АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АВАЛХИ РУÇРИ СУЙЛАВ

12 мая 2010 г.

Суйлав – влаçра тăракансене палăртмалли авалхи меслет. Унпа Авалхи Руç тапхăрĕнчех анлă усă курнă. Суйлав авалхи вырăс хулисенче аслă влаç шутланнă Халăх пухăвĕнче – ирĕклĕ община арçыннисен пухăвĕнче – иртнĕ.

Халăх пухăвĕ патшалăх пулса кайичченхи тапхăртах пулнă. Киев Руçĕ çуралсан та сыхланса юлнă вăл. Кунсăр пуçне XI-XII ĕмĕрсенче Халăх пухăвĕ влаçăн аслă органĕ шутланнă. Киев, Новгород, Псков, Владимир, Суздаль, Чернигов, Смоленск, Чулхула тата ытти хуласенче халăх пухăвĕсем иртни çинчен çырни историре упранса юлнă. Çакăн евĕр пухусем тĕрлĕ шайлисем пулнă: урамрисем (пĕр урамра пурăнаканнисен), вĕçĕнчисем (вырăсла кончанский, хальхи пек каласан район), земствăсенчисем (тĕп хулана "пĕчĕк" хуласен тата таврари ялсен представителĕсем килсен).

Халăх пухăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă, çав шутра – должноçри çынсене суйлассине те. Сăмахран, тысяцкине (земство ополченийĕн пуçлăхне тата хула судйине), сотски тата десятски старостăсене. Суйлавсем тÿрĕ те уçă иртнĕ. Унта хутшăнакансенчен кашниех "кăшкăрса" кандидат ятне пĕлтерме пултарнă. Енчен те должноçшăн кĕрешекенсем пĕр пек сасă пухсан çĕнтерÿçĕне шăпа ярса палăртнă. Новгород, Псков хулисенче те, княç пуç пулса тăрасси XI ĕмĕрте иккĕленÿллĕ пулнă пулин те, суйлав органĕсем хăйсене "ĕçри княçсем" ("княжеские мужья") енчен хĕсĕрленине туйнине кура княç хулисен администрацийĕсем лартакан влаç вăйлăрах пулнă. Çавăнпа та пулĕ 1221 çулта Владимир княçĕ Юрий Всеволодович никĕсленĕ Чулхулара халăх пухăвĕ çинчен 1305 çулхи летопиçре аякран çыхăннă сăлтавпа çеç асăнса хăварнă. Ĕнентерекен ытти фактсем çуккипе пуху Чулхулара (çавăн пекех аслă княçсен ытти хулисенче те) тивĕçлĕ вырăн йышăнман.

Мускав Руçĕн тапхăрĕнче Халăх пухăвĕ кулленхи пурнăçран тухса ÿкнĕ. Вăл вăхăтра община членĕсен пухăвне пĕтĕм йыш пухăвĕ (мирской сход) тенĕ. Хаяр Иван патшара ларнă чухне пĕтĕм йыш тытăмлăхĕ официаллă статус пулса тăнă. 1550 çулсенче пур çĕрте те земство старостисем кăмăлланă пуçлăхсем (излюбленные головы )ертсе пыракан земство çурчĕсем уçăлаççĕ. Вĕсене сотскисем, пятидесятскисем тата земство целовальникĕсем пăхăннă. Хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пыма шантарса вĕсем хĕресе чуп тунă. Çак должноçсене пурне те суйласа лартнă. Чулхулан чи паллă земство старости Козьма Минин пулнă. Çак поста ăна 1611 çулта сасăласа лартнă.

XYI-XYII ĕмĕрсенче патшалăхăн аялти должноçĕсене те суйланă. Вăрă-хурахсемпе вырăнта службăра тăраканран лартнă тута старости (губная староста) ертсе пыракан тута çурчĕсем кĕрешнĕ. Старостăна хресченсен целовальникĕсем пулăшса пынă. Куçа курăнман налуксене тата пошлинăсене пуçтарма шанчăклă пуçлăхсене (сăмахран, хупах хуçисене е таможньăсене) шаннă. Вĕсене пĕтĕм йышпа (общинăпа) посад халăхĕ суйланă. Çак должноçа суйласси право мар, патшалăх умĕнчи тивĕç вырăнĕнче пулнă. Енчен те целовальниксемпе пĕрле шаннă пуçлăх кирлĕ чухлĕ налук пухаймасан, çитмен укçана хăйĕн кĕсйинчен кăларса пама тивнĕ. Енчен те укçи çитмесен çакна ăна суйлакансен тÿлемелле пулнă.

Земствăн суйласа лартнă çыннисем вырăнти ĕçсене татса панисĕр пуçне патшалăх пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă çĕре те хутшăннă. 1549 çултан пуçласа вырăс патшисем земство пухăвĕсене йыхăрма пуçланă. Вĕсенче, тĕпрен илсен, çĕнĕ саккунсене, тулашри политика ыйтăвĕсене, престол пуянлăхне сÿтсе явнă. Малтан земство çыннисем пулма должноçри çынсене кăна (пуçлăхсене, старостăсене, сотскисене) суйланă. 1610 çултан Земство пухăвĕсене уйрăмах палăрнă представительсене суйлама тытăннă. Суйласси уйрăмах пĕтĕм çĕр канашĕн (совет всея земли) ĕçĕнче уççăн палăрнă. Канашлăва тĕрлĕ чинри çынсене чĕннĕ, вĕсем хушшинче хресченсем те, вак халăх представителĕсем те пулнă.

XYII ĕмĕрте суйлавсене çар пуçлăхĕ тата хула е округ пуçĕ вайпут (воевода) йĕркелесе тăнă. Тĕп учрежденинчен хут – сăмахран, староста суйлама приказ илсен, вăл суйлав кунне палăртнă тата суйлавçăсене пĕлтернĕ. Вырăнти приказ çурчĕн дьякĕ, ăна пăхăнса тăраканскер, суйлав ĕçĕсене йĕркеленĕ. Çав ĕçсене суйлав пĕтĕмлетĕвне кĕскен пĕлтересси, алă пусса суйлава килнисен списокне хатĕрлесси кĕнĕ.

Пĕрремĕш Петĕр вăхăтĕнче Земство пухăвĕсене чĕнме пăрахнă. Ертсе пымалли ĕçсене суйласа лартма пăрахнă, хушу кăларнă та ĕçе пуçăнма приказ панă. Аслă Кĕтерне тапхăрĕнче çеç каллех суйлавсем патне таврăннă. 1766 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче императрица Саккунсем хатĕрлемелли комисси (1649 çулта ĕçе пикеннĕ Пуху вырăнне) туса хума Манифест кăларнă. Комиссире дворянинсенчен, хула çыннисенчен, хресченсенчен, казаксенчен, вак халăхсенчен (сăмахран, черемиссенчен, тутарсенчен, чăвашсенчен тата ытти те) суйланă депутатсен пулмалла.

Кашни уесăн дворянинĕсем пĕрлехи съездра (вĕсем 1767 çулта иртнĕ) хăйсен çул пуçне суйланă, кайран вăл ертсе пынипе баллотировка пулăшăвĕпе депутатсене палăртнă. Куратпăр ĕнтĕ, суйлав ирттерессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулнă. Пĕрремĕшĕнчен, суйлав процесне туса пынă ятарлă должноçри специалистсем. Иккĕмĕшĕнчен, суйлав йĕркелĕвне çĕнетнĕ. Вăрттăн сасăлав. Суйлавçăсем хут татăкĕ çине хăйсене килĕшекен кандидатăн ятне çырса хунă. Хăйсен ятне çырнисем суйланма ирĕк çĕнсе илнĕ. Баллотировка "ball" – "шар" сăмахран тымарланнă. Çакă вара кашни суйлавçă хура (хирĕç сасăлама) тата шурă (майлă сасăлама) шарсем илнине пĕлтернĕ. Вĕсенчен пĕрне ятарлă ещĕке (хальхи вăхăтри сасăлав урнин сăнарĕ) яма пултарнă. Кайран ещĕке уçнă та тĕслĕ шарсене уйрăммăн шутланă. Малалла тепĕр кандидат суйланма пултарнă. Çĕнтерекенни – чи нумай шурă шар пухаканни. Çакăн евĕр схемăпах суйлавсем хуласенче иртнĕ. Малтанах суйлавçăсем ( хулари çуртсен хуçисем) хула пуçлăхне кама суйлассине палăртнă. Ун хыççăн вăл суйлав пухăвĕн председателĕ пулса тăнă, вăл сăнаса тăнипе депутат суйламалли йĕркене ирттернĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика