АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУРАТНĂ ТА... ПĂРАХНĂ

19 мая 2010 г.

Ачана çуратни кăна мар, ăна тĕрĕс воспитани, ăс-тăн парса йĕркеллĕ çын тăвасси кашни ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ вĕт-ха. Шел те, çакна пурте шута илмеççĕ. Юлашки вăхăтра хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕшĕн ача вылямалли тетте вырăнне пулни хытах пăшăрхантарать. Çулсем хушăнса пынăçемĕн çын пурнăç çине те урăхла пăхать, тавра курăм та улшăнать. Çук çав, пурте унашкал мар. Акă пĕр тĕслĕх илсе кăтартам. Яковлева (тĕрĕс хушаматне палăртмăп) текен хĕрарăма шăпа Чулхула тăрăхĕнчен пирĕн района илсе çитернĕ. Вăл хăйĕн мăшăрĕ пулмалли çынна Тăрăн ялĕнче тупнă. Унпа 13 çул таранччен çырăнмасăр пурăннă. Тăватă ачана кун çути панă. Кун çутине кăтартнă-ха, анчах ачасен пуласлăхĕ мĕнле пуласси çинчен шутламан, паян вара вĕсем амăшне кирлĕ те мар. Унсăрăн, ан тив, ачисем хуть миçен пулччăр, кашниншĕн чунне пама хатĕр пулĕччĕ, кашнине хăйне май юратĕччĕ. Эпĕ илсе кăтартнă тĕслĕхри Яковлева вара иккĕмĕш ачи çуралнă хыççăн ĕçкĕпе туслашнă, час-часах килтен тухса кайса çухалса çÿреме тытăннă. Юрать-ха упăшки шутланаканăн ашшĕ-амăшĕ ачасене хĕрхеннĕ, вĕсене пăхнă, апат çитернĕ.

Анчах пĕр-ик çул каялла çамрăк хĕрарăм упăшкин тăванĕсемпе хирĕçсе каять те ачисене илсе Тăрăн ялĕнчех пурăнакан, хăй пек ĕçкĕ авăрне путнă хĕрарăм патне пурăнма куçать. Пĕринчен тепри пĕчĕк ачасемшĕн çакăнта тертлĕ кунсем пуçланаççĕ. Тирпейсĕр, сивĕ çуртра аслисемшĕн тăтăш ĕçкĕ-çикĕ, арçынсем. Ачасем çине пĕр тимлĕх те çук. Вĕсем вара пурте вăраха кайнă чирсемпе аптăраççĕ, ăс-тăн, калаçу чĕлхин аталанăвĕсем ÿсĕмрен кая юлса пыраççĕ, пĕр ачи тытамак тытнипе нушаланать. Амăшĕ пепкисене больницăна илсе кайман, тухтăрсенчен кирлĕ пулăшу вăхăтра ыйтман.

2009 çул пуçламăшĕнче Яковлева Шăхасана пурăнма куçнă. Ачисене те унта куçарса килнĕ. Вĕсем вара каллех сивĕ те тирпейсĕр пÿртре темиçе кун выçă ларнă, мĕншĕн тесен çимелли нимĕн те пулман. Хĕрарăм Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Шăхасанти ĕне фермине вăхăтлăха ĕçе вырнаçсан ачасем унта пырса апатланнă, тепĕр чухне сĕт те ĕçнĕ пулĕ.

Ачасем валли амăшĕ ручка, тетрадь, кĕнекесем, теттесем нихăçан та туянса паман. Шăхасана куçса килсен Яковлева урăх арçынпа çыхланса кайнă. Хăш чухне хĕрарăм ачисене çуртра хăйсене кăна питĕрсе хăварса тухса кайнă, çĕр каçма таврăнманнисем те пайтах пулнă. Ачасем каланă тăрăх, амăшĕ вĕсене тахçантан пĕрре яшка е вермишель пĕçерсе панă. "Пĕррехинче аннепе тепĕр арçын эрех ĕçсе ларнă чухне кăлпасси çиетчĕç. Пире пĕрер касăк парса тухрĕ, ыттине хăйсем çисе ячĕç. Эпĕ тепĕр татăк илесшĕнччĕ те мана: "Закускăна ан тыт", – терĕç. Аннепе çав арçын çăкăра, ытти çимĕçсене те пытарса хуратчĕç. Тăтăшах выçă лараттăмăр. Çĕр улми, çăкăр, какай пулман. Пĕррехинче, хĕлле, чăтайманнипе çурранах Тăрăна кайма тухрăм. Çул çинче пĕр машина чарса лартса кайрĕ", – тет ачасенчен асли. Ачасемпе пĕрле пÿртре йытăсем те пурăннă, вĕсем те кравать çинче çывăрнă.

Пĕлтĕрхи март уйăхĕнче ачасене ашшĕ килсе илсе кайнă. Анчах та аслисен докуменчĕсем Шăхасан шкулĕнче пулнă пирки вĕсем Пайкилт шкулне çÿремен. Паянхи куна аслисем виççĕшĕ Канашри приютра пурăнаççĕ, кĕçĕн ывăлĕ – ашшĕпе пĕрле. Амăшĕ ăçта çÿренин, пурăннин тĕлли-палли те çук.

С.НИКИТИНА, районти шалти ĕçсен пайĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика