăк тав сире çĕршыва тăшман кулли пулма паманшăн, паянхи тăнăç пурнăçшăн, çÿлти кăвак та янкăр тÿпешĕн, хĕвел çутишĕн, – вĕçлерĕ сăмахне Владислав Васильевич.
Конкурса хутшăннă çемьесемпе паллаштарма вăхăт çитрĕ. Вĕсем çинчен кĕскен çырса пĕлтерер-ха.
НИКОНОВСЕМ. Вĕсем "Кил чĕре ăшшипе упранать" номинацире çĕнтер-чĕç. Иван Никоновичпа Елизавета Павловна 1951 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кайри Ăнтавăш ял Советĕнче çырăннă. Çемье пуçĕ салтак тумне 1942 çулта тăхăннă. Пĕрремĕш çапăçăва Курск пĕккинче кĕнĕ. Санинструктор пулнă. Сахал мар совет салтакĕпе офицерĕн пурнăçне çăлса хăварнă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн ял Совет председателĕнче, "Сельхозтехника" пĕрлешÿре арматурщикра ĕçленĕ. Елизавета Павловна – тыл ĕçченĕ, унăн ĕçне медаль парса палăртнă. Суту-илÿ ветеранĕ. Никоновсем виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Вăталăххи Çурçĕр флотĕнче 20 çул службăра тăнă. Электронавигаци ушкăнĕн командирĕ пулнă, халĕ тивĕçлĕ канура.
КОНДРАШОВСЕМ. "Çемье пĕрлĕхĕн идеалĕ" номинацире мала тухрĕç. Шăхасан выçăлккинче 56 çул пĕрле пурăнаççĕ. Иван Андреевич вăрçа хутшăннă. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн орден-медальпе наградăланă. Леонида Михайловна – пилĕк ача амăшĕ, ăна ача амăшĕн иккĕмĕш степеньлĕ медалĕпе чысланă. Пилĕк хĕрачапа арçын ача ватăсене асатте-асанне, кукаçи-куками тесе чĕнет. Епле ырă та кăмăллă вĕсен чĕвĕлти сассине илтме! Кондрашовсем мĕн пенсие тухичченех колхозра вăй хунă.
СЕМЕНОВСЕМ. "Çĕнтерÿ çемйи" номинацире вĕсене çитекенни пулмарĕ, Энтриялĕнче пурăнаççĕ. Степан Семенович вун çиччĕре Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме тухса кайнă. Вăл Харьков çывăхĕнче çапăçнă, Одесса хулине хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Çĕнтерĕве Румынире кĕтсе илнĕ. Тăван яла 1950 çулта таврăннă. Мăшăрĕ, Анфиса Васильевна, нумай çул больницăра ĕçленĕ. Семеновсем 58 çул пурнăçра алла-аллăн тытăнса пĕр çулпа утаççĕ. Виçĕ ачи 6 мăнук парнеленĕ. Мăнукĕсен ачисем тăваттă.
МИХАЙЛОВСЕМ. "Чи пултаруллă çемье" – номинаци çĕнтерÿçисем. Анат Сурăм каччи Петр Михайлов Геннадий ятлă юлташĕ сĕннипе вербовкăпа Свердловск облаçĕнче ĕçлекен, Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ Дина ятлă хĕр патне çыру çырнă. Вăт çапла паллашнă вĕсем. 1959 çулхи çу уйăхĕнче çураçнă, часах туй та кĕрленĕ. Петр Михайлович куçĕ начар курнипе инвалида тухнă, Дина Федоровна колхозра ĕçленĕ. Михайловсем пилĕк хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Юрлама ăста.
ИВАНОВСЕМ. Нумаях пулмасть пĕрлешнĕренпе 54 çул çитнине паллă турĕç. Микушка ялĕнче вĕсем пирки нумай ăшă сăмах илтме пулать. Ултă ача ÿстернĕ, уçă та ырă кăмăллă çынсем. Мăнукĕсем, вĕсем вара вун иккĕн, вĕсене çав тери юратаççĕ, тăтăшах хăнана килеççĕ, кил таврашĕнчи ĕçсене тума пулăшаççĕ. Семен Иванович колхозра бригадирта, ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Зоя Дмитриевна коллективлă хуçалăхăн тĕрлĕ ĕçĕсене хутшăннă, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Ивановсене "Çемьере чи хакли – килĕшÿ" номинацире чи лайăххисем тесе палăртрĕç.
ГЕРАСИМОВСЕМ. Карăклăран вĕсем. Иккĕшĕ те педагогсем. Иван Герасимович шкул директорĕн çумĕ пулнă, арăмĕ, Лидия Павловна, кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Вĕсене "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăсемпе наградăланă. Пилĕк ача вĕсен. Пурте вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. "Чи çирĕп тата туслă çемье" конкурсра Герасимовсен çемйи виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
СЧЕТЧИКОВСЕМ. Комсомольски ялĕнче çуралнă, Шăхасанта пурăнакан Анатолий Григорьевичпа Зоя Ефимовна упăшкипе арăмĕ пулса тăнăранпа 55 çул çитнине çывăх тăванĕсемпе савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Чи лайăх çулсене вĕсем çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçе панă. Çакăншăн Счетчиковсене патшалăх наградисем парса тав тунă. Анатолий Григорьевич шучĕпе унăн чи хаклă парни – савнă арăмĕ Зоя Ефимовна. Конкурсра çак мăшăр иккĕмĕш пулчĕ.
АЛЕКСАНДРОВСЕМ – конкурс çĕнтерÿçисем, Вăрман Енĕшрен. Аркадий Александрович – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, педагогика стажĕ 50 çул ытла. Хисеп хучĕсемпе дипломсем тем чухлех. Антонина Марковна больницăра чирлисем валли апат-çимĕç пĕçернĕ. Сăпайлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе, ырă кăмăлĕпе вăл ырă ят çĕнсе илнĕ. Александровсен пилĕк ача, вĕсене пурне те аслă пĕлÿ панă.
Конкурсра, номинацисенче мала тухнисене асăнмалăх парнесемпе чечек çыххисем, дипломсем пачĕç. "Йÿçĕ!", – тесе кăшкăракансем те пулчĕç. Хисеплĕ ватăсем çамрăклăха аса илсе, пĕр-пĕрне халĕ те юратнине, пĕр-пĕринсĕр пурăнайманнине кăтартса зала "пылаклантарчĕç". Конкурса килнисем вĕсене хисеплесе, юратма пĕлни-шĕн тав туса хыттăн алă çупрĕç. К.Садюров юрăç çур ĕмĕр ытла татуллă пурăнакан мăшăрсен ячĕпе илемлĕ юрă шăрантарчĕ. Ямашри культура ĕçченĕсем Маргарита Красновапа Надежда Александрова илемлĕ ташăпа кăмăла çĕклерĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх хисепе тивĕçлĕ ватăсен ячĕсене районти чи лайăх çемьесен кĕнекине çырса хучĕç. Çакăн хыççăн кăвакарнă çÿçлĕ "каччăсем" хитре тутăр çыхнă савнийĕсене вальс ташлама чĕнсе кăларчĕç.
Петр Михайловичпа Дина Федоровна Михайловсем, Зоя Счетчикова тата ыттисем юрă çаврăмĕсем тăсрĕç. Елизавета Никонова çамрăк чухнехи интереслĕ, кулăшла самантсене аса илчĕ, ал ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.
Мăшăрсене район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ И.Морозова конкурса хутшăнма вăй-хал çи-тернĕшĕн, инçе çула пăхмасăр кунта килнĕшĕн тав турĕ, телей, ăнăçу, шанăçлăх сунчĕ.
– Шăпа çулĕпе яланах юнашар утăр! – çапла вĕçлерĕ вăл тĕлпулăва.
Кашни мăшăрăн хăйĕн тĕнчи, кашниннех урăхла вăл. Пĕрлехи пурнăçăн аллă ытла çулне утса тухнă вĕсем. Пысăк юрату вĕсене татах та çывăхлатать, йывăрлăха çĕнтерме иксĕлми вăй-хăват парсах тăрать.
В.АЧЧА.