14 мая 2010 г.
– Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет, – тенĕ ваттисем. Кашни çыннăнах хăйĕн юратнă ĕçĕ, ăсталăхĕ пур. Пĕрисем килти çывăх çынсен ĕçĕсене малалла тăсаççĕ, теприсем шалти туйăмсене итлесе пулас профессие суйласа илеççĕ.
– Пире вырăс чĕлхипе литературине Вера Георгиевна Мешкова вĕрентетчĕ. Питĕ кăмăллă, предмета лайăх ăнлантарма пултаракан педагог. Ăна юратнипех предмета та кăмăллакан пултăм. Картишне уçăлма тухсан та хăма çине пурăпа çырса вĕрентекен пек пулса пĕчченех выляттăм. Атте мана: "Пирĕн Инна учитель пулать пулĕ", – тетчĕ. Эпĕ хамăн шухăшăма улăштармарăм. 1994 çулта ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литература факультетне вĕренме кĕтĕм. Çакăншăн хама вĕрентнĕ учительсем те питĕ савăнчĕç. Шкул директорĕ Петр Николаевич Александров: "Алла диплом илсен хамăр шкултах кĕтетпĕр", – терĕ. Чăнахах та, аслă пĕлÿ илсен 2000 çулта хамăн тăван ялта, Пăлапуç-Пашьелре, ĕçлеме тÿр килчĕ. 2001 çулта, çемье çавăрнă хыççăн, савнă мăшăр патне Канаш хулине куçса килтĕм. Шăпа вара Вăтапуç шкулне илсе çитерчĕ, халĕ юратнă ĕçе кÿлĕнни кăçал шăпах 10 çул çитрĕ, – паллаштарать хăйĕн кун-çулĕпе Инна Александровна Агафонова.
Вĕрентекен шкулта 24 сехетпе ĕçлет. Вунă çул хушшинче 11-мĕш тата 9-мĕш классене экзаменсем тыттарса кăларнă. Ачасем иртнĕ ППЭре лайăх баллсем пуçтарма пултарнă. Кăçал Инна Александровна тăххăрмĕш классене экзамена хатĕрлет.
Хальхи вăхăтра учителĕн ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех тĕрлĕрен конкурса хутшăнмалла, çавăн пекех конкурссене вĕренекенсене те хатĕрлемелле. И.Агафонова вара вĕсене хаваспах хутшăнать. 2009 çулта вăл информатика технологийĕсемпе усă курса Вырăскас Пикших шкулĕнче уçă урок пачĕ. Кăçал 8-мĕш класра вĕренекен Анна Колпакова вăрçă темипе сăвă вуласа районта виççĕмĕш вырăна тухрĕ. "Амăш чĕри" хайлавшăн 9-мĕш класра вĕренекен Светлана Тимофеева тав хутне тивĕçрĕ. Республикăра ирттернĕ "Малашлăхри вĕрентекен" конкурсра 9-мĕш класра вĕренекен Елена Малова пĕтĕмпе кирлĕ 20 балтан 16 балл пуçтарнă.
Инна Александровна Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, ашшĕпе амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне юратма вĕрентнĕ. Вăл хăй аллипе лартса çи-тĕнтернĕ çимĕçе çиме кăмăллать, ĕçленĕ чухне савăнăçне туйма пĕлет.
И.Агафонова пушă вăхăт тупса спорт залне волейболла выляма çÿрет. Вĕрентекенсен команди йышĕнче спортăн çак тĕсĕпе час-часах ăмăртусене хутшăнать.
Олег Алексеевичпа Инна Александровна çем-йинче ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ. Саша пĕрремĕш класс пĕтерет, Настя ача сачĕ хыççăн шкул алăкне уçма хатĕрленет.
Л.ГРИГОРЬЕВА, вĕрентекен.