АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУÇ ТАЯТПĂР САН УМРА, ВЕТЕРАН

14 мая 2010 г.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине анлăн паллă турĕ.

Тăван çĕршыва вут-çулăмран çăлса хăварнă паттăрсен йышĕ çултан-çул сахаллансах пырать. Паянхи кун тĕлне Вăтапуç ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе те икĕ ветеран кăна юлчĕ, вĕсем - Петр Николаевич Николаев тата Сергей Федорович Цапин.

Сталинград паттăрĕ, Сергей Федорович Цапин, час-часах чирлекелесе тăнă пирки кăçалхипе виççĕмĕш çул ĕнтĕ Çĕнтерÿ уявне пыраймарĕ. (Районтан килнĕ хăнасем тата ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем уяв хыççăн паттăра килне кайса саламларĕç).

Тĕрĕс калаççĕ: вăрçă историне халĕ те çырса пĕтереймен-ха. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче ирсĕр тăшманпа çапăçса пуçĕсене хунă, çапăçу хирĕсенче йывăр аманнă суранĕсене пула, е вăхăт иртнĕçемĕн ватăлса пурнăçран уйрăлнă Вăтапуçĕнчи çынсен ячĕсене ялти Çар Мухтавĕн Обелискĕ тавра вулама пулать. Вĕсем унта пĕтĕмпе – виççĕр ытла. Уява пынисем çак ушкăнта хăш-пĕр паттăрсен ячĕсем сиксе юлни çинчен те калаçкаларĕç. Кирлĕ документсем тупăнсен, çитес вăхăтрах вĕсен ячĕсем те çакăнта пуласси пĕрре те иккĕлентермест.

Шурă çÿçлĕ ветерансене, вăрçă вăхăтĕнче тылра тăрăшса ĕçленĕ ял çыннисене, Афган тата Чечен вăрçисене хутшăннă паттăрсене мухтавлă уяв ячĕпе ăшшăн саламлама Вăтапуç ялне 1979-1994 çулсенче Чăваш Республикин сывлăх министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пынă, халĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хирурги кафедрин профессорĕ, медицина наукисен докторĕ, академик Николай Григорьев, экономика министерствинчи ветерансен канашĕн пуçлăхĕ Порфирий Узюков, район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Валентина Алантьева, районти почтамт пуçлăхĕ Виталий Андриянов тата ытти паллă çынсем килчĕç. Митинга Вăтапуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов уçрĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ янăрарĕ.

Николай Григорьев 65 çул каялла Кайăкьялĕнче Çĕнтерÿ кунне мĕнле кĕтсе илсе уявлани çинче чарăнса тăчĕ. Хăйсен ялĕнчи нихăçан манăçми вăрçă ветеранĕсене аса илчĕ. Сăмахне вĕçленĕ май академик вăрçă ветеранĕсене тата ялти вулавăша Чăваш Енри паллă Куçма Пайраш, Николай Евдокимов, Мĕтри Ваçлейĕ тата Фирс Григорьев сиплевçĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçăн паттăрĕсем çинчен хайланă "Куçма Пайраш", "Выживший в концлагерях", "Мĕтри Ваçлейĕ" тата "Инкеклĕ телей" кĕнекисене алă пусса парнелерĕ.

– Пирĕн районтан мирлĕ пурнăçшăн вунă пин ытла салтак çапăçнă, вĕсенчен çурри ытла тăван ялĕсене таврăнайман. Çапăçусенче пуçĕсене хунă ентешсем ĕмĕр асран тухмĕç, аттесемпе аннесен, асаттесемпе асаннесен, мăн асаттесемпе мăн асаннесен пархатарлă ĕçĕсен илемĕпе мăнаçлăхĕ нихăçан та иксĕлмĕç. Вăрçă ветеранĕсене яланах хисеплесе асра тытасси пирĕн таса тивĕç, – терĕ Валентина Алантьева.

Митинга пухăннисене малалла Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов саламларĕ. Аслă вăрçă вăхăтĕнче Вăтапуç ял тăрăхне кĕрекен виçĕ ялтан 303 çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен 202-шĕ çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă, ыттисем тĕрлĕ сурансемпе таврăннă. Вĕсене сума суса пухăннисем пĕр минут шăп тăчĕç, обелиск умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Уява пухăннисене ял тăрăхĕнчи ветерансен Канашĕн председателĕ Нина Шемякина тата ытти уяв хăнисем ăшшăн саламларĕç.

"Шăнкăрав" ача-пăча садикне çÿрекенсем тата Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекен çамрăк артистсем вăрçă вăхăтĕнчи юрă-ташăсенчен хатĕрленĕ "Вспомним тех, кто легендой овеян" литературăпа ташă-кĕвĕ композицийĕпе савăнтарчĕç.

Раççейĕн пулас хуралçисен парачĕ те пулчĕ. Парада ялти вăтам шкулта шкул ачисене ОБЖ предметне вĕрентекен Владимир Андрианов аслă лейтенант йĕркелесе пычĕ. Хисеплĕ хуралта, уяв программинче шкулта лайăх вĕренекен Евгений Морозов, Александр Яшков, Светлана Лукина, Анастасия Николаева, Юрий Шилов, Владимир Владимиров, Евгений Трофимов, Игорь Киселев, Анастасия Григорьева, Елена Павлова, Иван Яшков, Андрей Михайлов, Гриша Григорьев, Дима Иванов, Алена Малова, Светлана Тимофеева, Светлана Николаева, Алексей Тумашкин, Ирина Владимирова уйрăмах палăрчĕç.

Вăрçă ветеранĕсем хăнасемпе пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç, унтан шкул столовăйĕнче салтак пăттине тутанчĕç. Куçĕсене шывлантарса вут-çулăмри çамрăклăха аса илчĕç вĕсем.

– Çĕр чăмăрĕ çинче нихăçан та хăрушă вăрçă ан пултăр. Пирĕн мăнуксен, вĕсен ачисен эпир тÿснĕ хĕн-асапа нихăшĕн те курмалла ан пултăр! – тесе сивлерĕç вăрçă кунĕсене.

Ю. НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика