05 мая 2010 г.
Çамрăксене çуркунне çара илме тытăннăранпа республика çар комиссариачĕн Канаш хулипе , Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕ Раççей Çарĕн тĕрлĕ чаçĕсене 176 çамрăка ăсатнă, çав шутран пирĕн районтан – 102. Çуркуннепе Ĕç уявĕ умĕн Канашри пухăну пункчĕн яш-кĕрĕме çарпа патриотизм воспитанийĕ паракан центрĕнче салтаксен ретне тăма хатĕрленекенсен кунĕ иртрĕ.
Ăна уйрăм пуçлăхĕ Ю.Барышов подполковник уçрĕ. Вăл залра ларакан каччăсене салтак ятне илтме тивĕç пулнă ятпа ăшă сăмахсем каларĕ. Çавăн пекех вăл Атнаш çамрăкне Д.Тимофеева мăшăрланнă ятпа саламларĕ, юрату та килĕшÿ сунчĕ.
– Сире килте питĕ кĕтеççĕ, хăвăр çинчен хыпар яма ан ÿркенĕр, çывăх тăванăрсен ятне ан ярăр. Служба срокĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайĕ. Ырă çул сире! – терĕ Юрий Витальевич.
Хула пуçлăхĕ В.Полукарова сăмахĕсем салтак ачисемшĕн амăш сăмахĕсем пекех туйăнчĕç, чылайăшĕн чĕрисене хытах хускатрĕç. Хĕрарăмăн сăмахĕ вара кирек хăçан та арçын чунне витерет.
– Çĕр çинче аннерен хакли никам та çук. Упрăр ăна, пĕле тăрах ăна ан хурлантарăр, çыру çырăр, шăнкăравлăр. Унăн чĕри сирĕншĕн тапнине, сирĕншĕнех пăшăрханнине ялан асра тытăр Тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме сире Турри сывлăхне парсах тăтăр, службăри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пытăр, – пил евĕр янăрарĕç унăн сăмахĕсем.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов чи малтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çывхарса пынă ятпа саламларĕ. Ват асаттесемпе кукаçисен, асаттесемпе кукаçисен ячĕсене асра тытма, вĕсем пекех хăюллă пулма, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама ыйтрĕ. Ун саламĕ çумне Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Иванов хушăнчĕ.
– Кунĕ паян епле хитре, пурте эсир сывă, хаваслă. Çитес çулхи çуркунне тăван ен сире, сывă та çирĕпскерсене, паянхи пекех хĕвел куллипе кĕтсе илтĕр. Салтак çулне утса тухнă çамрăка ĕç тупма та çăмăлтарах, ял хуçалăхĕнче вара сире валли ĕçĕ яланах тупăнĕ, – терĕ вăл.
Сцена çине хулари ачасен пултарулăх çурчĕн тата музыка шкулĕн воспитанникĕсем тĕрлĕ номерсемпе тухрĕç. Чылайăшĕ çар тумĕ тăхăннă. Репертуарта ку чухнехи салтак юррисем, ташшисем пулчĕç.
Тĕлпулу вĕçĕнче хамăр район каччисемпе паллашма тÿр килчĕ. Ямăрса йĕкĕчĕ П.Арсентьев Шупашкарта машинăсем тăвакансем хатĕрлекен техникумра икĕ курс пĕтерет. Службăна вăл космос çарĕсен ретĕнче ирттерĕ. Тăрăнти Е.Кирилловпа Çăлпуçĕнчи А. Алексеев Шупашкарта ДОСААФ шкулĕнче карап çинчи радиоçыхăну хатĕрĕсене алла илеççĕ, часах вĕсем матроссем пулса тăрĕç. Тури Сурăм каччи В.Михайлов тата Ешкилт çамрăкĕ И.Григорьев салтака кайма юрăхлă пулнипе кăмăллă.
Канаш чиркĕвĕн священникĕ Александр атте пулас салтаксене службăна йĕркеллĕ ирттерме пил пачĕ. "Чăн-чăн арçынсем пулса таврăнăр", – тесе вĕçлерĕ вăл ăсату сăмахне.
В.АЧЧА.