АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЫСĂК ПĔЛТЕРĔШЛĔ ПРОГРАММĂСЕМ

26 мая 2010 г.

Депутатсен черетлĕ ларăвĕнче вун икĕ ыйту пăхса тухрĕç. Яланхи пекех ăна район пуçлăхĕ– депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Лару ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, службăсен, пайсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче районăн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен кăларнă йышăнăва улшăнусем кĕртме палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсемпе паллашнă, вĕсене сÿтсе явнă хыççăн тивĕçлĕ йышăну туса çирĕплетрĕç.

Демографи лару-тăрăвĕ йывăрланнине пула шкул ачисен йышĕ, уйрăмах ялсенче, пĕчĕкленсе пырать. Кăшнаруйĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта 51 ача вĕренет. Икĕ çултан парта хушшине 33-ĕн ларĕç, пилĕк çул иртсен – 29-ăн. Ăна тытса тăма çулталăка 2 миллион та 800 пин тенкĕ кирлĕ. Депутатсем район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ çак шкултан пуçламăш шкул-ача сачĕ туса хурасси çинчен хатĕрленĕ проекта пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну кăларчĕç. Реструктуризаци хыççăн укçа-тенкĕ тăкакласси икĕ хут пĕчĕкленĕ. Вĕрентÿ управленине шкула реструктуризаци тăвассипе çыхăннă йĕркелÿ, кадрсен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе кирлĕ мерăсем йышăнма хушса хăварчĕç.

Суйлава хатĕрленесси малалла пырать. Районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйламалли пĕр мандатлă суйлав округĕсен схемипе паллаштарчĕ.

Экономика пайĕн пуçлăхĕ В.Александрова тата обществăлла инфратытăм пайĕн сектор заведующийĕ С.Николаев районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2010-2012 çулсенче аталантармалли, районта биотехнологисене 2010-2015 çулсенче аталантармалли, районăн электроэнергие перекетлемелли тата энергетика эффективлăхне 2020 çулччен ÿстермелли программисем çинчен тухса калаçрĕç. Çак документсене çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче халăхпа итлеме йышăнчĕç.

Асхва тата Вырăскас Пикших ялĕсенчи плотинасене, Кушăкри трансформатор подстанцине тата пысăк напряжениллĕ электропередача линине, "Сиккасси – Яманкасси", "Вăтакас Татмăш - Пукăртан – Çĕнĕ Шуртан – Янкăлч" автоçулсене вырăнти ял тăрăхĕсен пурлăхне куçарма йышăнчĕç. Федераллă трассăран Сиккасси тата Яманкасси ялĕсене, Яманкассинчен районпа Тутарстан Республикин чиккине çити, Канашран Çĕнĕ Ахпÿрт ялне каякан çулсем малашне Чăваш Республикин пурлăхĕ пулĕç.

Район депутачĕсен Пухăвĕ 2009 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче районăн пурлăхне арендăна памалли йĕрке çинчен йышăннă положенине улшăнусем кĕртрĕ.

А.Гурьев тата В.Дмитриев депутатсем хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен отчет туса пачĕç. Вăрçă тата педагогика ветеранĕ , Шăхасанта пурăнакан А.Смирнов "Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ята тивĕç тесе пĕр саслă пулса йышăнчĕç. Канаш райповĕн правленийĕн председательне И.Иванова "Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илме тăратрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă ыйтусене уçса пачĕ. Районти ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ М.Данилова "Аякри ветерансене – халăх тимлĕхĕпе пулăшăвĕ" акцине хастар хутшăннисене республикăри ветерансен организацийĕн Тав хучĕсене пачĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика