АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇПА ТАН УТАТЬ ВЕТЕРАН

07 мая 2010 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа кĕçех 65 çул çитет. Çулсерен, кунсерен ветерансем сахалланса пыраççĕ. Пирĕн Çеçпĕл ял тăрăхĕнчен çак хаяр вăрçа 517 çын хутшăннă, 194-шĕ çеç каялла таврăннă. Паллах, никама та çăмăл пулман: çапăçу хирĕнчисене те, тылри ĕçченсене те. Вĕсем пурте çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă.

– Ик ура та икĕ алă

Ма пулман-ши тăватшар;

Салтак арăмне чăтмашкăн,

Çутçанталăк, тÿсĕм пар.

Сăмахăм малалла Çеçпĕл ялĕнче пурăнакан Мария Михайловна Михайлова çинчен. Вăл 1929 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Уйпуç Шĕкĕр ялĕнчи Михаил Гаврилович Гавриловпа Евдокия Алексеевна Алексеева çемйинче çуралнă. Марье аппа вăрçă тухнă куна лайăх астăвать.

– Çак кун эпĕ, 12 çула кайнă хĕрача, аннепе тата ытти ял çыннисемпе пĕрле вăрман хĕрринче хура тул çумлаттăм. Пирĕн пата колхоз председателĕ Сергей Яковлевич Яковлев тата район представителĕ пычĕç. Шăпах вĕсем пĕлтерчĕç ырă мар хыпара. Вара пурте шăкăрах ĕçлеме пăрахрĕç. Каярахпа арçынсене салтака илсе кайма пуçларĕç. Тепĕр уйăхран аттене илсе кайрĕç. Атте вăрçăччен колхозра аслă конюх пулса ĕçлетчĕ. Тăватă лаша пăхнă: пĕри ватă, виççĕшĕ çамрăк. Çав çамрăк лашасемпе пĕрлех илсе кайрĕç ăна. Лашисен ячĕсем халĕ те асрах: Майка, Скворец, Черемуха. Канаш вăрманĕнче пĕр эрне усрарĕç, кайран Ленинград хулине ăсатрĕç. 1942 çулхи март уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтерчĕç. Анне пире, тăватă ачана, пĕчченех пăхса ÿстерчĕ, – куççульне шăлса аса илет ветеран.

Çемьере асли пулнăран мĕнпур ĕç Марье аппа çине тиеннĕ. Сысна фермине амăшне пулăшма çÿренĕ. Хĕлле те тырă вырнă. Канаша вăкăр кÿлсе тырă турттарни те пулнă. Çапăçу хирĕнчи салтаксем валли алса-нуски çыхнă, çĕр улмипе сухари типĕтсе панă. Хăйсем вара крахмал çинĕ. Пир тĕртсе улача кĕпесем çĕленĕ, тĕрĕ тĕрленĕ, шăтăкла çыхнă, çăпата та хуçнă. Вăрçă чарăнсан та арçын ачасемпе тан плугарь пулса ĕçленĕ. Çитĕнсе çитсен ял каччипе Ванькапа 1948 çулта çемье çавăрнă. Уйрăлса тухса кил-çурт лартнă.

Марье аппан мăшăрĕ – вăрçă участникĕ. Вăрçăран таврăнсан бригадăра ĕçленĕ. Киря вăрманне турттарнă çĕрте нумай вăй хунă. Ванька пиччене хам та астăватăп, вăрçă суранĕсене пула 1987 çултах çĕре кĕчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. 1984 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан пĕрремĕш пенси укçи 55 тенкĕ илнине лайăх ас тăвать. Халĕ вăл 15 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 3 ачипе савăнмаллипех савăнать. Вĕсем час-часах тăван килне килсе çÿреççĕ. Нумаях пулмасть амăшĕн 80 çулхи юбилейне пуçтарăнчĕç. Çулĕсем пур пулин те маттур-ха ветеран. Ăна час-часах çум çумланине, утă пуçтарса кĕртнĕ çĕрте ĕçленине курма пулать, ĕçсĕр пурăнаймасть. Нумай çул "Кăвар чĕре" фольклор ушкăнне хастар хутшăннă. Ытти ялсене, районсене кайса туй кăтартнине аса илсе каласа пачĕ. Халĕ те Марье аппа халăх хушшине тухса çÿреме тăрăшать, хаçат-журнал вулама юратать, политикăпа интересленет, культура ĕçченĕсем хатĕрлесе ирттерекен мероприятисене хутшăнать. Эпир, ялти культура ĕçченĕсем, Марье аппа пек ĕçчен те чăтăмлă çынсем пурришĕн савăнатпăр. Ăна малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Г.Шадрова, Çеçпĕл ял библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика