АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭПИР "НАРСПИ" ВУЛАСА ŸСНĔ

14 мая 2010 г.

"Нарспи", "Тăхтаман", "Михетер", "Сетнер" ятсем пирĕн аса шкула çÿреме пуçличченех кĕрсе вырнаçнă. Каярах вара самай пысăк, тĕссĕрленсе кайнă сăрă хуплашкаллă, А.Миттов ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ (ун чухне пĕлмен-ха çакна) "Нарспи" кĕнекене шкул библиотекинчен миçе хутчен илсе вуламан-ши; Кĕнекери йĕркесем хăйсемех пĕрин хыççăн тепри асра юлаççĕ. Вĕсене çитĕннисем çеç мар, пĕчĕккисем те çăмăллăнах пăхмасăр вĕренме пултараççĕ, мĕншĕн тесен поэмăри сыпăксем шыв юххин вуланаççĕ. "Нарспири" нумай йĕрке чăваш литературинче цитата, халăх каларăшĕ, ваттисен сăмахĕ пек çирĕпленнĕ.

Пушкăртри Слакпуç чăвашĕ Константин Васильевич Иванов 16-17 çултах ĕмĕр вилми чаплă произведени çырма пултарни хытă тĕлĕнтерет. Ăс-тăн пуянлăхĕ, тавра курăм анлăшĕ, ÿнерçĕ чунĕ, пурнăçа сăнама, тишкерме пĕлни еплерех пысăк тата унăн. Ахальтен мар вăл ăста художник та пулнă. Унăн ятне Пĕтĕм тĕнчери "Юнеско" организаци те лайăх пĕлет. Поэт-классика пахалама сăмах та çитмест.

Вăтам шкултан вĕренсе тухнă чухне мана ылтăн сас паллисемпе çырнă "Константин Иванов" ятлă кĕнеке парнеленĕччĕ. Тĕрĕсрех, ытти кĕнекесем хушшинчен "мана çакна парăр-ха" тесе хамах ыйтса илнĕччĕ. Нумай усă куртăм унпа: студент чухне чăваш литературипе экзаменсене хатĕрленнĕ, курс ĕçĕсем çырнă, каярах шкулта уроксем ирттернĕ чухне те. Халĕ вара çав кĕнекене хамăн ачам тăтăшах уçса пăхса ларать. Пĕр енчен пăхсан унта пĕчĕк ачана интереслентермелли нимĕн те çук пек. Анчах вăл ăна çав тери юратать. Кĕнекене пытарса хурсан та: "Мана Иванова пар", – тесе юнтарать. "Ку – Нарспи, ку – Яковлев", – тет сăн ÿкерчĕксем çине кăтартса (хам темиçе хутчен ăнлантарнăран кăна тавçăрать). Кулăшла та, çапах кăмăла тивĕçтерет.

Константин Иванов çуралнăранпа майăн 15-мĕшĕнче 120 çул çитет. Пĕр ĕмĕр ытла пурăнать чаплă поэтăмăр халăх асĕнче. Унăн ячĕпе культура учрежденийĕсенче, вĕренÿ заведенийĕсенче мероприятисем анлă иртеççĕ. Библиотекăсенче çĕнĕрен пичетлесе кăларнă "Нарспи" кĕнекен презентацине, "çавра сĕтелсем", конференцисем йĕркелеççĕ.

Вĕрентÿ программи куллен улшăнса çĕнелет. Çапах та Константин Васильевич пек классиксем çав программăсенче яланах тĕп вырăнта пулмалла пек туйăнать ман шутпа.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика