14 мая 2010 г.
Çул-йĕре хăйне евĕр пĕчĕк "патшалăхпа" танлаштарма пулать. Унăн хăйĕн культури, саккунĕсемпе йĕркисем тата вĕсене пăхăнаканĕсемпе пăсаканĕсем пур. Пурнăç таппипе килĕшÿллĕн çул-йĕрпе пирĕн кунсеренех тачă çыхăну тытма тивет, чылайăшĕ çуран утма кăмăллать, кам руль умĕнче е обществăлла транспортра – пассажир. Ятарласа çирĕплетнĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пырсан çак "патшалăхри" пурнăç лăпкă та пĕр тикĕс иртет. Кам та пулин çăмăлттайлăх кăтартсан инкек сиксе тухасси те инçех мар. Унта вара çывăх çыннăн пурнăçĕ ĕмĕрлĕхех татăлма пултарать, сусăр çынсен йышĕ ÿсет, çемье бюджечĕ укçа-тенкĕ енчен катăлать, куççуль юхать...
Автоçулсем çинче инкек пулассине сирсе ярас тесессĕн çул-йĕр культурине, унăн саккунĕсемпе йĕркисене ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе, хăнăхтарса ÿстермелле. Çакна ăша хывса районти ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем ача садне тата шкулсене çÿрекенсем хушшинче "Сфетофорик", "Ачасем", "Çуран çÿрекен" тата ытти тĕллевлĕ акцисем туса ирттереççĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе çыхăннă конкурссемпе викторинăсем йĕркелеççĕ. Акă, нумаях пулмасть Ухман шкулĕ çумĕнчи автодромра çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсем "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурса хутшăнчĕç. Унта районти шкулсенчен 16 ушкăн хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартрĕ.
Конкурс икĕ номинаципе иртрĕ, ачасем велосипедпа ăста ярăнма пултарнине тата çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене еплерех пĕлнине кăтартрĕç. Ку ăмăрту-вăйăсенче Ухман шкулĕнче вĕренекенсене çитекенсем пулмарĕç, вĕсем пысăк ăсталăх кăтартса пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Энтрияль вăтам шкулĕн çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсем иккĕмĕш пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна шăхасансем илчĕç. Çак фестивале хутшăннă кашни ачанах пылак парнесем парса хавхалантарчĕç.
Çĕнтерÿçĕ команда, ухмансем, пирĕн район чысне республиăкри конкурсра хÿтĕлĕ, эпир вĕсене ăнăçу сунатпăр.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.