АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЫЛРА ЙĔРКЕЛĔХШĔН КĔРЕШНĔ

26 мая 2010 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Чăваш Енри çулсем çинчи йĕркелĕхшĕн Матвей Иванович Иванов аслă инспектор яваплă пулнă. Çак ĕçе вăл Çĕмĕрле тăрăхĕнче пĕр-пĕччен пурнăçласа пынă, çавăнпа унăн канма, яла арăмĕпе тăватă ачи патне кайса килме те вăхăт пулман. Лейтенант хăйне фронта яма ыйтса темиçе хутчен те рапорт çырнă, анчах та пуçлăхсем шанчăклă та яваплă çынсем тылра та питĕ кирлĕ тесе шутланă. Матвей Иванович груз турттаракан автомашинăсем çÿрекен, хулана дезертирсемпе преступниксем кĕме пултаракан çулсем çине тăтăшах тухнă. Аслă инспектор тимлĕхне пула çулсем çинче аварисем сайра пулнă.

1943 çулхи июнĕн 30-мĕшĕ ытти кунсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман, каçхине çумăр çунипе кăна-тăр. Матвей Иванович Етĕрне хулинчен Çĕмĕрлене грузовикпа ларса çитнĕ те станцири вокзала кĕнĕ. Унта темиçе çын пуйăс килессе кĕтнĕ. Аслă инспектора вĕсен хушшинче шанчăксăр çын çук пек туйăннă. Çĕкле-нÿллĕ кăмăлпа вокзалтан тухса киле кайма пуçтарăннă. Çумăр çаплах вĕтĕртетнĕ-ха. Хваттере çитесси нумаях та юлман...

Матвей Иванович сехет çине пăхса илнĕ: вун иккĕ иртни çичĕ минут. Çак вăхăтра вăл чукун çул станцине хирĕç вырнаçнă вăрман хуçалăхĕн магазинĕ умĕнче мĕлке асăрханă. "Çур çĕр хыççăн лавкка çывăхĕнче кам çÿреме пултарать; Тĕрĕслемелле!" – шутланă лейтенант. Вăл магазин патне каçма тăнă çеç, ун çулне пуйăс пÿлсе хунă. Вăл иртсе каясса кĕтме тивнĕ. Пуйăс иртсе кайнă-кайманах инспектор магазин патне чупнă. Алăк çинчи çăра тĕрĕс-тĕкелех çакăнса тăнă. Чÿрече патне пынă. Вăл ванчăк! "Аха, вăрă шалта, анчах пĕччен-ши; Магазин хыçĕнче ăна пулăшаканĕ çук-ши; Малтан çавна кайса тĕрĕслемелле мар-ши;" Шăпах çак вăхăтра шалта сас-чÿ илтĕннĕ. Матвей Иванович ним шутласа тăмасăр çĕмрĕк чÿречерен шалти тĕттĕмлĕхе пăшалтан пенĕ. Вăрă милици аллине çакланнине ăнланса шăпланнă. Магазинăн тепĕр енчи чÿречинчен тулалла сикнĕ те чукун çул çывăхĕнчи çĕр улми ани еннелле чупнă. Çак вăхăтра магазин хыçĕнче урăх кам та пулин çук-ши тесе тĕрĕслеме пынă инспектор вăрра асăрхаса ăна ураран пенĕ, хăвалама пуçланă. Икĕ арçын хушшинче перкелешÿ тапраннă, иккĕшĕ те пĕр-пĕрне амантнă. Лейтенант чарăнса тăнă. Çухалса кайнипе чукун çул еннелле темиçе утăм тунă. Вырăнта пĕр-икĕ хутчен çаврăнса илнĕ те йăванса кайнă, апла пулин те пистолетне алран вĕçертмен. Матвей Иванович текех ура çине çĕкленеймен. Вăрă ăна чĕререн вилмеллех амантнă. Хăй те инçе тарайман, 50-60 метртан çĕр улми ани çинчех пурнăçран уйрăлнă. Инспектор пенĕ пуля унăн кăкăрне кĕрсе ларнă.

Матвей Иванович Иванов пирĕнтен, çемйинчен, юратнă ĕçĕнчен 34 çулта уйрăлса кайнă. Усал çын алли унăн пурнăçне çамрăклах вăхăтсăр татнă.

Матвей Иванович 1908 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче Вăтакас Татмăш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ултă класлă шкултан вĕренсе тухнă. Шупашкарти автошкулта пĕлÿ илнĕ. 1932 çултан пуçласа Çĕмĕрле районĕн милици пайĕнче ĕçленĕ. Матвей Иванович вилнĕ чухне унăн аслă хĕрĕ Зина 10 çулта пулнă, Гриша – çиччĕре, Валя – пиллĕкре, Фридрих – виççĕре. Мăшăрĕ Перасковья Кузьминична вĕсене пĕчченех пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă.

Матвей Ивановичăн портречĕ Çĕмĕрле районĕн шалти ĕçсен пайĕнче халĕ те çакăнса тăрать. Акă еплерех аса илет унăн ывăлĕ Григорий Матвеевич хăйĕн ачалăхĕнчи хурлăхлă саманта: "Матвей Иванович чирленĕ. Хăвăртрах çитĕр", – тесе аннене Çĕмĕрлене чĕнсе илчĕç. Атте чирлеменнине, ăна вĕлернине эпир кайран кăна пĕлтĕмĕр. Çав асаплă куна паянхи пек астăватăп: пирĕн атте пекех илемлĕ сăн-питлĕ, яштака пÿллĕ икĕ милиционер унăн япалисене киле илсе килчĕç. Эпир, ачапча, атте сарăмсăр вилнине ун чухне ăнланман-ха. Те пирĕнсĕрех пытарнăран, те ачалла шухăлăха пула, кашни вырсарни кун атте киле таврăнасса кĕтеттĕ-мĕр. Эпир мĕнле чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр пулин те, атте текех яла килмерĕ..."

Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче сахал мар çутă йĕр хăварнă милицин аслă лейтенанчĕ Матвей Иванович Иванов автоинспектор.

С.КОНСТАНТИНОВА, Уçырма шкулĕн вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика