26 мая 2010 г.
Чăваш ывăл-хĕрĕсене пĕчĕклех кăмăл-сипет, сывă пурнăç йĕрки тата сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе республикăри шкулсенче çамрăк армеецсен юхăмĕсем ĕçлени çĕнĕлĕх мар паллах. Унăн тĕллевĕсем – ачасенчен çĕршыв патриотне, гражданинне вĕрентсе ÿстересси, салтакра кирлĕ хăнăхусене илме пулăшасси, хăйсен тĕллĕн пурăнма хăнăхтарасси, пуçарулăха аталантарасси. Çамрăк армеецсен ĕçне пĕ-тĕмлетме вара çулленех "Орленок" тата "Зарница" çарпа спорт вăййисене ирттереççĕ. Яланхиллех ăна çу уйăхĕн вĕçĕнче – шкулсенче вĕренÿ тапхăрĕ вĕçленсе пынă хушăра – йĕркелеççĕ.
Кăçалхи "Орленок" тата "Зарница" çамрăк армеецсен юхăмĕн 42-мĕш çарпа спорт вăййисем ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерь çывăхĕнчи илемлĕ лапамра – Кĕçĕн Çавал хĕрринче – иртрĕç. Ку мероприяти çу уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа виçĕ куна пычĕ. Унта районти шкулсенчен пĕтĕмпе 26 команда (13 "Орленок" тата 13 "Зарница") хутшăнчĕ. Ачасем çитнĕ-çитмен хăйсене килĕшекен вырăн суйласа илсе палаткăсем лартма тытăнчĕç, юхан шыв хĕрринче вучахсем чĕртсе хурансенче апат çакса ячĕç. Кĕçĕн Çавал хĕрринчи лапамра тем вăхăтра палаткăсен "хули" ÿссе те ларчĕ.
"Орленок" тата "Зарница" çамрăк армеецсен юхăмĕн 42-мĕш çарпа спорт вăййисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов уçрĕ. Çамрăк армеецсене çавăн пекех Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю. Алексеев, Чăваш Республикинчи Пĕтĕм Раççейри обществăлла патшалăх организацийĕн ДОСААФăн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи В.Владимиров тата уяв йĕркелÿçисемпе çарпа спорт вăййисене хаклама килнĕ тĕрлĕ службăсен представителĕсем те саламларĕç. Пулас салтаксем вара уяв уçăлнине палăртса хăнасен умĕнчен стройпа иртрĕç. Каччă пĕвне кĕнĕскерсене çар тумĕ питех те илемлетет. Плац тăрăх утмаççĕ пулин те, хăйсене мăнаçлă тытаççĕ вĕренекенсем. Пурте маттур та йăрăс пÿллĕ.
Çарпа спорт вăййисем иртнĕ тапхăрта ачасем çарти йĕркепе пурăнаççĕ. Кун йĕрки "Подъем!" командăпа пуçланать те "Отбойпа!" вĕçленет. Зарядкăпа ирхи апат хыççăн тĕрлĕрен конкурссем пуçланаççĕ. Кун каçа ăçта кăна çитсе мĕн кăна тумаççĕ-ши çамрăк армеецсем; Стройпа юрласа утаççĕ, противогаз хăвăрт тăхăнма вĕренеççĕ, "суранланнă" юлташĕсене пирвайхи пулăшу параççĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене "шĕкĕлчеççĕ", "вут-кăвара" хирĕç кĕрешеççĕ, пăшалтан переççĕ тата чылай теорипе практика конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, кунĕпе ĕшенмелĕх те пур. Каç кÿлĕм вара организаторсем кану мероприятийĕсем ирттереççĕ.
Кĕмĕл уйăх çути, çут çанталăкăн ытарайми илемĕ, каçхи шăплăха сирекен кайăксен сасси... çĕнĕ паллашусемпе çĕнĕ туссем – çакăнтан ырри, асра юлмалли тата мĕн пур-ши; Çак самантсемпе киленме анчах пĕл.
Çак виçĕ куна пынă ăмăртусенче ачасем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç. "Зарница" ăмăртăвĕсенче малти вырăна яланхиллех Кăшнаруй тĕп шкулĕн команди çĕнсе илчĕ, вĕсене ăмăртусене К.Никонов преподаватель хатĕрлет. Сиккасси шкулĕн вĕренекенĕсен – иккĕмĕш кăтарту, виççĕмĕш вырăнта – Энтрияль шкулĕн çамрăк армеецĕсем.
Нумай та вăхăт иртмĕ – паянхи "Орленок" вăййисене хутшăннă каччăсенчен чылайăшĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăрĕ. Çак ăмăртури çĕнтерÿçĕ ята Янкăлч (Н.Егоров) шкулĕн команди тивĕçрĕ. Карăклă каччисемпе хĕрĕсем - иккĕмĕш, катексем – виççĕмĕш вырăнсенче.
Çĕнĕ паллашусемпе, çĕнĕ туссемпе, яланлăхах асра юлмалли самантсемпе пуян пулчĕç Кĕçĕн Çавал шывĕ хĕрринчи ем-ешĕл лапамра ирттернĕ кунсем. Тепĕр çулччен, çарпа спорт вăййисем.
А.МЯСНИКОВ.