АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭТЕМ ĔÇПЕ ПИÇЕТ

28 мая 2010 г.

Мария Николаевна Николаевăпа Агафия Ивановна Степанова (сулахайран сылтăмалла) мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ.

Мария Николаевна Анат Сурăм ялĕнче çуралса ÿснĕ, пурнăçне çак ялтах ĕмĕр-ленĕ. "Мăшăр вăрçа тухса кайнă чухне пĕр ачапа тăрса юлтăм. Фронтран янă юлашки çырăвĕнче: "Вăрçа кĕретпĕр, вăрçă апачĕ пулатпăр", – тесе çырнăччĕ. Çырăвне ĕçрен таврăнсан тытса вулаттăм та пÿрт пĕрени кĕтессине чиксе хураттăм. Упраса хăвараймарăм, те çилпе вĕçсе кайрĕ, те пÿрте пăснă чухне çухалчĕ. Пĕччен пуçăн икĕ çурт лартрăм. Колхозра ĕçлесе пенсие тухрăм. Хĕрĕме пĕчченех пăхса ÿстертĕм. Пурнăçăма та пĕчченех пурăнса ирттертĕм, – йăвашшăн калаçать Марье кинемей. – Выçлăх вăхăтĕнче çуралтăм, 90 çула çитрĕм çапах та. Кăçал хăлха япăхрах илтме пуçларĕ-ха, хушăран куçлăх тăхăнкалатăп. Ку тарана çитсе те пĕр тумлам эрех сыпса курман. Çакă тата ĕлĕк йывăр ĕçлени пулăшрĕ пулĕ вăрăм ĕмĕр пурăнма", – тет вăл.

Агафия Ивановна Вăтакас Татмăш ялĕнчен. Çулĕпе Мария Николаевнăран çамрăкрах, апла пулин те пурнăç йывăрлăхне пайтах астивнĕ. Мăшăрĕн, вăрçăран инвалид пулса таврăннăран, кун-çулĕ кĕске пулнă, вăл 1977 çулта çĕре кĕнĕ. Пилĕк ачана пĕччен ура çине тăратма йывăр пулнă. Агафия Ивановна ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттернĕ: лашапа выльăхсем валли апат турттарнă. Ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ. Пĕр хĕрĕ, Наталья Афанасьевна, амăшĕшĕн юлташ, хÿтлĕх паракан вырăнне. Сăмах май, Наталья Афанасьевна Дмитриева Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Ветерансем, салтак арăмĕсем, иккĕшĕ те çак кунсенче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ирĕк паракан документа алла илчĕç.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика