19 мая 2010 г.
Нумаях пулмасть кăна-ха, астăватăп, республикăра кăна мар, пирĕн районта та лару-тăру çăмăлах марччĕ. Ачасен йышĕ çулран-çул чакса пынипе садиксемпе шкулсем хупăнма пуçларĕç. Çак йывăрлăхран тухма патшалăх тĕллевлĕ программăсем йышăнни пулăшрĕ темелле. Паянхи кун ача кÿми тĕртсе пыракан хаваслă атте-аннене кашни утăмрах тĕл пулатăн. Ача йышĕ хушăнса пыни вара тепĕр чăрмавлă ыйту кăларса тăратать. Пепкене ăçта вырнаçтармалла-ха; Ача сачĕсенчи ушкăнсенче пушă вырăн çукпа пĕрех, ашшĕ-амăшĕсен тĕпренчĕкне шкула кайиччен паха пĕлÿ парас тĕллевпе темиçе çул маларах черете тăма тивет.
Асхва ял тăрăхĕнче пурăнакан атте-аннесен черет ыйтăвĕ хальлĕхе татăлчĕ темелле, нумаях пулмасть Вырăскас Пикшихри "Шанчăк" ача садĕнче çĕнĕ – пиллĕкĕмĕш ушкăн йĕркеленчĕ. Садик заведующийĕ Е.Орынко пĕлтернĕ тăрăх, унта 15 ача çÿрĕ. Вĕсене Людмила Геннадьевна Александрова воспитатель хăйĕн хÿттине илĕ. Пĕтĕмпе вара ача садне çĕре яхăн ача çÿрет. Ачасемпе 14 çын тимлет, воспитательсен ĕç стажĕ пысăк. Штатра логопед та пур, вăл ачасене тĕрĕс калаçма вĕрентет.
Çак çĕнĕрен йĕркеленнĕ ушкăн юлашки вунă çул хушшинче пачах та ĕçлемен. Çавна май пÿлĕмсене юсаса йĕркене кĕртмелле, сĕтел-пукан тата теттесем туянмалла пулнă. Çак ĕçсене туса ирттерме ашшĕ-амăшĕсем нумай пулăшнă. Юсав ĕçĕсене Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан Игорь Геннадьевич Кириллов бригади пурнăçланă. Вĕсен ĕçĕпе ашшĕ-амăшĕсем те, районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев та кăмăллă юлчĕç.
– Халĕ шкул умĕнхи пĕлÿ паракан районти тĕрлĕ учрежденисене 1140 ача çÿрет. Пĕтĕмпе 64 ушкăн ĕçлет, вĕсенчен 48-шĕ – ача сачĕсенче, 8-шĕ – пуçламăш шкул-садсенче, 8-шĕ – шкулсем çумĕнче. Ачасене пĕчĕклех пĕлÿ учрежденийĕсене ярасси çулран çул ÿссе пырать. 2007 çулта çак кăтарту 51 процентпа танлашнă пулсан, кăçал 54 процента çитнĕ, – палăртрĕ Юрий Серафимович. – Çак çулта тата тепĕр икĕ ушкăн уçма палăртатпăр, вĕсем кĕске вăхăтра Ухман ялĕнчи "Рябинушка" тата Вăтакас Татмăшри "Солнышко" ача садĕсенче йĕркеленĕç. Çак тĕллевпе укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Матьшÿ ялĕнче вара çемье ача сачĕ ĕçлеме пуçлĕ. Кăçал нарăс уйăхĕнче Янкăлч ялĕнчи "Перепелочка" ача садĕнче тепĕр ушкăн уçăлнă.
Уява пĕри те пушă алăпа килмен. Ачасем хăйсен теттисене ушкăнпа выляма садике хурса хăварчĕç. Районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев та парнесемпе савăнтарчĕ.
А.МЯСНИКОВ.