05 мая 2010 г.
Надежда Ильина ячĕ çĕршывăн, республикăн спорт пурнăçĕнче, аталанăвĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăннă. Уйрăмах пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр чи вăрăм дистанцисене чупассипе пысăк çитĕнÿсем тунă. Унăн ачалăхĕ Тури Юнтапа ялĕнче иртнĕ. Спортăн вăрăм та тумхахлă çулĕ ăна çĕршыв, тĕнче чемпионачĕсене, çуллахи олимп вăййисене, тĕрлĕ çĕршывсен пысăк хулисенчи сумлă ăмăртусене илсе çитернĕ. Унăн ячĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен хушшинче час-часах курăннă. Тĕнче класлă спорт мастерĕ Голландире пурăнать, халĕ вăл Вайнберг хушаматпа çÿрет. Юлашки çулсенче унăн парнисене çĕнсе илессишĕн тăван тăрăхра ăмăрту пĕрре мар иртрĕ. Акă нумаях пулмасть районăн тĕп стадионĕнче çăмăл атлетсен кросĕ пулчĕ. Ăна ирттернĕ çĕре Надежда Алексеевна хăй те аякри Голландирен килсе çитрĕ. Çуралнă вырăн хăй патне магнит евĕрех туртать-çке-ха.
Ăмăртăва А.Гурьев тĕп судья уçрĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова сăмах пачĕ. Вăл пирĕн Надеждăна çăмăл атлетикăн легендипе танлаштарчĕ. Чăн сăмахăн суйи çук. Çак харсăр, çав вăхăтрах çепĕç чунлă хĕрарăмпа ватти-вĕтти мухтанма пултарать, вĕсем çеç мар – пĕтĕм чăваш халăхĕ. Надежда Алексеевна хăйне ăшшăн кĕтсе илнишĕн, хисеп тунăшăн, манманшăн пуç тайса тав турĕ.
– Спортпа ялан туслă пулăр. Паллах кашниех чемпион пулаймасть, анчах та сывлăха çирĕплетни, пиçĕхтерни темле эмелрен те хаклăрах, пахарах. Ăнăçу сире, манăн çамрăк тусăмсем, пичче-аппамсем, - вĕçлерĕ Н.Ильина хăйĕн сăмахне.
Шупашкарти çамрăксемпе спорт шкулĕн тренерĕ С.Егоров, вăл çамрăк Надьăна чупас ăсталăха туптама пулăшнă, паянхи спорт уявĕ ячĕпе саламласа:
– Тен, сирĕн хушăра пулас Ильинасем те пур. Унăн ятне çÿлте тытăр, ун пекех маттур пулма тăрăшăр, çĕнтерÿсем сирĕнтен пăрăнса ан иртчĕр. Чи пултаруллисене пирĕн спорт шкулĕ алăкĕсене яриех уçса кĕтсе илĕ, – терĕ.
Надежда Алексеевна хăйĕн иккĕмĕш тренерне спортри çĕнтерÿсем патне çул уçса панăшăн тав туса асăнмалăх хаклă чулран ăсталанă паллă пачĕ. Хаклă ентешĕмĕр ячĕпе ытарлă, ăшă сăмахсем районти вĕрентÿ управленийĕн тĕп специалисчĕ А.Павлова, Энтрияль вăтам шкулĕн директорĕ А.Гурьев депутат, Надеждăн тусĕсем сахал мар каларĕç.
"Çурхи ыркăмăллăх эрни", "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцисене активлă хутшăннăшăн Уçырма, Энтрияль, Катек тата Шаккăл шкулĕсене район администрацийĕн Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç. Çĕршывра волонтер юхăмĕ – пĕччен ватăсене, инвалидсене пулăшасси анлăн сарăлчĕ. Пирĕн районта та çак ырă ĕç вăй илсе пырать. А.Павлова районти тĕрлĕ шкулта ăс пухакан 16 яшпа хĕре волонтер кĕнеки пачĕ.
А.Гурьев тĕп судья ăмăрту программипе паллаштарчĕ. Стадион çийĕн Чăваш Республикин Гимнĕ янăраса кайрĕ. Шкулсен командисем хăватлă кĕвве Гимн сăмахĕсемпе чĕрĕлĕх кĕртрĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх старта велосипедистсем тух-рĕç: виççĕн пулчĕç вĕсем. Канаш çамрăкĕсем А.Щетинин, А.Архипов, А.Чугунов маунтинбайк енĕпе пултарулăхне туптаççĕ. Сăрт-ту велоспорчĕпе интересленекен каччăсене Н.Ильина асăнмалăх парнесем пачĕ.
Кроса ветерансенчен, хĕрĕх тата унран аслăрах арçынсем пуçларĕç. Çамрăк чухнехи нихăçан манăçми вăхăтсене аса илсе, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса мăнаçлăн талпăнчĕç вĕсем малалла. Финиша чи малтан вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ В.Федоров çитрĕ. Иккĕмĕш кăтарту Надежда Ильина шăллĕн Юрăн. Виççĕмĕш вырăнта – Янкăлч вăтам шкул физрукĕн В.Филипповăн. Хĕрарăмсем хушшинче Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Т. Александрова çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вăтапуç ял тăрăхĕн специалисчĕ И.Петрова, Н.Никифорова тренер йышăнчĕç. Вăтам çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче Чакаçри А.Григорьев, Шуркассинчи В.Павловпа К.Максимова, Вăтапуçĕнчи В.Лазарев мала тухрĕç.
Арçын ачасемпе хĕрачасем, яшсемпе хĕрсем хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче 1000, 2000 тата 3000 метрлă дистанцисенче вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Çĕнтерÿçĕсем – Саша Артемьев (Шăхасан), Настя Денисова (Энтрияль), Миша Андреев (Вăтакас Кипеч), Катя Павлова (Чакаç), Саша Дмитриева (Вырăскас Пикших), Ваня Белов (Вăтапуç), Таня Артизанова (Атнаш), Валера Яковлев (Чакаç). Финиша иккĕмĕш çитнисем – Витя Михайлов (Чакаç), Настя Николаева (Энтрияль), Коля Алексеев (Шуркасси), Вера Прокопьева (Чакаç), Алина Семенова (Энтрияль), Вася Прокопьев (Чакаç), Диана Яковлева (Энтрияль), Саша Панфилов (Шуркасси). Виççĕмĕш вырăна тухнисем – Миша Дмитриев (Вăтакас Кипеч), Юля Федорова (Аслă Мами), Андрей Григорьев (Хучел), Света Шавгаева (Аслă Мами), Лена Архипова (Вăтакас Кипеч), Настя Гришина (Вырăскас Пикших), Алеша Иванов (Ямаш).
Надежда Ильина хăй вĕреннĕ шкулсене – Тури Юнтапари пуçламăш, Мăкăрти тĕп, Чакаçри вăтам шкулсене асра тытса, хăйне пысăк спорт çине тухма пулăшнăшăн тав туса ятарлă парнесем, тортсем пачĕ.
Вăтам шкулсем хушшинче чи нумай очко пухаканни – Чакаç шкулĕн команди, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче хучелсем çĕнтерчĕç.
Виталий АЧЧА.