АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĂЙ ПЕКЕХ ВĂРĂМ ĔМĔРЛĔ ПУЛМА ПИЛЛЕРĔ

21 мая 2010 г.

Çак кунсенче Çатăрка Çырма ялĕнче пурăнакан Ольга Яковлевна Яковлева Вăтапуç шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. 85 çула çывхаракан кинемей ачасем патне çуран, 5 çухрăма аллине туя тытмасăр, килсе çитрĕ. Вăл çамрăксене вăрçă вăхăтĕнчи вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартма кăмăл турĕ. Педагогикăри ĕç стажĕ О.Яковлеван 35 çул, тепĕр 12 çул вăл колхозра ĕçленĕ.

Вĕренекенсем Ольга Яковлевнăн ачалăх çулĕсемпе кăсăкланчĕç.

– Эпĕ 1925 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Уçырма ялĕнче çуралнă. Çемьере ултă ача, пилĕк хĕр тата пĕр ывăл çитĕннĕ. Эпĕ вăталăххи пулнă, – сÿтме пуçларĕ аса илÿ çăмхине О.Яковлева. – Аттепе анне пирĕн вĕреннĕ çынсем пулман. Хăйсем терт-нушине чылай тÿснĕрен анне мана вĕрентсе кăларасшăнччĕ, çав вăхăтрах ĕçне те ĕçлеттересшĕнччĕ. Укçа тăвас тесе Канашри пĕр артеле питĕ нумай сÿс тата çăм арласа патăмăр. Хамăн пĕр аллинче кĕнеке, тепринпе вара çип арласа ларатăп.

Эпĕ педагог ăçта вĕренсе пĕлÿ илни çинчен ыйту патăм.

– Чи малтанах хамăр Уçырма ялĕнчи шкулта тăватă класс таран вĕрентĕм. Кайран Вырăскас Пикших шкулне Канаш урлă çуран çÿренĕ. Тум-тир пирĕн пурин те пĕрешкелччĕ: пир кĕпе, саппун, тутăр, урара çăпата. Нумай утнăран çăпата хăвăрт çĕтĕлетчĕ. Атте мана валли яланах çăпата хуçса ларайман паллах. Шкул пĕтерсен учитель пулас ĕмĕтпе 1941 çулта Канашри педагогика техникумне вĕренме кĕтĕм. Унта виçĕ çул вĕрентĕм.

Пире Ольга Яковлевна районти хăш шкулсенче ĕçлени те интереслентерчĕ.

– Алла диплом илсен 1944 çулта мана Кивĕ Ахпÿрт ялне ĕçлеме ячĕç. Пĕр çул вĕрентнĕ хыççăн шкула тепĕр вĕрентекен килчĕ. Çакăн хыççăн мана Çатăрка Çырма ялĕнчи шкула куçарчĕç. Çак ялта эпĕ çемье чăмăртарăм, 34 çул ачасене вĕрентрĕм. Тивĕçлĕ канăва тухрăм.

Вăл вăхăтри вĕрентекен ĕçĕ еплерех пулнă-ши;

– Хальхи пекех ас тăватăп, алла пĕрремĕш ĕç укçи илтĕм – 45 тенкĕ. Вăрçă вăхăчĕ, аттепе аннен те пурнăçĕ çитсех пымасть. Пĕр пусне тăкакламасăр ăна аннене патăм. Çакăншăн вăл питĕ савăнчĕ. Çавăн пекех РОНО пуçлăхĕ Мерескин юлташ лашапа тăлăп тăхăнса шкулсене урок итлеме килсе çÿрени те асра юлнă. Пĕррехинче ачасен пĕлĕвне диктант çыртарса тĕрĕслерĕç. Ачасем ăна питĕ лайăх çырса пачĕç. Çакăншăн мана "1971 çулти соцăмăртун çĕнтерÿçи" медале парса чысларĕç.

Ачасене вăрçă çулĕсем канăç памарĕç, вĕсем кинемее çакăн çинче тĕплĕнрех чарăнса тăма ыйтрĕç.

– Вăрçă пынă вăхăтра педагогика техникумĕнче вĕреннĕ май пире ĕçлеме унта-кунта питех илсе çÿремен. Анчах та уроксем хыççăн аш-какай комбинатне хур тĕкĕ çăлма яратчĕç. Аппа çемьеллĕччĕ, йывăр çынна Тăвай районĕнчи Элпуç ялне окоп чавма илсе кайрĕç. Аттене тÿрех фронта йыхравламарĕç, вăл хула больницинче кочегар пулса ĕçлетчĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче ăна вăрçа ăсатрăмăр, унта вăл хыпарсăр çухалнă тесе пĕл-терчĕç. Çав хут килсен çемйипех ларса макăртăмăр, Çĕнтерÿ кунĕнче çак хурлăхлă туйăм пире тепĕр хут пусрĕ. Вăрçă чарăнсан пирĕн пата аттепе пĕрле фронтра пулнă Елчĕк район çынни кĕрсе тухнăччĕ. Аттене панă сăмаха тытнă вăл. Вăрçă вăхăтĕнче çимелли хĕсĕкрехчĕ. Талăка 400 грамм çăкăр паратчĕç. Ялта выçăпа вилекен çынсем те пулчĕç. Пирĕн килте ĕне пулнă, сĕтпе тытăнкаласа пурăнтăмăр.

Ялта Ольга Яковлевнан мăшăрне "Хăяр Иванĕ" теççĕ. Çав вăрттăнлăхăн тупсăмне асăннă кун хам та, ачасем те пĕлчĕç.

– Иван Михайлович вăрçă пуçланиччен Украинăра салтакра пулнă. Унта пахча-çимĕç çитĕнтермелли опытпа паллашнă. Вăрçă тухсанах фронта лекнĕ. Эпир вăл вăрçăран çĕнтерÿпе таврăнсан пĕрлеш-рĕмĕр. Вĕсен кил-çурчĕ икĕ чÿречеллĕ кивĕ пÿрт анчахчĕ. Патшалăха памалли парăмĕ вара питех те пысăкчĕ. Мăшăрăм ал-ура çавăрса ярас тĕллевпе пахча-çимĕçпе ĕçлеме пуçларĕ. Хăяр, помидор, сухан çитĕнтерме пуçларĕ, çырла тата улма йывăççисем лартса тухрĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетрĕ. Çимĕçсем çитĕнсе çитсен ирхине виçĕ сехетре тăрса иккĕн урапа туртса Канаш пасарне сутма каяттăмăр. 1949 çулта парăмсенчен татăлса пĕтсе çĕнĕ çурт лартрăмăр. Пахча-çимĕç тухăçлă çитĕнтернĕрен "Хăяр Иванĕ" ят илчĕ мăшăрăм. 1975 çулта вăл çĕре кĕчĕ. Эпĕ пахча-çимĕç ĕçне пур-пĕр пăрахмарăм, халĕ те тухăçлă çимĕç çитĕнтеретĕп.

85 çула çывхаракан О.Яковлева шкула çуран çитни çинчен асăнса хăвартăм. Çулĕсем пур пулин те алла туя тытмасть кинемей. Вăрăм-кун çул тата сывлăх вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши;

– Эпĕ хамăн пурнăçра нихăçан та эрех-сăрапа иртĕхмен. Этеме вăрăм ĕмĕрлĕ пулма шалтан тата тултан лăпкăлăх, хускану кирлĕ. Кÿршĕсемпе, кинпе яланах килĕштерсе пурăнатăп. Мăнуксене Ольăпа Кристинăна питĕ юрататăп. Вĕсем те мана юратаççĕ. Оля Шупашкарти çыхăну техникумĕнче вĕренет, эпĕ те май килнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшма тăрăшатăп. Хуçалăхра выльăх усратпăр. Кин ĕçре чухне выльăхсене хам пăхатăп. Çаксем пурте манăн ĕмĕре вăрăмлатма пулăшакан хусканусем пулаççĕ.

Тĕл пулу хыççăн пĕрле тăрса асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Ольга Яковлевна ачасене лайăх вĕренсе пыма ăнăçу сунчĕ, хăй пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пиллерĕ.

Л.ГРИГОРЬЕВА, вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика