АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИН ПАТНЕ ÇИТМЕЛЛЕ

12 мая 2010 г.

Май уйăхĕнчи анлă планерка эрне каялла иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов ертсе пычĕ. Кун йĕркинче ултă ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсем пурте вăраха ямасăр кĕске вăхăтра татса памаллискерсем.

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ çитнĕ май вăрçă участникĕсемпе вăрçăра пуç хунă салтаксен арăмĕсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă ыйту кулленхи тимлĕхре. Районта ку енĕпе çирĕплетнĕ ятарлă комисси çÿлерех асăннă категорири ветерансен килĕсене çитсе вĕсен пурнăç условийĕсене тишкернĕ. "Тепĕр хут кашнин патне çитсен япăх пулмĕччĕ", – терĕ ун чухне Владислав Васильевич. Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе пысăк тÿпе хывнă çынсене тимлĕх кирлĕ. Хваттер черетне паянхи куна 79 ветерана тăратнă. Чылайăшĕ çак ыйтăва татса парайманнипе ĕç-пуç вăраха кайса пырать: хваттере Канашра е Шупашкарта туянсан аванрах е тата подрядчикпа договор туса хăйсем пурăнакан вырăнтах 36 тăваткал метр лаптăк йышăнакан çурт тутарсан аванрах. Пĕр ветерана шăпах 36 тăв. метр тивĕçет.

Районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Валентина Михайлова ĕç сыхлавĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ĕç сыхлавĕ кирек мĕнле ĕç вырăнĕнче те пысăк тим-лĕхре пулмалла, мĕншĕн тесен çын сывлăхĕ, вăл мĕнле условисенче ĕçлени пĕл-терĕшлĕ. Районти психиатри больницинче, Киров ячĕллĕ тата "Цивиль" хуçалăхсенче, çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕсенче ку енĕпе документсене лайăх хатĕрленĕ.

Тавралăха тирпей-илем кÿресси çинчен кашни лару-канашлурах калаçаççĕ. Хальхинче те райадминистрацин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалист-эксперчĕ Валерий Чернов Канаш тăрăхĕнчи ял урамĕсенче, юхан шыв – çырма, çул хĕррисенче "çуралнă" çÿп-çап пăрахмалли вырăнсене ÿкерсе илнĕ сюжетсемпе паллаштарчĕ. Мĕнлерех чыссăрлăхра пурăнатпăр, тасамарлăх тĕлĕнчен куçа хупса иртетпĕр, çавăнтах утса çÿретпĕр, тирпейсĕрлĕхре пирĕн ачасем выляççĕ... Çилсĕр пĕр лăпкă кун каç кÿлĕм çемьепе юхан шыв хĕрринчи "свалкăна" тасатма тухрăмăр. Унта мĕн кăна çук-ши! Кÿршĕсем килти ăптăр-каптăра хальхи мотоблок текен тракторпах кайса тăкаççĕ. Пире нумай кирлĕ-ха та. Тасамарлăх та тарăхтарса çитернĕ тахçанах, кăшт тирпейлесен аванрах пек, чунра та канлĕрех. Анчах эпир ĕçленине чÿрече уçса пăхса выртни, паллах, тарăхтарчĕ. Пĕр сăмахпа, халăх кахала кайнă. Тен, çакăншăн вулакан çилленĕ те-и, урăх сăмах тупма çук. Пирĕн ялти пекки кашни ялтах. Мĕншĕн 15-20 çул каялла урамсем те, юхан шыв хĕррисем хальхи пек марччĕ; Халĕ çынсем пуян, хăтлă пурăнаççĕ, хăйсене мăн кăмăллăн тытма хăтланаççĕ, анчах тирпее ниепле те хăнăхаймаççĕ. Килти çÿпе тислĕк купи çине хума май пуртанах урама тухса пăрахни эпир чаплă пулнине çирĕплетеймест-ха.

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа Çурхи ыр кăмăллăх эрни иртнĕ. Çак тапхăрта районта чылай мероприяти ирттернĕ: уçă алăксен кунĕсене йĕркеленĕ, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене пулăшнă, асăну обелискĕсене юсаса йĕркене кĕртнĕ... Районăн тĕп архитекторĕ Сергей Николаев, районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Лия Арсентьева тухса калаçрĕç.

Планерка вĕçлениччен Владислав Васильевич вăрçă участникĕсене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ирĕк паракан свидетельствăсем пачĕ. Ветерансем республика, район ертÿçисене чĕререн тав турĕç.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика