АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРÇĂ ВУТ-ÇУЛĂМĔ ВИТĔР

05 мая 2010 г.

Эпĕ, Николай Трофимович Кузьмин, 1913 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче Сухайкасси ялĕнче çуралнă, кунтах çитĕннĕ. 1932 çулта пирĕн ялта колхоз йĕркелерĕç. Эпир те колхоза кĕтĕмĕр. Атте конюхра ĕçлеме пуçларĕ. 1935 çулта мана Асхва ялне РКШ текен шкула полевод пулма икĕ çуллăха вĕренме ячĕç. Вĕренсе пĕтерсен эпĕ уй-хир бригадирĕ пулса ĕçлерĕм. Часах Хĕрлĕ Çара кайма ят тухрĕ. Малтан Ленинградри полк шкулĕнче вĕрентĕм. 1938 çулхи çулла Хасан вăрçине Япун самурайĕсемпе çапăçма илсе кайрĕç. Кунта Ворошилов, Бухта-Находка, Владивосток, Бухта-Преображени хуласенче, Дикий утрав çинче пулмативрĕ. Салтак служби вĕçленсен киле ячĕç. Часах "Сталин" артельте ĕçлеме пуçларăм, каярахпа кондитер фабрикинче вăй хума лекрĕ.

1945 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче пире, Канаш районĕнчи 17 çынна, Звенигород хулине 45 кунлăха вĕренме ячĕç. Ку хула Мускавран 124 çухрăмра вырнаçнă. Июнĕн 10-мĕшĕнче вĕренме пуçларăмăр. Июнĕн 22-мĕ-шĕнче кĕтмен çĕртен вăрçă тухрĕ. Пире çĕр хута вăратса тумланма хуш-рĕç. Ирхине тупăсене вакунсем çине тиесе вăрçа тухса кайрăмăр. Смоленск хулине çитрĕмĕр. Унта нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахаççĕ. Орша хулине çитрĕмĕр, кунта вăрçă пырать. Июнĕн 29-мĕшĕнче вăрçа кĕтĕмĕр. Пирĕн пемелли снарядсем пĕтрĕç, пехота каялла чакать. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çине Минск шоссипе вĕçĕ-хĕррисĕр тапăнса килеççĕ: малтан самолетсем, унтан танксем, бронетранспортерсем, пулеметлă мотоциклсем, пехота вара велосипедсемпе. Мĕнле çĕнтермелле фашистсене; Вăйсем пĕр пек мар, пирĕн çарсем чакма пуçларĕç. эпĕ ун чухне 20-мĕш çарăн зенитлă оруди командирĕччĕ. Пире нимĕçсем çавăрса илчĕç. Украинсем хăйсен ирĕкĕпе тăшман енне каçса кайрĕç. "Нимĕç пур-пĕр Мускава илет", – теççĕ. Çакăн çинчен взвод командирне пĕлтертĕм. Вăл мана: "Ма пемерĕн вĕсене;" – тет. – "Вĕсем нумаййăн, эпир иккĕн çеç", – тетĕп. Пирĕн взвод командирне пĕçĕрен амантрĕç. Ăна Кураков салтакпа хул пуççи çине хурса ылмашăнса йăтма лекрĕ. Вăрман хĕррине çитрĕмĕр, унта блиндаж пур. Ăçта пăхан – унта салтак вилли выртать. Блиндаж тулли аманнă салтаксем выртаççĕ, пурте шыв ыйтаççĕ. Кураков салтакпа иксĕмĕр вĕсене ĕçтерме фляжкăсемпе шыв йăтрăмăр. Пире нимĕçсем асăрханă, блиндаж патне пырса "Рус выходи, гранату бросим!" – тесе кăшкăрчĕç. Ирĕксĕрех тухма тиврĕ. Пире тыткăна илчĕç, пĕр сарайне хупса лартрĕç. Тепĕр кунне йĕплĕ пралук карнă картана темиçе пин çынна хупрĕç. Пире çиме выльăх кăшманĕ пăрахса пачĕç. Икĕ талăкран Германие илсе кайма унтан илсе тухрĕç. Пирĕн колонна пилĕк çухрăм таранах тăсăлать. Кам утаймасть – персе вĕлереççĕ. Вăрманта пĕр каç тытрĕç, ирхине татах илсе каяççĕ. Эпĕ аран-аран утатăп, хампа пĕрле утакансенчен кая юла пуçларăм. Икĕ çул юппинче канав асăрхарăм, конвоирсем çывăхах мар, вĕсем сисиччен хăвăрт кăна çав канава кĕрсе выртрăм. Çапла майпа хăтăлтăм тыткăна лекнисен колоннинчен.

Хам пек юлташсене вăрманта тĕл пултăм. Кайран çĕр улми пусси тупса улма пĕçерсе çирĕмĕр. Пĕр хула çывăхĕнче каллех тыткăна лекрĕмĕр. Унта лагерь, йĕри-тавра йĕплĕ пралук, ток янă. Кашни кĕтесре вышка, овчарка йытăсем кăкарнă. Тарасси çинчен ан та шутла. Çапах та пĕр шанчăк пур-ха. Тыткăнрисене вăрман касма илсе каяççĕ. Çавăн чухне кая юлса, машин айне кĕрсе выртса хăтăлтăмăр: эпĕ, Кураков салтак, тепри Андреев Мускав хулинченччĕ, вăл нумай вĕреннĕ çын нимĕçле те лайăх калаçатчĕ. Хырăм выççи касать, вăй çук. Вилнĕ лаша какайне çиме тиврĕ. Пурĕ 33 талăк чăтрăмăр. Брянск вăрманĕнче шывра 8 талăк тÿсрĕмĕр. Кăнтăрла вăрманпа, каçхине уй-хирпе хамăрăннисене шыраса утатпăр. Июль уйăхĕнче Федоровка станци патне тухрăмăр. Унта Угра текен юхан шыв пурччĕ. Ку станци Тула хулинчен аякра мар. Федоровкăра пире тĕрĕслерĕç, мана хытă тĕпчерĕç. Унтан Тамбов хулине илсе кайса пире те, офицерсене те тепĕр хут допрос турĕç. Нумай офицера ним айăпсăрах ревтрибунал суд туса персе вĕлерчĕ.

Тĕрĕслев хыççăн Мускавран 18 çухрăмра вырнаçнă Белые Столбцы станцире тăракан юланутлă çара ячĕç, командир "ездовой тяги" туса хучĕç. Вязьма, Ельня, Даргомыж, Калуга хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăм. Днепр шывĕ урлă каçсан Дон юхан шывĕ хĕррипе тапăнса пырса Старочеркасск, Новочеркасск, Дон çинчи Ростов хулисене тăшманран тасатрăмăр.

Йывăр аманса сывалнă хыççăн нумай нуша тÿсме тиврĕ. 1943 çулхи август уйăхĕн пуçламăшĕнче 4-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче Кизляр хули патĕнче тăшмана хирĕç вирлĕ атака пуçланчĕ. Нимĕçсем тĕлли-паллисĕр чакаççĕ, 30-40 çухрăм таран. Азов тинĕсĕ хĕррипе Минводы, Осипенко, Бердянск, Николаевка, Гиничек ял-хулана ирĕке кăлартăмăр. 1943 çулхи хĕлле апрелĕн 12-мĕшĕччен Гиничек хулинче оборонăра тăтăмăр. Майăн 14-мĕшĕнче наступлени пуçланчĕ. Саки, Николаевка, Бахчисарай, Симферополь, Севастополь хулисене ирĕке кăлартăмăр. Румыни салтакĕсене тыткăна илтĕмĕр.

Ун хыççăн пире, ватă салтаксене, йывăр аманнисене Крыма тыр-пул пухса кĕртме хăварчĕç, кунĕн-çĕрĕн жнейкăпа тулă выртарчĕç. Кĕркунне, сивĕтсен, пире Турци чиккине Аджари республикине куçарчĕç. Киле 1945 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче çитрĕм. Ноябрь уявĕнче авлантăм.

Ветеран калаçăвне Г.НИКОЛАЕВА 1990 çулта çырса илнĕ. Хучел шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика