АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĔРĔК ĔМĔРЕ ЯХĂН ПЫРАКАН ТУРНИР

14 мая 2010 г.

Мĕн авалтан кĕрешÿ арçынсене çирĕп вăй-халлă, хăюллă пулма пулăшнă. Паян та спортăн çак тĕсĕ халăх хушшинче анлă сарăлнă. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен çын хул-çурăм, кĕлетке тĕлĕшĕнчен, хăйсене тыткаланипе ыттисенчен палăрмаллах улшăнса тăрать.

Майăн 5-мĕшĕнче районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче (Вырăскас Пикших ялĕнче) тăватă хутчен тĕнче чемпионĕн, ХХ Олимп вăййисен бронза призерĕн Сергей Корнилаевăн парнине çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен яш-кĕрĕм хушшинче республика турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва кăçалхипе 23-мĕш хут йĕркелеççĕ. 23 çул хушшинче арçын ача çитĕнсе ар шутне кĕрет, хĕрачасем чипер пикесем пулса тăраççĕ. Çак тапхăрта миçе пин çамрăк пысăк спорт çулĕ çине тăрса Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен ятне тивĕçнĕ. Нумайăшĕ спорт мастерĕсем, ăста тренерсем пулса тăнă.

Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен уявне уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ, ХХ Олимп вăййисен бронза призерĕ С.Корнилаев, Раççей Геройĕ, РФ хăрушсăрлăх службин авиаци управленийĕн пуçлăхĕ, генерал-лейтенант Н.Гаврилов, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ И.Григорьев, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Кочков, Чăваш Республикин ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В.Семенов, "Ремонтно-строительное управление Министерства обороны РФ" акционерсен уçă обществин гендиректорĕн çумĕ В.Сильвестров, çăмăл атлетсен федерацийĕн Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн членĕ В.Краснов, Мускав облаçĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ А.Игольников, Канашри ПАТП директорĕн çумĕ Н.Чернова, ытти нумай паллă, сумлă спортсмен хутшăнчĕ. Çавăнпах салам сăмахĕ те йышлă пулчĕ.

– Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине паллă тăватпăр. Вышкайсăр пысăк паттăрлăхăн уявĕ. Эсир те, ăмăртăва хутшăнакансем, хăвăрăн паянхи çитĕнĕвĕре Аслă Çĕнтерĕве халаллăр, – терĕ райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов спортсменсене ăнăçлă ăмăртма ырă сунса, уява килнĕ хăнасене тав туса. Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассине пысăк тÿпе хывнăшăн, пулăшса пынăшăн турнир "хуçине" С. Корнилаева тата паттăр ентеше Н.Гаврилова район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ.

– Раççей кĕрешÿçисем – тĕнчере чи вăйлисем. Чăваш спортсменĕсем, Канаш ен спортсменĕсем пысăк шайри ăмăртусенче çĕнтереççĕ. Çакă республика, район сумне çĕклет. Вячеслав Трофимов, Антон Афанасьев пек çынсем малашне нумай пуласса ĕненсе тăратăп. Нимрен те хăраса ан тăрăр, хăюллă та хастар пулăр, спорт кавирĕ çинче кăна мар, пурнăçра та йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вĕренĕр, – терĕ Николай Федорович. Чăваш Ен Президенчĕн Н.Федоровăн саламне ăмăртăва пухăннисем патне çитерчĕ. Сăмах май, Антон Афанасьев çывăх вăхăтра ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрленет. Унăн несĕлĕсем Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕн, тĕнче класлă спорт мастерĕн И.Григорьевăнни пекех Яманкассинчен пулни мăнаçлантарать. Вячеслав Геннадьевич вара ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тĕнче класлă спорт мастерĕ.

Сергей Корнилаев черетлĕ ăмăртăва тăванĕсене, йăмăкĕн ачисене халалланине пĕлтер-чĕ. Хăйĕн ячĕпе иртекен ăмăртăва кашни килмессерен çамрăклăхне аса илнине пĕлтерчĕ. "Хăвăр вăйлă пулнине ырă енчен кăтартса парăр, çирĕплетĕр. Çавăн чухне сире хисеплеме, юратма пуçлĕç", – терĕ Сергей Григорьевич. Саламсем хыççăн хĕрÿ ăмăртусем пуçланчĕç. Шăмăршă, Патăрьел, Йĕпреç, Вăрмар, Муркаш, Вăрнар, Етĕрне, ытти районсенчен, Канашпа Шупашкар хулисенчен, Мордва, Тутар, Мари Эл Республикисенчен, Мускав облаçĕнчи Раменкск хулинчен килнĕ спортсменсем тупăшрĕç кавирсем çинче. Хăйсен виçе категорийĕсенче çаксем çĕнтерчĕç: Федор Злых (Шупашкарти Олимп резервĕсен училищи), Евгений Гейчук (Хусан хули), Дмитрий Тарасов (Канаш районĕ), Бабохом Вохизов (Хусан хули), Руслан Самарин (С-5), Алексей Еремеев (С-5), Виктор Иванов (Канаш районĕ), Анатолий Игольников (Раменск хули), Эдгар Хамидулин (Ульяновск хули), Александр Каледин (Мордва Республики). Пирĕн район кĕрешÿçисем Виталий Андреев, Александр Михайлов, Роман Федоров, Михаил Андриянов, Григорий Артемьев, Андрей Архипов хăйсен виçе категорийĕсенче ăмăрту призерĕсем пулса тăчĕç. Мала тухнисем дипломсемпе медальсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсем спорт мастерĕн кандидачĕсем пулса тăчĕç. Сергей Григорьевич Корнилаев турнира йĕркелекенсене, судьясене тата çамрăксене спортпа туслаштаракансене ăшшăн тав турĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика