АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНАШРА – "ÇĔНТЕРŸ ПУЙĂСĔ"

07 мая 2010 г.

Чулхуларан тухнă "Çĕнтерÿ пуйăсĕ" çу уйăхĕн виççĕмĕш кунĕнче каçхине тăххăр çитеспе Канаш станцине çитнĕ. Кашни разъездрах, переездрах ăна капăр тумлă, тĕрлĕ тĕслĕ ялав çĕкленĕ халăх алă сулса ирттерсе янă.

Вăрçă çулĕсенче те ĕçленĕ пăравус вун пилĕк вакуна туртса пынă. Пуйăса чечек кăшăлĕсемпе, гирляндăсемпе, вăрçă çулĕсенчи картинăсемпе, уяв плакачĕсемпе илемлетнĕ. Темиçе платформăра тупăсем, танк, "Катюша" вырнаçтарнă. Çавăн пекех икĕ вакун-теплушка пур: пĕринче – çар кухни, тепринче – нарсем, тимĕр кăмака. Перрон çине "Çĕнтерÿ пуйăсĕн" пассажирĕсем тухнă: вĕсем – вăрçă тата чукун çул уйрăмĕсен ветеранĕсем. Хăнасене чăваш наци тумне тăхăннă хĕрсемпе каччăсем кĕтсе илнĕ.

Савăнăçлă митинг пуçланнă. Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Полукарова республика чукун çулĕн тĕп хулине çитнĕ ятпа ăшшăн саламланă. Горький чукун çулне ертсе пыракансене çакăн пек пуйăс йĕркеленĕшĕн Канаш çыннисен ячĕпе тав тунă. Вăл пурне те Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă ятпа ăшă та ырă сăмахсем каланă, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă.

"Раççей чукун çулĕсем" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн филиалĕн – Горький чукун çул пуçлăхĕн çумĕ А.Тюрников чукун çул транспорчĕн ĕçченĕсем те вăрçă вăхăтĕнче "Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли" лозунгпа ĕçленине палăртнă. Фашистла Германипе унăн союзникĕсене çĕнтернинче вĕсен тÿпи те пысăк. Тухăçа 2,5 пин предприяти куçарнă, 18 миллион çын турттарнă, 440 пин пуйăс йĕркеленĕ. Чукун çул ĕçченĕсем хăрушлăха, тăшман самолечĕсем час-час бомба тăкнине пăхмасăр хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă. Горький чукун çулĕн предприятийĕсенче 12 бронепуйăс тунă. Вĕсенчен тăваттăшне Канашри вакунсем юсакан заводра: "Комсомол Чувашии", "За Родину", "Михаил Кутузов" тата "Александр Суворов". Кунсăр пуçне ВРЗра 46 бронепуйăс юсанă, бронеплощадкăсем хăпартнă.

"Çĕнтерÿ пуйăсĕн" пуçлăхĕ, Горький чукун çулĕн вăрçă тата ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ А.Перепечев митинга килнисене хăйсене çывăх тăванĕсене кĕтсе илнĕ пек йышăннăшăн чун-чĕререн тав тунă. Тухса калаçакансем татах та пулнă. Вĕсем фронтовиксем пирки сахал мар ырă сăмах каланă.

Хулари Культура керменĕн пултарулăх коллективĕсем – "Канаш" халăх хорĕ, "Россияночка" тата "Юность" ансамбльсем, А.Мартьяновпа Л.Доронина юрăçсем концерт лартса панă. Горький чукун çулĕн вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ вăрçă çулĕсенчи кĕвĕсене, çĕк-ленÿллĕ маршсене шăрантарнă.

Концерт вĕçленсен "Вакунсене!" команда янăраса кайнă. "Çĕнтерÿ пуйăсĕ" хавассăн кăшкăртса канашсене хăйне ырă сунса кĕтсе илнĕшĕн тав тунă хыттăн кăшкăртнă. Унăн çулĕ Хусана выртнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика