АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » БЮДЖЕТ, РЕСПУБЛИКĂН ТĔП УЯВĔ ÇИНЧЕН

21 мая 2010 г.

Районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Яланхи пекех вăл район активĕпе тĕл пулнипе пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов информушкăнсен составĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем ял çыннисемпе тĕл пулса Чăваш Республикин бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ, Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнине халалласа Республика кунĕ ячĕпе хатĕрлесе ирттермелли мероприятисем çинчен калаçĕç. Владислав Васильевич ял хуçалăх ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусене те хускатмалли çинчен аса илтерчĕ. Шупашкартан килнĕ информушкăна Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова ертсе пычĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пыракан ушкăн Пайкилт ял тăрăхĕн активĕпе, "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Чăваш Республикин патшалăх Канашĕн депутачĕ, Канашри педагогика колледжĕн директорĕ Г.Косолапов Шелттем, "Чăваштоппром" предприятин гендиректорĕ А.Федотов Çĕнĕ Чалкасси, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.Павлов Хучел ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе курса калаçрĕç.

Патшалăх техсăнавăн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров тата вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова Карăклă ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Светлана Силовнăпа Анатолий Дмитриевич пĕрлехи информаци кунĕн темине уçса пачĕç. Республика бюджетне кăçал улшăнусем иккĕмĕш хут кĕртеççĕ. Çавна май вăл 5 миллиард тенке яхăн пысăкланать. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ тытăма патшалăх пулăшăвĕ парасси самаях лайăхланать. Тĕслĕхрен, агропромышленность комплексне 894,1 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак сумма кредитсен проценчĕсене субсидилеме, страхланă тыр-пул тăкакĕсене саплаштарма, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, пысăк пахалăхлă вăрлăх хатĕрлекенсене пулăшма çите-лĕклĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама, культурăна, физкультурăпа спорта, сывлăх сыхлавне аталантарма уйăрнă нухрат виçи те чылай ÿсет.

Халăха социаллă хÿтлĕх парасси те пысăк пĕлте-рĕшлĕ. Н.Федоров Президент хушăвĕпе ачасене уйăхсерен паракан пособине, пеккунсен, усрава илнĕ çемьесен тÿлевĕсене индексацилеме, ÿстерме йышăннă. Халăха ĕçпе тивĕçтерессине пулăшма 64 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă. Ветерансене, инвалидсене, çамрăк çемьесене, тăлăх ачасене, кивĕ тата çĕрĕшнĕ çуртсенче пурăнакансене çĕннипе тивĕçтерес енĕпе тата 1 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Районта вăрçă ветеранĕсем, вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем пурнăç условийĕсене лайăхлатма 83-ĕн черете тăнă. 62-ĕшне çак енĕпе укçа уйăрса панине пĕлтерекен ĕнентерÿ хучĕсем панă.

Çак тата ытти ыйтусене Правительство çуртĕнче Патшалăх Канашĕн черетлĕ XXII сессийĕнче пăхса тухнă.

Кăçал Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Ăна тивĕçлĕн кĕтсе илес енĕпе йĕркелесе ирттермелли мероприятисем пирки те сăмах пычĕ. Çав мероприятисенчен пĕри вăл – районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ. Кăçал вăл çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче яланхи пекех Асхва çывăхĕнчи "Урожай" стадионта иртĕ. Çавăн пекех чăваш халăхĕн чи юратнă уявĕсенен пĕрне, акатуя, Вĕрентекен çулталăкне тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă. Хĕл пуçламăшĕ юрсăр, сивĕ пулнă пирки кĕрхи тырăсем çурри ытла шăнса пĕтнĕ. Кĕркунне акнă тулă калчисем юлманпа пĕрех. Çуркунне тепĕр хут акнă культурăсем нÿрĕк çителĕксĕррине пула пĕр вăхăтра шăтса тухаймаççĕ. Çак сăлтава пула вĕсем тĕрлĕ вăхăтра пиçсе çитеççĕ, вырмара хăйне евĕрлĕ йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ.

Светлана Силовна ачасене вĕрентессипе, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытассипе, Анатолий Дмитриевич çурхи уй-хир ĕçĕсемпе, уйрăм çынсен техникине тĕрĕслев ирттерессипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Карăклă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Никоноров ял тăрăхĕсен кунне мĕнле кĕтсе илесси çинчен каласа пачĕ. Вăл çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртĕ.

Тĕл пулу вĕçĕ яланхи пекех ыйту-хурав йĕркипе иртрĕ. Ял çыннисене çамрăксем эрех-сăра патне туртăнни, спорт шкулĕн çĕнĕ çуртне, киввине хупнă, хута ярасси вăраха кайни пăшăрхантарать. Çак шкул спортсменсем хатĕрлес енĕпе республикăра чи лайăххи шутланать, тренировкăсем ирттермелли условисемпе – чи япăххи.

Информаци кунне район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пĕтĕмлетрĕç.

Çак кунах Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И. Клюкова, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова тата райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов районти çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене уçнă çĕре хутшăнчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика