АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАВАХ СИРЕ, ПИРЕ ПУРНĂÇ ПАРНЕЛЕНĔШĔН

12 мая 2010 г.

Районти халăха социаллă пулăшу паракан пай "Колос" кафере Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă ятпа пысăк мероприяти ирттерчĕ. Унта кашни ял тăрăхĕнчен икшер ветерана чĕннĕ: вăрçа хутшăннисене тата çĕнтерĕве тылра туптанисене.

Нумайăшĕ вĕсенчен йывăрланнă, çулĕсем хушăнсах пыраççĕ-çке-ха, хăшĕ-пĕрисемшĕн туя çывăх юлташ пулса тăнă. Сывлăхĕсем чаплах мар пулин те чунĕпе харсăр, çамрăк, сăнĕсем кăкăрĕсем çинчи орден-медаль пекех çиçеççĕ, тутисем çамрăк чухнехилле йăлтăр! туса илеççĕ. Çамрăк вăхăчĕ вара вĕсен çапăçу хирĕсенче, станук умĕнче, тырă пуссинче, йĕтем çинче, шартлама сивĕсенче окоп чавнă, вăрманта вутă хатĕрленĕ çĕрте иртнĕ. Фронта кайнă упăшки вырăнне сухапуç умне тăнă, трактор рычагĕ е комбайн штурвалĕ умне ларнă. Ачаллах йывăр ĕçсене кÿлĕннисем те пур, вĕсем аслисемпе тан Çĕнтерĕве çывăхлатас тесе хăйсене, сывлăхĕсене пĕртте шеллемен.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ.

– Çĕнтерÿ кунĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин салтакĕсене тата тыл ĕçченĕсене чунтан сума суни çеç мар, кăмăл-туйăм çирĕплехне, паттăрлăха, Тăван çĕршыва юратни те. Эсир пурнăçăра хĕрхенмесĕр хаяр тăшманпа çапăçни, колхозра ырми-канми ĕçлени пире паянхи пурнăçа парнелерĕ, эсир Тăван çĕршыва упраса хăварнă. Тайма пуç сире, хисеплĕ ветерансем. Пурсăра та çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, телей сунатăп, ачăрсенчен, мăнукăрсенчен савăнăç çеç курмалла пултăр, – терĕ вăл.

Владислав Васильевич çавăн пекех районта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе кĕскен паллаштарчĕ.

– 1941-1942 çулхи хĕл кунĕсенче термометр кăтартăвĕ 40-50 градуса çити анса ларнă. Шартлама сивве пăхмасăр пирĕн хĕрарăмсем Тăвай районĕнче окопсем чавнă. Вĕсем хушшинче пирĕн ентешсем те пулнă. Сакăр тыл ĕçченĕ кÿршĕ района "Тыл ĕçченĕсене" асăнса лартнă стелăна уçнă çĕре тухса кайрĕ. Пирĕн ку чухнехи паттăр, Раççей Федерацийĕн паттăрĕ, Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ Н. Гаврилов генерал-лейтенант Çĕнтерÿ ячĕпе каланă саламлă сăмахĕсене сирĕн пата çитерме ыйтрĕ. Вăл тăрăшнипе Шупашкарта Çĕнтерÿ парадĕнче виçĕ вертолет тÿпене çĕкленĕ, – вĕçлерĕ сăмахне райадминистраци пуçлăхĕ.

"Канашсем" ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кибеч тата унăн çумĕ Юрий Алексеев уяв ячĕпе саламлама ятарласа килнĕ. Хăйсен сăмахĕнче вĕсем ветерансене нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕç. Вăрçă ветеранĕсем А.Е. Смирнов, Е.В.Роштов, Д.В.Васильев, Иван Васильевичпа Анна Свиридовна Романовсем, Г.Г.Шакин çулăмлă çулсенче иртнĕ çамрăклăхне аса илчĕç. Вăтапуçĕнчи 98 çулти П.Н.Николаев ветеран ячĕпе ывăлĕ Анатолий калаçрĕ.

Çавăн пекех республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов подполковник, ĕç ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ М.Данилова, "Единая Россия" политика партийĕн районти ĕçтăвкомĕн ертÿçи А. Степанов вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем валли ăшă сăмахсем тупрĕç, йывăр вăхăтсене чăтса ирттернĕшĕн, чăтăмлăхшăн, паянхи куншăн пурнăçĕсене хĕрхенменшĕн пуç тайса тав турĕç.

Районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль хисеплĕ ватăсен чĕрисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика