АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УРА УТСАН ÇУЛ ЮЛАТЬ

21 мая 2010 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче, ăна хам та питĕ лайăх астăватăп, шкулта вĕреннĕ чухне çур класа яхăн учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Ун чухне çак професси ялта хисепреччĕ, ĕç укçи те начар марччĕ. Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче ачасене информатикăпа коммуникаци технологийĕне вĕрентекен В.Анатольевăн учитель пулса тăма 17 çул кĕтме тивнĕ. Шкулта 10 çул вĕреннĕ, 2 çул Совет Çарĕнче службăра тăнă, 5 çул институтра аслă пĕлÿ илнĕ.

Аякри чăваш ялĕнчи лăпкă пурнăç, вĕрентекенсен пуян опычĕ Славăна пĕлĕвĕн çирĕп никĕсне хывма май панă, тарăн пĕлÿ илес тесе хыпса çунма хистенĕ. Кĕнеке унăн тавра курăмне анлăлатнă, нумай пĕлеслĕхне ÿстернĕ. Çакă вара вĕрентекенĕн çăмăл мар ĕçĕнче халĕ те питĕ пысăк пулăшу кÿрет.

Шкулта ăс илнĕ чухне Славан пурнăçĕнче директорта ĕçленĕ, физика вĕрентнĕ А.Я.Яковлев пысăк вырăн йышăннă. Алексей Яковлевич хăйĕн предметне лайăх пĕлнĕ, тĕрлĕ опытсем кăтартнă, вырăнлă шÿтленĕ, ăсчах-физиксем çинчен тĕрлĕ историсем каласа панă. Ял-йышра та хисепре пулнă вăл. Уроксенче, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче вăл калаçнă чухне шăна вĕçни илтĕнетчĕ темелле, юрлама ăстаччĕ, ăна темиçе хутчен те район тата ял Совечĕсен депутатне суйланă. Икĕ çул хушшинче çĕнĕ шкул туса лартсан унăн авторитечĕ пушшех те ÿснĕ. Çакна веçех курса тăнă Вячеслав хăй умне учитель пулма çирĕп тĕллев лартнă. Çине тăрсах физика саккунĕсене шĕкĕлчеме тытăннă. Физикăпа çыхăннă тĕрлĕ литература вуланă, районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă. Вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ. Вырăс чĕлхипе çеç "тăваттă" пулнă. Çамрăк каччăн Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне çав тери вĕренме кĕрес килнĕ. Çемьере укçа-тенкĕ çитсе пыманни унăн çулне пÿлсе хунă. Слава тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ фермăра вăй хунă, йывăр ĕçшĕн укçине сахал тÿленĕ. Çемьере унсăр пуçне шăллĕпе йăмăкĕ ÿснĕ.

1976 çулхи чÿк уйăхĕнче Слава Анатольев Совет Çарĕн салтакĕ пулса тăнă. Службăна Кострома облаçĕнче ирттернĕ. Вăл кĕçĕн авиаспециалистсем хатĕрлекен курссене лекнĕ. Вăт çапла вăл каллех парта хушшине ларнă. Доска, пурă, уроксем, килти ĕçсем. Преподавателĕсем вара – офицерсемпе прапорщиксем. Курсантсене ытларах электротехникăна вĕрентекен Петр Петрович килĕшнĕ. Шкулта физика вĕрентнĕскер, Вячеслав пултарулăхне тÿрех асăрханă. Турри хăй ăна педагог пулма пилленĕ пулас. Анатольев курсант "учебкăна" питĕ лайăх вĕренсе пĕтернĕ: пур предметпа та "пиллĕк". Вячеслав салтакран таврăнсан педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме каймашкăн тĕв тунă.

Ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ Вячеслав. Студент çулĕсем тĕлĕкри пек иртсе кайнă. Анчах та çав çулсем нихăçан та асран тухмĕç, çавăн пекех – салтакра ирттернĕ вăхăтсем те. Аслă вĕренÿ заведенийĕнче те В.Анатольев пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе палăрнă. Сессисене "пиллĕксемпе" вĕçленĕ. Юлташĕсем ăна ушкăн старости пулма суйланă, факультетри комсомол организацине ертсе пынă, тĕрлĕ конкурссенче, пултарулăх тупăшăвĕсенче активлăх кăтартнă.

– Пирĕн ушкăн кураторĕ физика вĕрентессин методикин преподавателĕ Иван Иванович Сарроччĕ. Çемçе, ырă кăмăллă çынччĕ, нихăçан та сассине хăпартмастчĕ. Пире педагогика ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлме пулăшас тесе вăй-халне шеллеместчĕ. Çакăншăн ăна пысăк тав. Институтра вĕреннĕ чухне педагогика, психологи, физика пĕлĕвĕсен çÿпçи самаях хулăнланчĕ. Çавăн пекех активлă, пуçаруллă пулма вĕрентĕм. Çаксем веçех хамăн пулас ĕçре питĕ кирлĕ пулчĕç, – терĕ Вячеслав Николаевич.

Шкулта чĕрĕк ĕмĕр ĕçлесе В.Анатольев, класс ертÿçи пулса, тăватă класс (92 ача) кăларнă. Пурте вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Уйрăмах иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи кăларăм ăна иксĕлми савăнăç кÿнĕ. 22 вĕренекенрен 15-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем пулса тăнă. Икĕ медалист: ылтăн тата кĕмĕл. Нумайăшĕ тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă. Пĕтĕм Раççейри интернет-олимпиадăра виççĕн призерсен шутне кĕнĕ. Паллах, вĕсен çитĕнĕвĕсенче В.Анатольевăн тÿпи пысăк. Вăл хăй те юлашки тăватă çулта пултарулăхне 32 конкурсра тĕрĕсленĕ. Вăл ертсе, йĕркелесе пынипе шкул сайчĕ республикăра иккĕмĕш вырăна тухнă, кубока, диплома тата 40 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Çавăн пекех кăçал шкул сайчĕ вĕрентÿ учрежденийĕсен Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш конкурсĕн "Чи меллĕ, нумай хыпарлакан шкул сайчĕ" номинацире çĕнтерÿçĕ пулнă. "Пултаруллă учительсен сечĕ" порталăн страницисенче те Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн сайчĕ лайăх енĕпе темиçе хутчен те çырăннă. Юлашки пилĕк çулта тĕрлĕ конкурссене хутшăнса 40 яхăн грамота, диплом тата сертификат çĕнсе илнĕ. Вячеслав Николаевич – физика урокĕсене ирттерес, класс тулашĕнчи сехетсем йĕркелес енĕпе хатĕрленĕ 11 ĕç авторĕ. Вĕсем пурте "Пултаруллă учительсен сечĕ" порталта пичетленнĕ.

В.Анатольевăн воспитанникĕсем кăçал та унăн чĕрине хăйсен çитĕнĕвĕсемпе ăшăтрĕç. Районти физика, информатика предмечĕсен, информаципе коммуникаци технологийĕн олимпиадисенче пиллĕкĕн малти вырăнсене тивĕçрĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекен А.Сорокин сайчĕ республикăра ирттернĕ конкурсра иккĕмĕш пулчĕ. Кăçал шкултан вĕренсе тухакан О.Абрамова "Физика тата наукăпа техника прогресĕ" наукăпа практика конференцийĕнче пĕрремĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илчĕ. Вячеслав Николаевич хăйĕн тата ачасен пултарулăх енĕпе тунă çитĕнĕвĕсене хăйĕн сайтĕнче вырнаçтарать. Унăн сайчĕ çĕршыври ĕçтешĕсем хушшинче хисеплĕ вырăнсенчен пĕрне йышăнать.

Çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçсенчи çитĕнÿсемшĕн В. Анатольева Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн, вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Тав çырăвĕсем те сахал мар.

Эрне пуçламăшĕнче Мускавран ырă хыпар çитрĕ: Пĕтĕм Раççейри "Педагогика инновацийĕсем" уçă конкурсра В. Анатольев "Социаллă наукăсем" номинацире иккĕмĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ. Çак номинацире Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 759 педагог хутшăннă.

– Учитель ĕçне суйласа илнишĕн савăнатăп çеç, мĕншĕн тесен вăл яланах ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен умĕнче, тимлĕхĕнче. Çавăнпа та хăвна чи телейлĕ çын тесе шутлатăн, юратнă ĕç савăнăç кÿнине туятăн. Учитель – вăл професси мар, вăл – пурнăç тĕллевĕ, тĕшши, – вĕçлерĕ сăмахне Вăтакас Кипеч шкулĕн вĕрентекенĕ В.Анатольев.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика