07 мая 2010 г.
Ксения Матвеевна Матвеевăпа Нина Григорьевна Григорьева Уçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунта çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ, кун-çулне те çак ялтах ирттернĕ. Вĕсем иккĕшĕ те тыл ĕçченĕсем, çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăл вăхăтра ытти çынсемпе тан ырми-канми вăй хунă.
Ксения Матвеевна колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çул. Апла пулсан пĕтĕм пурнăç ĕçре иртнĕ. Нина Григорьевна ялти "Авангард" артельте, унтан Канашри "Промогород" организацире ĕçленĕ. Вăрçă пуçланнă вăхăта вăл паян та питĕ лайăх ас тăвать.
– 1941 çулхи çу пуçламăшĕнче "Промогородра" помидор калчисене çимĕç туса илме çĕр çине лартатпăр. Пирĕн агроном нимĕç çынниччĕ. Ирпе ирех тухатпăр та ĕçлеме каçхине 11 сехетре ĕç пĕтерсе кĕретпĕр. Тепĕр икĕ сехетрен каллех ĕçлеме тухмалла. Çĕрле ик сехетлĕхе канма кĕрсен хĕрсем çывăрма тесе выртрĕç, эпĕ ниепле те çывăрса каймастăп. Самолет сасси илтĕнет, тула тухрăм. 3 ушкăн самолет вĕçсе иртрĕ (кашни ушкăнĕнче 15 рет самолет) эпир ĕçлекен территори, парк çийĕн. Эпĕ помидор калчи сутаканни пулнă. Ун чухне çынсем килĕсенче хальхи пек помидор калчи ÿстермен. Хулана сутма тухаттăм. Икĕ майра калаçса лараççĕ: "Ĕнер вăрçă тухнă", – теççĕ. Эпĕ калчасене сутса каялла таврăннă тĕле пирĕн агронома тытса кайнă.
Яла таврăнтăм та окоп чавма ячĕç. Ялтан 25 çын тухса кайрăмăр. Пĕр эпĕ çеç каялла таврăнайрăм. Малтан Элпуçне çитрĕмĕр. Унта пурăнма хваттер лекмерĕ те пире, Çĕнçырмана вырнаçрăмăр. Чавмалли лаптăк Эль кÿлли тĕлне лекрĕ. Окопа 3 метр тарăнăш, 3,5 метр сарлакăш, пĕр енне тÿррĕн, тепĕр енне танксем каçса ан каяйччăр тесе хăяккăн чавмаллаччĕ. Стройпа тăрса пĕр харăс чавса илсе тăпрана пĕр харăс илсе пăрахмаллаччĕ... Вăрçă тухнă çулхине хĕлле 41-45 градус сивĕсем тăчĕç. Арçынсем шăннă çĕре тем пысăкăш катăксемпе ватса кăлараççĕ те, эпир, хĕрсем, вĕсене кустарса пырса кăлараттăмăр. Окоп чавнă çĕрте тыткăна лекнĕ нимĕçсем те пирĕнпе пĕрле ĕçлетчĕç. Ыйткаласа çÿретчĕç. Шăнса вилчĕç пулмалла вĕсем...
Пĕр уйăх çурă ĕçлесен мунча кĕме тесе виçĕ кунлăха киле таврăнтăмăр. Пирĕн килте белоруссем, сатаксем пурăнаççĕ. Ыйтса тăмаççĕ, салтаксене илсе килеççĕ те килсем тăрăх вырнаçтарса тухаççĕ. Пĕр вĕçĕм кĕре-кĕре тухнипе пÿрт ăш чикки ăшăнса та çитеймест. Виçĕ кун пурăнса кайрăмăр тăван килте. Тăвай тăрăхĕнчен хальхи Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçне куçарчĕç. Икĕ çĕр пÿрт, тупă лартмалли вырăнсем чаврăмăр. Çынсем майĕпен тарма пуçларĕç. Юлашкинчен эпир те тухрăмăр та тартăмăр. 7 куна илсе кайрĕç те 3 уйăхран тин çаврăнса çитрĕмĕр. Ун хыççăн ялти колхозра ĕçленĕ. Пенсие те унтанах тухнă".
Ватăсене итлесе ларатăн та куççуль пит тăрăх юхса аннине те сисместĕн. Мĕн кăна чăтса ирттермен пуль пирĕн аннесем. Паян та тÿсĕмлĕ вĕсем. Пурнăç вĕсен вăй-халне, кăмăл-туйăмне, сывлăхне çирĕп тĕрĕсленĕ. "Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе ирттерекен митинга тухма юратмастпăр. Йыхравне яланах параççĕ, манмаççĕ. Хамăр çамрăк чухне курса-тÿссе ирттернисем куç умне тухаççĕ те йĕретпĕр вара", – теççĕ Ксения Матвеевнăпа Нина Григорьевна. Паян пирĕн хушăра пурăнакан ватăсем иртнĕ вăхăта упракан истори кĕнеки евĕр. Вĕсен кун-çул сукмакĕ такăр та кăшт вăрăмрах пулинччĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.