АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОМАНДĂСĂРАХ ПĂШАЛТАН ПЕНĔ, РАКЕТА ВĔÇТЕРНĔ

07 мая 2010 г.

Редакцие Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче ачасене информатикăпа коммуникаци технологине вĕрентекен В.Анатольев кĕрсе тухрĕ. Пушă алăпа килмен вăл. Хăйпе пĕрле Чулкăмака ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Оборона министерствин ятарлă чаçĕсенче службăра тăнă, полковника çити ÿснĕ А.Михайловăн аса илĕвне илсе килнĕ. Вячеслав Николаевич Воронеж хулинче пурăнакан ентешĕпе тахçантанпах çыхăну тытать. Андрей Михайлович тăван ял историйĕ, паллă çынсем, вăрçă çулĕсем çинчен алă вĕççĕн тăватă кĕнеке çырнă. Ветеранăн асаилĕвне пысăк интереспа вуласа тухрăм. Вĕсемпе сире те, хаклă вулаканăмăрсем, паллаштарас кăмăл пур.

А.Михайлов хресчен çем-йинче çуралнă. Ашшĕ, Михаил Васильевич, колхоза чи малтан кĕрекеннисенчен пĕри пулнă. Хăйпе пĕрле вăл лашине те илсе пынă. Конюхра ĕçленĕ, сысна фермин заведующийĕнче тăрăшнă. Темиçе хутчен те Мускаври Ял хуçалăх куравне хутшăнма тивĕç пулнă. Ывăлĕ, Андрей, Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухне çуллахи каникулта колхоз сыснисене кĕтнĕ, каярахпа хирте вăй хунă, çамрăка бригадăна ертсе пыма та шаннă. Николай ятлă пиччĕшĕпе вутă татнă, çурнă, километрта вырнаçнă çырмана шыв кÿме çÿренĕ. Вĕсене амăшĕ ырра вĕрентме тăрăшнă, сĕнÿсем, канашсем панă.

Шкулта ăс пухнă чухне Андрей пур çĕре те хутшăнма тăрăшнă. Драма кружокне çÿренĕ. Уйрăмах унăн асĕнче "Нарспи" спектакле мĕнле лартни нумайлăха юлнă. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, юлташĕсене йывăр темăсене ăнланма пулăшнă.

Вăрçă пуçланни çинчен Чулкăмака çыннисем тепĕр кунне тин пĕлнĕ. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра ялта радио пулман, хаçатсене ял Советĕнче кăна илсе тăнă. Фашистла Германи пирĕн çĕршыва тапăнни нумайăшĕшĕн вăй питти арçынсене васкавлăн Шăхасана çар комиссариатне чĕнме пуçланинчен палăрнă. Шкулта специалистсем ертсе пынипе арçын ачасене çар ĕçне, "Максим" стануклă пулемет пайĕсене, мĕнле пемеллине вĕрентме тытăннă. Уроксем хыççăн йывăçран ăсталанă винтовкăсем çакса вăрмана кайса тăшманпа "çапăçма" вĕрентнĕ, хĕлле окопсем, çулла тăшман самолечĕсем вĕçсе килес-тăвасран, бомбăсем тăкса хăварасран асăрханса Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче траншейăсем чавнă. Ун чухне фашистсенчен тем те кĕтме пулнă. 1941 çулхи кĕркунне тăшман самолечĕсем Шупашкар çине бомба пăрахса хăварни çинчен пĕлекенсем сахаллăн пулĕ. Канашра хăрушлăх килессе систерсе пăравус гудокĕсем час-час илтĕннĕ. Андрейăн пиччĕшĕ Николай пĕррехинче "Кипеч" разъезд çийĕн нимĕç самолечĕ вĕçсе иртнине асăрханă. Каярахпа вĕсем Хусан çывăхĕнче Атăл урлă хывнă кĕпере шырани çинчен сас-хура тухнă. Анчах та зенитчиксем тăшмана кĕпер патне яман, вут-çулăм тăкса хÿтерсе янă. Çавăнпа та пуль бомбăсене чикансен тапăрĕ çине тăкса хăварнă. Вилнисемпе аманнисем те пулнă теççĕ.

1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче çул çитмен çамрăксене 50 миллиметрлă минометсен пайĕсене вĕрентме пуçланă. Курссен вĕçĕнче вĕсене пĕрер хут пертернĕ те. Çапла вун ултă çулти йĕкĕтсем фронта кайма хатĕр пулнă.

1943 çулти чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче вун саккăра пуснă Андрей Михайлова районти çар комиссариатне пыма чĕнÿ хучĕ ярса панă. Тепĕр кунне хăй çулĕсенчи çамрăксемпе пĕрле вакун-теплушкăсем çине лартса Мускава ăсатнă. Муром станцийĕнче вĕсене пакунлă çар тумĕсем тăхăнтартнă. Çак çулхине çулла Сталин хушнипе пакунсем çакма тытăннă. Çамрăк çамрăках ĕнтĕ: çул тăршшĕпех вĕсем шÿтленĕ, кулнă, анекдотсем каланă. Вăт çапла яшсем пĕр кунтах ÿссе çитĕннĕ.

Фронт линине çитесси пĕр 30-35 çухрăм юлсан çĕрле пуйăс чарăннă. Малта чукун çула аркатнă иккен. Хăçан юсасси те паллă мар. Çавăнпа та çурран кайма тивнĕ. Командир приказĕпе строя тăнă та минометсемпе вĕсен плитисене йăтса малти позицисем еннелле утнă. Унта çитсен минăсем парасси çинчен пĕлтернĕ. Кунсăр пуçне кашнине алă пустарса карабин тата 30-шар патрон, икĕ граната, сапер кĕреçи, противогаз панă. Çул çинче ÿсĕрме, апчхулатма юраманнине хытарсах каланă, вĕсенчен мĕнле хăтăлмаллине ăнлантарнă. Çамрăк салтаксемшĕн çакă фронтри условисенчи пĕрремĕш урок пулса тăнă. Çĕрĕпех юр ашнă. Тумтир нÿрелнĕ, суха тунă лаша пек ывăннă. Канма чарăнсан юр çине выртнă выртманах çывăрса кайнă. Ирхине урапа тапа-тапа тăратнă вĕсене. Талăкран салтаксем юхан шыв хĕррине çитнĕ. Вăл Днепр пулнă иккен.

Ун чухне нимĕçсем пирĕн çарсем хĕснипе каялла чакнă. Фронтăн хăш-пĕр участокĕсенче фашистсен темиçе стрелокĕпе ик-виç пулеметчикĕ çеç тăнă. Пĕрремĕш хут çапăçăва кĕрекен салтаксем çавăн пек участока лекнĕ. Вăл Белорусси тата Украина чиккисем хушшинче выртнă. Наступленине каясси çинчен пĕр сехет маларах систернĕ. Кашни взводрах пĕчĕк митингсем ирттернĕ. Ирхине 6 сехетре километрта вырнаçнă йывăр артиллери пеме тытăннă. Снарядсем пирĕн позицисем çийĕн вĕçсе иртсе тăшман траншейисем патĕнче ухлатса çурăлнă. Кăштахран вут-хĕм сапма приказ панă. А.Михайловпа юлташĕсем миномечĕсене "ĕçлеттерсе" янă. Çирĕм минута яхăн персен салтаксене атакăна çĕкленĕ. "Тăван çĕршывшăн! Сталиншăн!" – кăшкăрнă командир. Таврара хăватлăн "урра!" янăраса кайнă. Нимĕçсем каялла чакма тытăннă. Чиркÿ умĕнче тăшман салтакĕ выртнă, çумĕнче – пулемет. Вăл чан çакнă вырăнтан персе тăнă. Аманнăскере пирĕннисем пулемечĕ качки аялалла ывăтнă. Атака тăшмана путлантарнипе вĕçленнĕ.

Çакăн пек çапăçусем тем чухлех пулнă. 1945 çул пуçламăшĕнче А.Михайлов пилĕкне тата çурăмне снаряд ванчăкĕ шăйăрса илнĕ. Вунă кун выртнă вăл медсанбатра. Сывалсан ăна хăйĕн подразделенине хăваласа çитме май килмен. Андрее Днепр урлă каçма понтонсенчен тунă кĕпере сыхлама хăварнă. Çапла вăл сывлăшран тапăннине хирĕç кĕрешекен оборона чаçĕн салтакĕ пулса тăнă. Кашни кун тенĕ пекех бомбежка айне лекнĕ. Уйăхран Мускав çывăхне куçарнă. Çула май йывăр аманнисене госпитальсене леçнĕ. Часах ăна сывлăш оборонин çар техникине тĕпчекен курсантсен ушкăнне янă. Çакăн хыççăн аэростатсен чаçне илнĕ. Çапла вăл пĕр уйăх Днепр çинче, тепĕр уйăх Мускав çывăхĕнче службăра тăрса çар пĕлĕвне ÿстернĕ тата фронтри условисенче тăшманпа кĕрешес енĕпе опыт пухнă.

– Днепр патĕнчен йывăр суранланнисене Мускав облаçне илсе килсен пире чи савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕç. Фашистла Германи парăннă иккен. Тĕрĕссипе каласан эпир майăн 8-мĕшĕнчех Çĕнтерÿ пуласса сиснĕччĕ. Çĕрĕпех куç хупмарăмăр. Ирхине тĕнчипе паллă диктор Левитан Германи капитуляци туни çинчен хăватлă сассипе пĕлтерчĕ. Пĕтĕм тĕнче ура çине сиксе тăчĕ тейĕн: таврара мăнаçлăн урра! янăраса тăчĕ, команда памасăрах сывлăшалла автоматсенчен шатăртаттараççĕ, тÿпенелле çутатакан ракетăсем вĕçтереççĕ, пĕр-пĕрне чуп тăваççĕ, ыталаççĕ. "Салют" тунă çĕре çар техникине хураллакан салтаксем те хутшăнчĕç, – аса илчĕ ветеран.

А.Михайлов вăрçăра çулталăк çурă пулнă.Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă вăл. Салтаксемпе, курсантсемпе калаçу ирттернĕ чухне унран час-часах вăл тăшманăн миçе салтакне вĕлерни çинчен ыйтнă. Акă мĕнле хурав панă вăл: "Пурте пăшалтан пенĕ эпир, фашистсем ÿкетчĕç, кăшкăратчĕç. Тен, ман пуля е юнашар чупакан салтакăн пульли вĕсен пурнăçне татнă. Тăшманпа куçа-куçăн ăнсăртран тĕл пулма мана Днепр çинче хăмăшсем хушшинче тиврĕ. Автоматран маларах персе яма ĕлкĕртĕм. Тĕрĕссипе çакăн çинчен эпĕ никама та каласа паман. Командирсемпе политработниксем çапла калама юрататчĕç: "Енчен те кашни салтак пĕр фашиста вĕлерсен çĕнтерÿ пирĕн пулатех". Опытлă офицерсем сĕннипе карабин валли 5 патрон, автомат валли вунă патрон саппасра хăвараттăмăрччĕ. Вĕсем атакăна кайма е ăнсăртран сиксе тухнă тăшмана тĕп тума кирлĕ пулатчĕç".

Вăрçă хыççăн Андрей Михайлович Оборона министерствин полигонĕнче атом хĕç-пăшалне тĕрĕслесе пăхнă çĕрте службăра тăнă. 1980 çулччен контрразведкăра пулнă. Пенси çулĕ çитсен Воронеж хулинчи режимлă предприятисенче, гарнизонăн çар чаçĕнче служащи пулса ĕçленĕ.

Андрей Михайлова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш тата иккĕмĕш степенĕсемлĕ, "Паттăрлăх" орденĕсемпе, "Хăюлăхшăн", "Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти медальсемпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăланă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика