05 мая 2010 г.
Имель ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр çулĕсемпе утса тухнă Яков Сергеевич Сотников "Çа-пăçури паллă ĕçсемшĕн", "Мускава хÿтĕленĕшĕн" медальсене, 3-мĕш степень Мухтав орденне, ытти наградăсене илме ти-вĕçнĕ. Аслă сержант çарта 46-мĕш стрелковăй дивизин 314-мĕш полкăн 45 миллиметрлă оруди батарейин командирĕ пулнă. Вăрçă паттăрĕ хăй 1956 çултах çĕре кĕнĕ.
2009 çулхи март уйăхĕнче çур ĕмĕр ытла арчара япаласем хушшинче тĕрĕс-тĕкел выртнă медальсем усал шухăшлă çын аллине лекнĕ. Мартăн 10-мĕшĕнче Маков автобуспа Ямаша кайнă. Ял хĕрринче хăй паллакан Гусевпа Быкова тĕл пулнă (ветеранăн ячĕсĕр пуçне ыттисен ят-шывне улăштарнă). Туссем Макова юнашарти Имель ялне хăнана чĕннĕ. Гусев амăшĕн килĕнче сехет çурă пулнă хыççăн, эрех ĕçнĕ хыççăн каялла Ямаша çул тытнă. Çула май вăрçă ветеранĕн мăнукĕ аслашшĕн медалĕсене вăрласа та кайĕç тесе хăйпе пĕрле илнĕ. Ямаша тăван килне çитсен наградăсен çыххине япалапа чĕркесе хут коробка ăшне пуçтарса хунă. Шавлă ушкăн каллех эрех ĕçме пикеннĕ. Кĕленчери пушансан, çур çĕр çитеспе Маков Гусева укçа тыттарса эрех тупса килме ыйтать. Кил хуçи сăмакун илме кайнипе усă курса никам куриччен наградăсене илсе кĕсйине чикет. Пÿртре пулнă çынсем пурте ÿсĕр пулнăран пĕри те Маков хăтланăвне сиссе ĕлкĕреймен. Гусев эрех туянса килсен ĕçкĕ малалла тăсăлнă. Вăрă ирхи рейспа хăй пурăнакан Асхва ялне таврăннă. Наградăсене кăмака духовкине пытарса хунă. Вĕсене вăл сутасшăн пулнă.
Преступлени пулнă хыççăн икĕ кунтан Гусев медальсене кăларса пăхма шутланă. Чĕркеме уçнă та унта тăватă награда çуккине асăрханă. Вĕсене Маков кăна вăрлама пултарнă тесе милицие пĕлтернĕ. Район сучĕ вăрçă паттăрĕн наградисене вăрлакана РФ Уголовнăй кодексĕн 158-мĕш статйипе айăпланă, условно йĕркепе ирĕкрен хăтарнă.
В.ПЕТРОВ, районти милицин следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ.