14 мая 2010 г.
Сухайкасси ялĕнчен фронта 244 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 153-шĕ каялла таврăнайман. Вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăннă 91 ветеранран нумайăшĕ халĕ пирĕнпе çук.
Пирĕн ялта паянхи куна пĕр ветеран – Михаил Осипович Еремкин – пурăнать. Вăл 1918 çулта çуралнă. Вăрçă нуши-тертне, унăн асапне Мишша пичче курмаллипех курнă, тÿсмеллипех тÿснĕ.
1940 çулта вăл Швецире службăра тăнă. Вăрçă тухни çинчен шăпах çакăнта илтнĕ те. Салтакран килне анчах килсе ĕлкĕрнĕ, 1941 çулта ăна, хальхинче, фронта илсе кайнă. Малтанах вăл Белоруссинчи Брест хулине лекнĕ, связист пулса тăшмана хирĕç çапăçнă. Брест крепоçĕшĕн пынă кĕрешÿре М.Еремкин йывăр аманнă, чылай вăхăт хушши госпитальте сипленнĕ. Унтан сывалса тухсан тепĕр хут çар ретне тăнă, каярах нимĕçсен тыткăнне лекнĕ.
Ытла та йывăр пулнă нимĕçсен лагерĕнче. Тарма ниепле те май килмен. Тыткăнри çынсене хытă ĕçлеттернĕ. Апачĕ вара питĕ начар пулнă, ирхине пĕр татăк çăкăр, кăнтăрла пĕр чашăк яшка çитернĕ. Лагерьте питĕ нумай çын вилнĕ. Чĕрĕ юлнисене Норвегине илсе кайнă, вĕсен йышĕнче Мишша пичче те пулнă. Унта вĕсем çĕр кăмрăк пушатнă. Выçăллă-тутăллă пурăннă, витере те çĕр каçнă. Хăйсем çинче çĕтĕк-çатăк тумтир пулнă.
Çак асапсене пурне те тÿссе ирттерме пултарнă Михаил Осипович, вилĕме парăнман. Çĕнтерÿ хыççăн вăл тăван тăрăха таврăннă. Вăрçă хыççăн Çĕнтерÿ кунне уявлама Мишша пиччене Брест хулине те чĕннĕ пулнă, анчах та ветеран укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе унта çитсе курайман.
Ватлăха парăнма шутламасть М.Еремкин, вăл çамрăксемпе тĕлпулусем ирттерет, Тăван çĕршыва, халăха юратма тата хисеплеме вĕрентет.
Çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе пуçĕсене хунă, тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăннă паттăрсен ячĕсене яланах асра тытасчĕ. Эпир вĕсен умĕнче пуç таятпăр.
Е.ТРОФИМОВА, Сухайкасси шкулĕ, 7-мĕш класс.