АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕНТЕШĔН ПЫСĂК ПАРНИ

14 мая 2010 г.

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн Уçырмари культура çурчĕ умĕнчи лапам çурхи илем ытамне кĕрсе ÿкрĕ. Пур çĕрте те хăтлăх, тирпейлĕх хуçаланать, тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ, чечексем куçа илĕртеççĕ. Чи хитри, хăй çине пăхтараканни – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса лартнă мемориал палăкĕ. Стела çÿллĕшĕ 4,5 метр. Ун çине Уçырма ялĕнчен юнлă вăрçа тухса кайнисен, каялла таврăнайманнисен ячĕ-шывне шултра сас паллисемпе çырса хунă. Çывăхарах пырсан плита çинче çак сăмахсене вулама пулать. Вырăсла çырнине чăвашла куçарса пичетлетпĕр: "Чĕреме хаклă аттене Петров Константин Петровича, асаттене Максимов Петр Максимовича, ентешĕмсене – Уçырма çыннисене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, тыл ĕçченĕсене вĕсен Çĕн-терĕвĕшĕн халаллатăп çак палăка. Петров Анатолий Константинович. 2010 çулхи майăн 8-мĕшĕ". Уçырмаран фронта тухса кайнисен вăрçă çулĕсемпе паллаштаракан стендсене халăх пыл хурчĕсем пек сырса илнĕ.

Сехет йĕпписем вуннă кăтартаспа лапам хаваслă шавпа тулчĕ. Çамрăк армеецсен отрячĕсем, "Тăван çĕршывăн ывăлĕсем – Чăваш Енрен тухнисем" юлташлăхăн офицерĕсем, çар наукисен докторĕ И.Николаев полковник ертсе пыракан курсантсен ушкăнĕ, вĕсем Мускаври тĕрлĕ çар институчĕсенче, университечĕсенче вĕренеççĕ, строя тăрса тухрĕç. Çар тумĕ тăхăннă ачасем палăк умĕнчи хисеплĕ хурал вырăнĕсене йышăнчĕç. Вăрçă тата тыл ĕçченĕсем тăванĕсем пулăшнипе, хăшĕсем хăй тĕллĕнех, палăк умĕнчи тенкелсем çине вырнаçрĕç. Шурă кĕпе, хура юбка, хĕрлĕ çăлтăрлă пилотка тăхăннă темиçе хĕрача вĕсене хĕрлĕ тĕспе йăмăхтаракан тюльпансем пачĕç.

Савăнăçлă митинг умĕн çак палăка тунă "Минерал" фирма пуçлăхĕпе С.Степановпа калаçма тÿр килчĕ. Хăй вăл Вăтапуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, Анатолий Константиновичпа çывăх туссем. Сергей Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, палăка ака уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ, тăкакĕ – пĕр миллион та 200 пин тенкĕ. Строительство ĕçĕсене Канашра пурăнакан специалистсене явăçтарнă.

Митинг район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Софроновăн сăмахĕпе пуçланчĕ. Вăл кунта килнисене Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе саламларĕ. Владислав Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, вăрçăра вилнисене асăнса Шăхасанта, Асхвара, Пратьякас Енĕшре, Вăтакас Татмăшра çĕнĕ палăксем лартнă. Вăрăмпуçĕнчи палăка, ун таврашне илемлетнĕ. В. Софронов А.Петрова уçырмасемшĕн, районшăн ырă ĕç тунăшăн тав туса Хисеп хучĕ пачĕ.

Халăх умне Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев тухрĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев, Правительство Председателĕ В.Путин республика çыннисене Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе янă саламлă телеграммăсене вуласа пачĕ. Михаил Васильевич та А.Петрова парне, Чăваш Республикин Гербне ÿкернĕ алла çыхмалли сехет, парса тав турĕ.

"Тăван çĕршывăн ывăлĕсем – Чăваш Енрен тухнисем" офицерсен юлташлăхăн председателĕ, Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Ильин вице-адмирал, Раççей космонавтикин вице-президенчĕ В.Тихонов Анатолий Константиновича А.Г.Николаев летчик-космонавт медалĕпе тата вăл çуралнăранпа 80 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальпе наградăларĕç.

Салам сăмахĕсем калакансем татах пулчĕç. Вĕсем – пурнăç çулĕпе Асхва ялĕнчен утма пуçланă В.Андреев контр-адмирал, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, "Чăвашсетьгаз" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ К. Мифтахутдинов, вăрçă тата педагогика ветеранĕ, Уçырма шкулĕнче нумай çул ĕçленĕ В.Гаврилов, Уçырма вăтам шкулĕнче вĕренекен хĕрачасен ушкăнĕ тата ыттисем.

– Аттепе асаттен биографийĕпе тĕплĕн паллашнă хыççăн пуласлăхшăн çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă, тылра ырми-канми ĕçленĕ ентешсене асра тытса çуралнă ялăмра палăк тăвас шухăш амаланчĕ. Ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме пулăшнă çынсене чун-чĕререн тав тăватăп, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне Мускав облаçĕнчи Подольск хулинчи "Строитель-плюс" тулли мар яваплă пĕрлĕх гендиректорĕ А.Петров.

Анатолий Константинович хăйне вĕрентнĕ Виталий Даниловичпа Раиса Порфирьевна Гавриловсене, вăрçă тата ĕç ветеранне Н.Васильева асăнмалăх парнесем парса саламларĕ.

Палăк умне чечексем, мухтав гирляндисем хунă хыççăн парад пуçланчĕ. Ăна Мускаври çар вĕренÿ заведенийĕсен курсанчĕсем пуçларĕç. Вĕсем çийĕн "Чăваш Ене юратса" тесе çырнă ялав вĕлкĕшсе пычĕ. Шкулти кашни класс стройпа утса, строй юрри юрласа иртрĕ. Уйрăмах чи пĕчĕккисем урисене çÿлерех çĕклесе, хыттăн пусса утма тăрăшни пурне те килĕшрĕ. Парада йышăнакансен пичĕсем ăшă кулăпа çиçрĕç. Ача хушнă ĕçе тума тăрăшни кирек кама та килĕшет, кулăшла пулсан вара кăмăла пушшех те çĕклесе ярать. Хăнасем пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен А.Александрова ачасене парада лайăх хатĕрленнĕшĕн тав турĕç.

Митинга вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ илемлетрĕ. Савăнăçлă мероприяти Уçырма вăтам шкулĕнчи тата районти культура çурчĕн пултарулăх коллективĕсен, Сиккассинчи "Асам" ансамблĕн концерчĕпе вĕçленчĕ. Çар кухни ĕçлерĕ. Вырăнти ача сачĕн поварĕсем Л.Борисовăпа Г.Александрова митинга пынисене тутлă пăтăпа сăйларĕç.

Виталий АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика