АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇ УСЛОВИЙĔСЕНЕ ЛАЙĂХЛАТĔÇ

19 мая 2010 г.

Аслă Çĕнтерÿ кунне анлăн уявласа ирттертĕмĕр пулин те, уяв саманчĕсем малалла тăсăлаççĕ. Кăçал пулакан пысăк мероприятисене пурне те тенĕ пекех Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă. Çа-вăнпа çынна савăнăç кÿме пултаракан кашни самантах паха.

Тунти кун район администрацийĕнче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăнă вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, фронтра пуç хунă тата вăрçăран таврăнсан вилнĕ салтаксен арăмĕсене свидетельство пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пухăннисене ăшшăн саламларĕ, вăрăм та ăраскаллă кун-çул сунчĕ. 16 ветеран çак кун свидетельствăллă пулчĕ: хăш-пĕр ватăсем хăйсем килнĕ, çÿрейменнисен документа илме ывăл-хĕрĕ, мăнукĕсем çитнĕ. Владислав Васильевич вĕсене пурне те свидетельство панă чухне çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми вăй хунăшăн тав турĕ, çÿреймен ватăсем патне салам сăмахĕсене çитерме ыйтрĕ.

Паян районта çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли черетре 83 çын тăрать, 46 ветеран свидетельство илнĕ. Документпа килĕшÿллĕн ветерана тивекен 36 тăваткал метр пурăнмалли лаптăка е çĕнĕ çурт туса, е хваттер туянса хута яма пулать. Çак условисене свидетельствăна алла илнĕ хыççăн 4 уйăхра пурнăçа кĕртмелле. Маларах свидетельствăллă пулнă çынсенчен пиллĕ-кĕшĕ ялта çурт хăпартма килĕшнĕ. Кун пек чухне подрядлă организаципе килĕшÿ тумалла. Строительсем ветеран валли тунă çурта шывпа, çут çанталăк газĕпе тивĕçтереççĕ.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика