АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕЛЕФОН ТЕТТЕ МАР-ÇКЕ...

19 мая 2010 г.

2010 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче çĕрле Канаш хулинчи интернат-шкул воспитанникĕ, çул çитмен Асов çын пурлăхне çаратас тĕллевпе Асхва ялĕнче пурăнакан Светловсен хуçалăхне çăра çĕмĕрсе кĕнĕ. Пÿртрен "Сокол" тĕслĕ телевизор, "LG"маркăллă DVD-плеер, акустика системи вăрласа тухнă. Кил хуçине пĕтĕмпе 12 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. РФ Уголовнăй кодексĕн 158 стат-йин 3-мĕш пайĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă.

Çавăн пекех кăçалхи мартăн 23-мĕшĕнче çул çитмен икĕ çамрăк каçхине 21 сехет те 30 минутра Кайри Ăнтавăш ялĕнче пурăнакан пенсионер патне, кил хуçи хирĕçленине пăхмасăр, юри сиен кÿрес тĕллевпе унăн çуртне алăк çĕмĕрсе кĕнĕ. Ют çын килне хуçи ирĕк памасăр, вăйпа сĕкĕнсе кĕме юраманнине ăслă-тăнлă çыннăн пĕлмеллех. Çамрăксем тĕлĕшпе РФ Уголовнăй кодексĕн 139 статйипе ĕç пуçарнă.

Вăрăмпуç ялĕнче пурăнакан 16 çулти çамрăка кăçалхи апрель уйăхĕнче районти шалти ĕçсен пайне профилатика учетне илтĕмĕр. Вăл шкулта та япăх ĕлкĕрсе пырать, пĕр сăлтавсăрах уроксене сиктерет, шкулта та учетра тăрать. Апрелĕн 17-мĕшĕнче арçын ача килĕнче ашшĕпе хирĕçсе кайнă, ашшĕне хĕнесе пĕтернĕ. Йывăр аманнă арçынна районăн тĕп больницине реанимаци уйрăмне вырнаçтарнă.

Кунсăр пуçне тата шкул ачисен тăтăшах кĕсье телефонĕ çухалать. Кун пек факт нумай пулмасть Чакаç вăтам шкулĕнче пулнăччĕ. Айăпĕ, чи малтан, ачасенче хăйсенче, иккĕмĕшĕнчен, ашшĕ-амăшĕнче. Шкулта ачасем тăхтавсем вăхăтĕнче е физкультура урокне кайнă чухне сумкисене, тĕрĕссипе, ăçта килнĕ çавăнта пăрахса хăвараççĕ. Портфельсем коридорта чÿрече янаххи çинче те, спорт залĕн алăкĕ умĕнче те выртни никамшăн та тĕлĕнтермĕш мар. Сумкасем класрах юлаççĕ пулин те, алăка питĕрмесен унта кирек кам та кĕрсе тухма пултарать. Шкул ачин сумкăна хурса хăварнă телефонĕ "кукăр алăллишĕн" парне вырăннех. Тĕрĕссипе, ачасене шкулта телефон ним тума та кирлĕ мар. Пĕрремĕшĕнчен, вăл çухалма пултарать, иккĕмĕшĕнчен, ачасене урок вĕренме чăрмантарать. Пĕтĕм тимлĕх урок теми çине мар, телефон çине куçать. Çавна май ашшĕ-амăшĕн те хăйсен тĕпренчĕкĕсене тимлĕ пулмалли, шкула телефон илсе каймасан та вырăнлă пулни çинчен кăштах та пулин асăрхаттармаллах. Çитĕннисем инкек сиксе тухсан çеç хыпăнса ÿкни чылай чухне ытла та вырăнсăр. (Хушаматсене улăштарнă).

Л.АНТОНОВА, çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика