АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔРТĂВАН ЗАХАРОВСЕН УРАМĔ

12 мая 2010 г.

Çĕнĕ Шелттем ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене чысласа чаплă палăк лартнă. Унта 112 паттăрăн хушамачĕсене касса çырнă. Вĕсем хушшинче пĕртăван Захаровсен ячĕсене те тупса вулама пулатчĕ, пĕтĕмпе – пиллĕк: Алексей, Семен, Кирилл, Григорий, Василий. Фронта çак çемьерен çичĕ ывăл тухса кайнă, Иванпа Дмитрий киле Çĕнтерÿпе таврăннă. Халĕ вĕсем те пирĕн хушăра çук, çĕре кĕнĕ.

Çак паттăрсем пурăннă урам халĕ пĕртăван Захаровсен ячĕпе хисепленсе тăрать. Вĕсем çуралса ÿснĕ çурт çине воинсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ çинчен аса илтерекен пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр тата асăну хăми çирĕплетнĕ.

Çĕнĕ Шелттемре пурăнакансем хăйсен ентешĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланаççĕ, вĕсене яланах асра тытаççĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче Захаровсен çурчĕ патне каяççĕ, самантлăха хурланса шăп тăраççĕ. Ветерансем ĕçчен те туслă пĕртăвансене тепĕр хут аса илетчĕç. Шел, вĕсем те ялта виççĕн анчах юлчĕç.

Çичĕ салтак-фронтовик амăшĕ – Елена Николаевна Еремеева – кÿршĕллĕ вырнаçнă Яманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Патша влаçĕ вăхăтĕнчи йывăрлăха ытлашшипех тÿссе ирттернĕ хĕрупраç. Çĕр ĕçченĕн ачи çăкăр хакне те пĕчĕкренех лайăх туйса ÿснĕ. Хуçалăхри пур ĕçе те пурнăçлама пултарнă вăл, пир тĕртнĕ, çип арланă, тырă вырнă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă... Елена хĕр шутне кĕрсен ăна Çĕнĕ Шелттем каччи Захар куç хывнă. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштернĕ, ялта часах туй кĕрленĕ.

Захаровсем пуян пулман, апла пулин те пĕр пĕринпе яланах килĕштерсе пурăннă. 1905 çулта Елена хăйĕн мăшăрне пĕрремĕш ывăл – Алексее – парнеленĕ. Тепĕр виçĕ çултан Семен çуралнă, Кирилл – 1910 çулта. Григорий 1912 çулта çут тĕнчене килнĕ, Иван – пĕрремĕш тĕнче вăрçи тухнă çул. Тепĕр ывăлĕ Дмитрий 1918 çулта çуралнă. Ачисем, юмахри пек каласан, кунпа мар, сехетпе ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Аслă пиччĕшĕсем кĕçех хăйсем те пулăшма тытăннă, нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман вĕсем.

1920 çулта Елена Николаевна хĕрача çуратнă, ăна Агния ят хунă. Тепĕр икĕ çултан кĕçĕн шăллĕ Василий çемьене килнĕ. Захаровсен çемйинче çичĕ паттăр йĕкĕт тата пĕр хитре пике çитĕннĕ.

Нумай ачаллă çемьене тăрантарма тата тумлантарма йывăр пулнă. Ашшĕ аслă ывăлĕсемпе пĕрле Сиккассинчи пуян арман хуçи Микулкка патĕнче тарçăра ĕçленĕ. Захаровсем, хальхи пекех, укçа тăвас тесе аякри хуласене те ĕçлеме çÿренĕ. Кил хуçи арăмне пĕччен пĕчĕк ачасемпе çăмăл пулман.

Ялта колхоз йĕркеленсен Захаровсен çемйине çăмăллăх килнĕ, вĕсем унта хаваспах çырăннă. Ĕçе çемйипех çÿренĕ, тăрăшса, хавхаланса ĕçленĕ.

– Эпĕ ун чухне пĕчĕк пулнă, – аса илетчĕ Агния Захаровна, (халĕ вăл пирĕнпе çук), – анчах та çав вăхăтсене лайăх астăватăп. Хаваслăрах, тулăхрах пурăнма тытăнтăмăр. Çемьере лару-тăру лайăхланчĕ. Анне хĕрарăм ĕçĕсене пĕччен ĕлкĕрсе пыраймастчĕ, ăна аслă пиччесем Кирилпа Григорий уйрăмах пулăшатчĕç. Вĕсем çăм арлама, чăлха-алса çыхма пĕлетчĕç. Мана валли теттесем ăсталаса паратчĕç, хăйсемпе пĕрле вăйă-улаха илсе тухатчĕç. Пиччесем манăн асăмра вăйлă, илемлĕ тата çамрăк юлнă.

Захар Еремеев пур ĕçе те ăста пулнă. Платник ĕçне вара уйрăмах юратнă. Ялта унăн аллинче пуртă выляса тăнине, вăл кирек мĕнле сĕтел-пукан туса хатĕрлеме пултарнине, платниксен бригадине ертсе пынине халĕ те лайăх астăваççĕ. Ывăлĕсемпе пĕрле вăл ялта чаплă клуб, гараж хăпартнă. Çĕнĕ Шелттемре сайра çурта пĕртăван Захаровсемсĕр çĕкленĕ.

Ывăлсем ÿссе тĕрекленсе пынă, пĕрин хыççăн тепри хăйсен йăвине çавăрнă. Асли, Алексей, "Красная Звезда" колхозра бригадир пулса ĕçленĕ, ял çыннисен ĕçне пĕлсе йĕркелесе пынă. Унăн çемйинче виçĕ ывăл: Коля, Егор тата Гена çитĕннĕ. Кирилл тимĕрçĕ ĕçĕн ăсти пулнипе палăрса тăнă. Семенпа Григорий пултаруллă строительсем пулнă. Захаровсем çавăн пекех культурăпа массăллă мероприятисене те хастар хутшăннă. Ялта вĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче шутланнă.

Пурнăç кунран-кун лайăхланса пынă. "Красная звезда" колхоз ура çинче çирĕп тăнă. Ун пек чаплă колхоз тата хамăр районти Яманкасси ялĕнче пулнă, вăл Доронин ячĕпе хисепленнĕ. Ялсенче автомашинăсем, велосипедсем курăнма пуçланă, радио калаçма тытăннă.

Анчах та Хĕвел анăçĕнче хура пĕлĕтсем капланма пуçланă, фашизм вăй илсе пынă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Гитлер çарĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ. Этемлĕх историйĕнчи чи хăрушă вăрçă пуçланнă.

Елена Николаевна çав вăхăтра Сиккассинчи больницăра сипленнĕ. Ĕçре йывăр аманнăран унăн урисене шалкăм çапнă пулнă. Çакăн хыççăн вăл урисем çине урăх нихăçан та тăрайман.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенче фронта пĕртăвансенчен пуçласа Алексей тухса кайнă. Ăна пĕтĕм ял-йыш ăсатнă. Ывăлĕ больницăна амăшĕпе сывпуллашма кĕнĕ. Елена Николаевна чĕри ывăлне урăх кураймасса сиснĕ тейĕн, вăл хурланса йĕрсе янă. Алексей ăна лăплантарма тăрăшнă: "Ан макăр, аннеçĕм, фашистсене часах çапса аркатăпăр та киле таврăнăпăр". Унăн хăйĕн те куçĕсем шывланнă...

Ытти ывăлĕсем: Семен, Кирилл, Григорий, Иван тата Дмитрий пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайнă. Вĕсем пурте больницăра амăшĕпе сывпуллашнă. Чи кĕçĕннин, Василин те, çурăм хыçне салтак кутамккине çакма черет çитнĕ. Вăл Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, Йĕпреç районĕнче учитель пулса ĕçленĕ. Василий больницăна пырсан амăшĕ ассăн кăна сывласа илнĕ: "Эсĕ те-и, Ваççа..." Макăрма унăн урăх куççулĕ юлман.

Пирĕн Тăван çĕршывăн чысĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕлесе хăварма çичĕ пĕртăван тухса кайнă. Вĕсем пурте тăшмана çапса аркатса киле Çĕнтерÿ çулĕпе таврăнма ĕмĕтленнĕ. Пĕртăвансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тăватă çул тăсăласса, вăрçă хирĕнче пиллĕкĕшĕ выртса юласса шутлама та пултарайман.

Захаровсен çурчĕ пушанса юлнă. Çичĕ салтак ашшĕ З.Еремеев тарăн шухăшлă тата салхуллă çÿренĕ. Фронтран питĕ йывăр хыпарсем килсе тăнă. Нимĕç фашисчĕсем Мускав, Атăл, Кавказ патнелле талпăннă. Çĕнĕ Шелттем ялне те салтаксем вилни çинчен хутсем килме тытăннă, вĕсене халăхра "хура хутсем" тенĕ.

Пĕртăван Захаровсем тăшмана хирĕç тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă. Кирек ăçта пулсан та ывăлĕсем амăшĕ çинчен манса кайман, унăн чĕринче шанчăк çуратса çепĕç те ырă сăмахсемпе çырусем çырнă. Василий лейтенант çырăвĕпе паллашар-ха, ăна вăл командирсен курсĕнчен вĕренсе тухсан çырса янă: "Сывă-и, анне! Мĕнле пурăнатăн, сывлăху мĕнлерех; Маншăн ан пăшăрхан. Службăра ĕçсем аван пыраççĕ. Тăшмана пурпĕр çĕнтеретпĕрех. Анне, эсĕ пирĕншĕн ан кулян, эпир пурте киле çĕнтерÿпе таврăнăпăр!"

Фронтран килекен хыпарсен хисепĕ ÿссех пынă. Агния Захаровна каланă тăрăх, пиччĕшĕсемпе шăллĕн çырăвĕсенче пуринче те çĕнтерессе шанни, амăшĕпе ашшĕне, çемьене, Тăван çĕршыва юратни палăрнă.

Чи малтан кĕçĕнни, Василий, вилни çинчен хут килнĕ. Вăл 1941 çулта паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Тепĕр çулхине Кирилл Мускава хÿтĕленĕ çĕрте пуçне хунă.

Семен вăрçăччен Сталинградри трактор заводне çĕкленĕ çĕрте ĕçленĕ. Шăпа ăна вăрçă вăхăтĕнче каллех çав хула çывăхне илсе çитернĕ. Атăл çывăхĕнчи хаяр çапăçусенче пирĕн ентеш йывăр аманнă. Сипленсессĕн каллех малти линие васканă. 1943 çул пуçламăшĕнче Сталинградшăн пынă пĕр çапăçура вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Григорий 1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ростов облаçĕнчи Тарасово районне кĕрекен Колодези хуторĕ çывăхĕнче пуçне хунă. Ăна Липовка ялĕ çумĕнчи тăванла масарта пытарнă. Инçетри çамрăк йĕрлевçĕсем паттăрсен йăмăкĕпе Агния Захаровнăпа çыхăну тытнă. Вĕсем вилнĕ воинсен вилтăприйĕсене лайăх пăхса тăни çинчен çырса пĕлтернĕ.

Фронт çулĕсемпе ытларах асли, Алексей, утса-шуса тухнă. Вăл виçĕ хутчен аманнă пулнă. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Югославире ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Пилĕк ывăлĕ вилнине амăшĕн чĕри епле тÿссе ирттернĕ-ши; Анчах та Елена Николаевна пĕтĕм вăйне пухса тÿснĕ, мăнукĕсемпе йăпаннă. Вĕсене ачашласа çапла каланă: "Тăлăхскерсем! Мĕнле ура çине тăратмалла-ши сире", – унтан çиллессĕн хушса хунă: "Ах, ку киревсĕр вăрçă! Мĕн туса хутăн эсĕ!"

Вăрçă вĕçленнĕ. Çĕн-терÿçĕ салтаксем килĕсене таврăнма тытăннă. Еремеевсен икĕ ывăлĕ Иванпа Дмитрий çеç каялла çаврăнса килнĕ. Дмитрий Япони самурайĕсене хирĕç çапăçнă, ăна "Хăюллăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Д.Захаров нумай çул хушши "За коммунизм" совхозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. 1984 çулта вăл çĕре кĕнĕ.

Иван Захаров фронта 1942 çулхи çу уйăхĕнче тухса кайнă. Вăл Ленинград çывăхĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă, хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна II тата III степеньлĕ Мухтав орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. Пĕр хаяр çапăçура вăл йывăр аманнă пулнă, госпитальте унăн сулахай аллине татнă. Килне вăл 1943 çулхи юпа уйăхĕнче таврăннă. Счетовод, кладовщик пулса ĕçленĕ. Иван Захарович арăмĕпе Ксения Павловнăпа вунпĕр ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Хăюллă воинсен ашшĕ, Захар Еремеевич, 1947 çулта, амăшĕ, Елена Николаевна, 1956 çулта çĕре кĕнĕ.

Урисем утман пулин те салтак амăшĕ ĕçсĕр пĕр самант та ларман, çыхнă, çĕленĕ, мăнукĕсене пăхнă. Почтальон виç кĕтеслĕ салтак çырăвĕсем илсе килсен унăн куçĕсем савăнăçпа тата мăнаçлăхпа тулнă. Кушăрханă аллисемпе вăл вĕсене ачашланă, хăйĕн ывăлĕсемпе калаçнă пек тутисемпе темĕн пăшăлтатнă. Хутла пĕлменскер ывăлĕсем патне хĕрне каласа çырусем çыртарнă. Çырусенче çапла чĕнсе каланисем час-часах тĕл пулнă: "Ывăлăм, тÿрĕ кăмăллă пул, тăшмана хăюллăн аркат, çĕр çинче унăн йĕрĕ те ан юлтăр".

Захаровсен йăхне малалла ачисемпе мăнукĕсем тăсаççĕ. Кирилл ывăлĕ, Кузьма, биологи наукисен докторĕ, профессор – Шупашкарта пурăнать. Алексей ывăлĕ, Николай, Алтайра тĕпленнĕ. Мăнукĕсенчен ытларахăшĕ хамăр республикăрах хăйсен вырăнĕсене тупнă, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче вăй хураççĕ. Вĕсем тата ачисем хăйсен çывăх тăванĕсене нихăçан та манмаççĕ, яланах асра тытаççĕ.

Сирĕн умăрта пĕртăван Захаровсен сăн ÿкерчĕкĕсем. Акă вĕсем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем (сулахайран сылтăмалла): Алексей, Семен, Кирилл, Григорий, Иван, Дмитрий, Василий. Çакăн пек паттăрлăх кăтартнă салтаксене пула эпир халĕ сирĕнпе мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнатпăр. Вĕсен паттăрлăхĕ – вилĕмсĕр.

Пирĕн çĕршывра çулăмлă хĕрĕхĕмĕш çулсене аса илтерекен вырăнсем: мемориалсем, палăксем... нумай. Çĕнĕ Шелттемсемшĕн çакă – пĕртăван Захаровсен урамĕ.

М.ЕРИЦОВ, тавра пĕлÿçĕ, педагогика ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика