АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЫТКĂНРА ПУЛНИ УРА ХУРСА ПЫНĂ

07 мая 2010 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Яков Степанович Цаплин Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнать. Вăл 1929 çулта Шаккăлти шкулта 6 класс пĕтернĕ, унтан пĕлĕвне Шăхасан шкулĕнче малалла ÿстернĕ. Улатăрти педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухсан Карăклă шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. 1933 çулти юпа уйăхĕнче ăна çара йыхравланă. Унтан вăл командир пулса таврăннă.

1936 çулта çар служби вĕçленсен Яков Степанович Сухайкасси шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Педагогсене хатĕрлекен институтран вĕренсе тухсан Тăвай районĕнчи Тĕмер шкулĕнче хими предметне ертсе пынă.

1941 çул. Çулла. Тăвай районĕнче пурăнакансем вăрçă пуçланни çинчен ярмăрккăра илтнĕ. Авăн уйăхĕ çитнĕ, вĕренÿ çулĕ пуçланнă. Яков Степанович шкулта завучпа уроксен расписанине туса ларнă, çав самантра почтальон ăна повестка парса хăварнă. Çав кунхинех Канашран Мускав еннелле салтаксемпе эшелон тухса кайнă.

Чăваш ачисене Кремль патĕнче пуçтарнă, анчах та вĕсем фронта каякан полка лекеймесĕр юлнă. Хула хĕрринчи çар комиссариатĕнче тепĕр полк пуçтарăннă. Халь-халь вăрçă хирне тухса каймалла. Командир вĕреннĕ çынсене стройран мала тухма ыйтнă. Вĕсене Рыбинск хулине çар училищине вĕренме янă. Ултă уйăх вĕреннĕ хыççăн Я.Цаплин миномет взвочĕн командирĕ пулса тăнă.

Шел пулин те, Яков Степанович виçĕ çапăçăва çеç хутшăнма пултарнă. Темиçе хутчен те вăл вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă, анчах та пĕр пуля-снаряд та пырса тивмен ăна.

Воронеж патĕнче хĕрÿ çапăçу пынă. Таса уйра ниçта пытанма та çук, вĕсем отделенипех бомба ÿкнĕ шăтăка кĕрсе выртнă. Тăшман çаплах пĕр чарăнми пенĕ. Çывăхра тепĕр бомба ÿкнĕ те пурне те çĕрпе хупласа хунă. Я.Цаплин çĕр айĕнчен чи малтан чаваланса тухнă та ыттисене пулăшма пуçланă. Анчах та юлташĕсем çав бомба шăтăкĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă.

516-мĕш стрелковăй полк тăшмана хĕвел анăç еннелле хăваланă вăхăтра пирĕннисене Румыни салтакĕсем тапăнаççĕ те тыткăна илеççĕ. Тыткăнри салтаксене вагонсем çине лартса Германие ăсатаççĕ.

Яков Степанович Нюрн-берг, Мюнхен хулисенчи концлагерьсенче пулнă. Вĕсем çак хуласене Америка тата Англи самолечĕсем бомба пăрахса аркатнă çуртсене юсанă. Пĕр чарăнми ĕçлемелле пулнă, кăштах тăхтасанах жандарм çитсе те тăнă.

1945 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Америка çарĕ 272-мĕш лагерьти çынсене тыткăнран хăтарнă. Тăван тăрăха ăсатиччен пурне те тĕрĕсленĕ, тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравлаттарнă. Кайран Мурманск хулине янă. Унта çынсене тепĕр хутчен тĕрĕсленĕ.

Хамăр çĕршывра паракан ыйтусем çине Германири пекех хуравланă çынсене килĕсене янă, ыттисене Çĕпĕре ăсатнă.

Яков Степанович киле таврăнсан авланнă, мăшăрĕпе Зинаида Прокопьевнăпа 4 ача çитĕнтернĕ. Хăйĕн пурнăçĕнчи чи пысăк телее çемйинче курать ветеран.

Вăрçă хыççăн районти тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ Я.Цаплин, анчах та тыткăнра пулни ĕçре питех те кансĕрленĕ. Çакăншăн ăна ĕçрен кăларса яни те пулнă. Çакăн хыççăн Яков Степанович пĕр çул хушши Çĕпĕре те кайса ĕçленĕ. Ялта ăна пĕрмаях сыхланă. Ун çинчен темĕнле сăмах та çÿренĕ. Çав сăмахсене илтме ачисене уйрăмах йывăр пулнă. Çĕршыва хÿтĕлеме кайса тыткăна хăй ирĕкĕпе лекмен-çке-ха вăл. Вăрçă вăхăтĕнче тивĕçнĕ наградăсене те Сталин вилсен çеç панă.

Мĕнле пулсан та салтак тÿснĕ. Ĕçре ачасене çирĕп пĕлÿ пама тăрăшнă. 1972 çултанпа Я.Цаплин тивĕçлĕ канура. Пенсие тухсан вăл ял, колхоз, шкул историйĕсене çырнă.

Яков Степанович вĕ-рентнĕ ачасем халĕ хăйсем те тивĕçлĕ канура. Вĕсем хăйсен вĕрентекенне ырăпа аса илеççĕ. Çут çанталăк урокĕсем уйрăмах интереслĕ пулнине палăртаççĕ. Сывлăш куçнине çурта çутса алăка уçса кăтартнине аса илеççĕ. Çав вăхăтри опытсене лайăх астăваççĕ ун чухнехи ачасем.

Хальхи вăхăтра 98 çулхи Я.Цаплин хĕрĕн çемйипе пурăнать. Ветеран хаçат вулама кăмăллать, çут çанталăкпа киленет.

С.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика