21 мая 2010 г.
Канаш хулинче пурăнакан Евгений Зинин пенсине тухиччен нихăçан та çĕр ĕçĕпе аппаланса курман. Ĕмĕрĕпех чукун çул çинче, каярахпа стройкăра ĕçленĕ. Икĕ çул каялла, тивĕçлĕ канăва тухсан, Интернетран каштан йывăçĕн мăйăрĕсемпе çулçисем эмел тумалли хаклă чĕр тавар пулни, çак йывăçа Чăвашра та ÿстерме условисем лайăх пулни çинчен тĕпчесе пĕлнĕ.
- Çĕр улми, купăста ÿстерекенсем мансăр та нумай, – тет Евгений Александрович, – сад ĕрчетсе улма-çырла туса илни те паянхи кун тупăшлă ĕç мар. Халăх пан улмине сыснасене çитерет. Каштана вара пăхма та кирлĕ мар, вăл хăех ÿсет, çав вăхăтрах унăн мăйăрĕ – выльăх-чĕрлĕх валли лайăх апат. Чи пахи вара - мăйăра типĕтсен темиçе çул усрама пулать. Каштан мăйĕрĕпе çулçисене эмел тума ăсатас пирки маларахах икĕ фирмăпа калаçса татăлтăм, – пĕлтерет хăй тĕллĕн вĕреннĕ агроном. - Мăйăртан тунă эмел юн çÿретекен системăна сиплеме, юн кĕвĕлнине чакарма, вена капиллярĕсен стенкисене çирĕплетме, тромб пулассине сирсе яма, венăсене варикоз чирĕнчен сыхланма тата юн пусăмĕн чирĕнчен сывалма пулăшаççĕ.
Евгений Александрович каштан йывăççине лартма Канаш хулипе юнашар "Агат" хуçалăхран 8 гектар çурă çĕре арендăна илнĕ. Шăтса тухнă йывăç калчисем икĕ шит тăршшĕ ÿснĕ те ĕнтĕ. Тепĕр çичĕ çултан вĕсем çимĕç пама тытăнаççĕ. Вăл кашни кунах кунта килсе çÿрет, йывăçсем кăçалхи сивĕ çанталăка мĕнле тÿссе ирттернине тĕрĕслесех тăрать. Кăнтăр йывăçĕсем тепĕр темиçе çултан 3-4 метр тăршшĕ çÿлелле çĕкленмелле.
Каштан йывăçĕсем çимĕç парасса кĕтсе Евгений Зинин аллине усса лармасть: Чăваш çĕрĕ çинче вăл Маньчжури мăйăрĕн йывăççисене те ÿстерме ĕмĕтленет.
- Ку йывăç 50 градус сивве чăтать, кашни çул çимĕç парать, – тет Евгений Александрович. – Вăл аçтăрхан мăйăрĕ евĕрлех, хуппи кăна хулăнрах. Ку йывăçа ÿстерме нимĕнле тăкак та тÿсмелле мар: калчине шăтăк чавса çĕре чиксе ларт та, вăл хăех ÿсет. Шăварасси те çук. Ку йывăç ятарласах кахал çынсем валли ÿсет тейĕн: мăйăрне татма вулă çине хăпармалла мар, хăех татăлса çĕре ÿкет, миххе пуçтарма кăна ан ÿркен. Пĕр йывăç вăтамран 50 килограмм мăйăр парать.
Маньчжури мăйăрĕнчен хатĕрленĕ çу деликатес шутланать, унăн пĕр килограмĕ 50 евро тăрать, анчах таврари регионсенче çак çăва тăвакан пĕр предприяти те çук.
Инçет Хĕвел тухăçĕнче те татнă мăйăртан çу кăлармаççĕ, ăна тÿрех, чĕр тавар пек, ют çĕршывсене ăсатаççĕ. Евгений Александрович вара çăва хăех кăларасшăн, çакă пысăк тупăш парасса вăл шансах тăрать.
Каштанпа маньчжур мăйăрĕн вăрлăхне туянма фермер 200 пин тенкĕ тăкакланă та ĕнтĕ. Анчах вăл çакăншăн пĕрре те кулянмасть. Сакăр гектар çурă плантаци хăйне кăна мар, ачисене те, вĕсен ачисене те сахал мар тупăш парасса ĕненсе тăрать.
В. ЛАПИН.