12 мая 2010 г.
Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне хальхинче пуçлăхсене мар, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕнче профилактика учетĕнче тăракан ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, пекунсене пуçтарчĕç. Пухăва райадминистрацин ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Григорий Петров ертсе пычĕ.
Нумаййăн пуçтарăннă зала. Арçын ачасем хушшинче хĕрачасем те курăнчĕç. Пысăк йыш умĕнче арçын ачасем хăйсен шухăшне уçăмлăн палăртаймаççĕ те, апла пулин те преступлени тунă çĕрте вĕсем хăюллах пулнă-тăр. Телее темелле-и, кăçал ку тарана çитсе çул çитмен çамрăксем преступлени туни пулман. Куçăхтарас марччĕ кăна! Апла пулин те малтан тунă преступленисемпе 5 уголовнăй ĕç пуçарнă. Районти милицин çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ Любовь Антонова каланă тăрăх, ачасем ытларах укçа-тенкĕ, хаклă йышши япаласем, кĕсье телефонĕ вăрлаççĕ. Кăмăл çирĕпленсе çитмен çамрăксенчен чылайăшĕ çитĕннисем хĕтĕртнипе преступлени çулĕ çине тăраççĕ. "Çавăнпа та сире аслисем усал ĕç тума илĕртеççĕ пулсан вĕсемпе пĕрле ан кайăр. Виçĕ хут уйламалла, пĕр хут суйламалла. Эсир тунă пĕр усал ĕç пин хут лайăх тунине çухатать. Çын шухăшне ăса иличчен хăвăрăн пуçа ытларах шухăшлаттармалла. Хăвăра çитĕннĕ çын евĕр тытатăр-ха эсир, анчах хăтланăвăр ачалла", – терĕ Любовь Ивановна.
Пухура райадминистраци çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин специалисчĕ Вероника Ковшова, районăн тĕп больницин педиатрĕ Елена Матросова, Канаш хулипе районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕн çумĕ Людмила Любова, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Михайлова, вĕрентÿ управленийĕн педагог-психологĕ Вера Кузьмина тухса калаçрĕç. Кашниех ачасене пурнăçра тÿрĕ çултан пăрăнса каймасăр ырри патне ăнтăлма сунса каларĕ.
Елена Георгиевна тухтăр палăртнă тăрăх, районта пурăнакан çул çитмен 24 çамрăка тĕп больницăн наркологи пÿлĕмĕнче учета илнĕ. Эрех туслашакан ачасен йышĕ çулран çул ÿссе пыни, паллах, пурне те пăшăрхантаракан пулăм. Тепĕр чухне районăн тĕп больницине эрех ĕçсе наркăмăшланнă çамрăксене те илсе килеççĕ. Кун пекки кăçал пулман. Сăра ĕçсе çул çитменнисем алкоголе уйрăмах хăвăрт хăнăхаççĕ. Вĕсен кашни кун сăра ĕçес килекен пулать. Сăра хыççăн вара эрех патне алă туртăнать.
– Ачасем пурнăçри хăнăхусене ытларах чухне ашшĕ-амăшĕнчен илеççĕ (вăл çапла пулмалла та), анчах аслисен усаллине мар, ытларах ыррине вĕрентме тăрăшмалла. Районти милицире, тĕп больницăра учета илнĕ йĕркесĕр çемьесенчи ашшĕ-амăшĕсем ниçта та ĕçлемеççĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани парассине алă сулнă. Вĕсен тĕп тĕллевĕ: ăçтан та пулин эрех тупса ĕçесси. Çакна кура вĕсен ачисем те аслисен çулне суйлаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ пекех ниçта та ĕçлемесĕр пурнăç пулать тесе шутлаççĕ. Сăлтавсăрах уроксене çÿремеççĕ. Пирус туртма пуçлаççĕ. Ачалла пирус тыткăнне лекни çамрăк организма пушшех те вăйлă амантать, темиçе пин тĕрлĕ наркăмăш кашни органах сиенлетет, тăтăш ÿсĕрттерет. Çамрăклах пирус туртма пуçланисем ир ватăлаççĕ.
Ачасен тăраниччен апат çимелле, рационта юр-вар ытларах пулсан тата аванрах. Выçă çÿрекен ачан пуç мимийĕ те аталанаймасть. Унсăр пуçне ачан вăхăта усăллă ирттермелли ĕç пулмалла. Çавăн чухне вара унăн преступлени тума вăхăт юлмасть, – терĕ Елена Георгиевна.
– Йĕркеллĕ çемьере ачана канма та вăхăт çук, пĕр ĕç хыççăн тепри тупăнсах пырать, – терĕ райадминистрацин АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ Валерий Никоноров "Ачасене çуллахи вăхăтра ĕçпе тивĕçтересси" ыйтăва хускатсан. Валерий Геннадьевичăн ытти сăмахĕсем ачалăхри вăхăтсене пĕтĕмпех çĕнĕрен куç умне кăларчĕç. Çуллахи каникул пуçланнă-пуçланман колхоз уйĕнче 20-50 йăран выльăх кăшманĕ çумланă. Вĕсен тăршшĕ 500-800 метртан кая пулман. Унсăр пуçне шкул ачисене кашнине уйрăм ана çинче 4-шар йăран уйăрса паратчĕç. Ăна та хăшĕн ани тасарах, камăн чĕкĕнтĕрĕ шултрарах пулать тесе çумланă. Хĕвел питтинче миçе хутчен пиçсе кайман-ши тата; Хăмла таккама çÿренĕ. Унта ĕçлесси чĕкĕнтĕр çумлассинчен те йывăрччĕ. Ни малалла пăхсан вĕçĕ курăнмастчĕ, каялла çаврăнса пăхсан анне: "Каялла мар, малалла пăхса ĕçлемелле", – тесе хăтăрса илетчĕ. Утă пуçтарма тухсан ачасем колхозниксенчен уйрăлаттăмăр та вĕсенчен нумайрах машина тиесе ярассишĕн тупăшса ĕçлеттĕмĕр. Йĕтем çинче тата кам тырă миххине туллирех туса йăтать тесе тавлашнă. Кăнтăрлахи, каçхи сменăсене юлса ĕçленĕ. Сурăх ферминчен 1,5 м хулăнăш тислĕк кăларнă чухне витесенче аммиак шăрши тăратчĕ. Аннесемпе юнашар тăрса пĕр шарламасăр ĕçленĕ. Купăста лартнă, кăпкалатнă çĕртен юлман. Ирлĕ-каçлă ачасем витресемпе Вăрăмран шыв йăтса шăвараттăмăр. Арçын ачасем пуç тăрăх витрепе шыв яратчĕç. Ывăннине те туйман. Йывăр ĕçленĕ, курпун та тухман, чирлесе больницăна та кайса курман. Мĕнле интереслĕччĕ. Çав вăхăтсене паян та аса илме кăмăллă та, кулăшла та. Йывăр ĕçленипе ача çуратаймаççĕ тени тĕрĕсех-ши тата; Ĕлĕкхи çынсем çăмăл пурнăçпа пурăннă-им; Ачисене ытлашши ачашлакан, йывăр тесе вĕсене ĕçрен пăракан, ку ĕç арçыннăн, ку хĕрарăмăн тесе пайланине тÿсме пултараймастăп. Çавăнпа та ялта ача валли те, çитĕннисемшĕн те ĕç "мăй таранах".
И.ВЛАДИМИРОВА.