28 мая 2010 г.
Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак савăнăçлă, çав вăхăтрах чĕресенче хурлăх çуратакан уяв шкултан вĕренсе тухакан кашни ачан асĕнче ĕмĕрлĕхех юлать. Вăл кун пĕр çемьери пек туслă пурăннă юлташсенчен, юратнă вĕрентекенсенчен тата хаваслă та пĕр шухăшсăр ачалăх вăхăтĕнчен уйрăлса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухатăн-çке.
Умра – экзаменсем, уйрăлу каçĕ... Чакаçри вăтам шкултан кăçал 11-мĕш класран 17 ача вĕренсе тухать. Вун-пĕрмĕшсемсĕр пуçне унта тата 28 ача 9-мĕш класс пĕтерет. Юлашки шăнкăрав уявĕпе ачасене чи малтан шкул директорĕ Р.Анисимова саламларĕ, экзамена кĕме ирĕк пани çинчен калакан приказпа паллаштарчĕ. Шкул пурнăçĕнче хастар пулнă тата спортра пысăк çитĕнÿсем тунă ачасене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Шкултан вĕренсе тухакансене çавăн пекех районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Егоров тата вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем саламларĕç.
– Паян вунпĕрмĕш тата тăххăрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн кашни шкултах юлашки шăнкăрав янăрать. Пирĕн районта пĕтĕмпе 34 шкул, вĕсенчен 12-ĕшĕнчен вунпĕрмĕш классем вĕренсе тухаççĕ, пĕтĕмпе – 158 ача. 526 ача тăххăрмĕш класс вĕренсе пĕтерет, – палăртрĕ Юрий Серафимович. – Умра экзаменсем, сире вĕсене ăнăçлă тытма, хăвăр ĕмĕтленнĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме, çĕнĕ пурнăç çулĕ çинче тĕрĕс сукмак суйласа илме ăнăçу сунатăп.
Унтан Ю.Алексеев шкул тата район чысне тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсенче хÿтĕлесе пысăк çитĕнÿсене тивĕçнĕшĕн тата сывă пурнăç йĕркине хастар тытса пынăшăн вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакан Роман Дмитриева, Константин Иванова, Константин Ильина, Николай Краснова, Олег Михайлова, Денис Павлова, Валерий Яковлева район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Çавăн пекех 7-мĕш класра вĕренекен Зоя Григорьевана "Шевле" ÿкерчĕксен конкурсĕнче – 3-мĕш, "Пирĕн Çеçпĕл" фестивалĕн "Сăрă тĕнчинче" конкурсра 1-мĕш вырăнсене тивĕçнĕшĕн дипломсемпе чысларĕ. Районти вĕрентÿ управленийĕн дипломне 8-мĕш класра вĕренекен Лариса Павлова та тивĕçрĕ, вăл "Чăвашлăх тĕнчи" мультимедиллĕ презентацие хастар хутшăнса "Çĕнтерÿçĕсем манăçмаççĕ" номинацире 1-мĕш пулнă.
– Эпĕ пĕр вăхăтрах пĕрремĕш учитель тата ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе сăмах илетĕп, – терĕ Валера амăшĕ Алевтина Яковлева. – Эсир ун чухне, вунпĕр çул каялла, пĕчĕк ачасем çеçчĕ. Паян, авă, пăхса ытармалла мар каччăсемпе хĕрсем. Пурнăç çулĕ такăр пултăр сирĕн, тус-юлташсене тата тăван шкула ан манăр.
– Çак кунччен тăван шкулпа уйрăлма йывăррине шутлама та пултарайман. Хăвăртрах вĕренсе тухса каяс килетчĕ. Паян вара пачах урăхла, савăнăçран ытларах тунсăх, чĕре пăлханать. Юлташсенчен, юратнă вĕрентекенсенчен уйрăлас килмест, – пăшăлтатрĕç пĕр-пĕринпе линейкăра тăракан яшсемпе хĕрсем.
Кĕмĕл саслă шăнкăрав çамрăксене вунпĕр çул пĕлÿ тĕнчине йыхравланă, паян вăл вĕсемшĕн юлашки хут янăрарĕ. Ăна шкул президенчĕ Константин Иванов тата пĕрремĕш класра вĕренекен Настя Константинова янăратрĕç. Çак пăлхануллă саманта ачасем яланах чĕрере упрасси пĕрре те иккĕлентермест.
А.МЯСНИКОВ.