30 апреля 2010 г.
"Вăхăт тупаймастăн-ши; Ман пата Эстонирен шăллăм килчĕ, санпа курса калаçасшăн", – телефон кĕпçинчи сасă чĕтренереххĕн тухрĕ пулин те ăна уйăрса илтĕм: Вырăскас Пикших ялĕнче çуралса ÿснĕ, тивĕçлĕ канăва кайичченех Йĕпреç райĕçтăвком ертÿçин çумĕнче ĕçленĕ Анатолий Петрович Ядровский шăнкăравлать иккен. Чĕннĕ çĕре часах çитрĕм.
Анатолий Петрович манран самаях аслă (çулĕпе кăна мар, ĕçĕпе те) пулнине пăхмасăр унпа çывăх туслашса кайнăччĕ. Тăван шăллĕ, пиччĕшĕ каланă тăрăх, çар вĕçевçи пулнине пĕлни те унпа хăвăртрах тĕл пулса паллашма хистерĕ.
Çичĕ çул вĕренмелли шкула "питĕ лайăх" паллăсемпе вĕçленĕ Коля Ядровский хăйсенчен виçĕ çухрăмри Канаш хулинчи педагогика училищине кĕнĕ. Экзаменсем тытмасăрах йышăннă ăна. Анчах килĕнчи йывăр лару-тăрăва пула вĕрентекен ĕçне алла илеймен. Вырăскас Пикших каччи Канашри вакун юсакан завода вырнаçнă, слесарьте вăй хума пуçланă.
Шăлавар çинчен саплăк "тасалма" ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вăрçă юхăнтарнă хуçалăхсем ура çине тăрса пынă. 1951 çулта Николай Ядровские Совет Çарне илнĕ. Салтакра та вĕренес туртăмĕ пысăк пулнă. Икĕ çул хушшинче вăл вăтам шкул программине пĕтĕмпех "шĕкĕлчесе" тухнă. Унтан – çар вĕçевçисене хатĕрлекен училище. Диплом илсен тĕрлĕ çар чаçĕнче хĕсметре тăнă. "Кубăпа Америка хушшинчи лару-тăру çивĕчленсе çитсен кашни кунах тÿпене çĕкленеттĕмĕр, – аса илет Николай Петрович. – Америкăн авиабазисенче те çĕр-çĕр бомбардировщикран кая марччĕ. Кĕç-вĕç вăрçă сиксе тухас хăрушлăхра пурăннă эпир. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнчи пек хĕрÿ тапхăр тек пулман манăн пурнăçра..."
1961 çулхи ака уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕрремĕш класлă çар вĕçевçине, командовани хушăвне чыслăн пурнăçланăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ Николай Ядровский капитана Мускава, вĕçев йĕркелесе тăракан центра, чĕнсе илнĕ. Çавăн чухне вăл тĕнче уçлăхне пĕрремĕш çын вĕçсе каясси çинчен пĕлнĕ. Пирĕн ентеше çакăн пек хушу панă: "Восток" карап Лăпкă океан çийĕн вĕçсе иртнĕ вăхăтра Юрий Гагаринпа çыхăну йĕркелемелле, унăн сăмахĕсене ятарлă журнала çырса пымалла. "Пĕрремĕш космонавтпа эпĕ эфирта паллашрăм, 108 минута тăсăлнă вĕçев вăхăтĕнче туслашма ĕлкĕртĕм", – савăк кăмăлпа пĕлтерчĕ Николай Петрович.
Юрий Гагарин Çĕр çине ăнăçлă ансан вĕçеве йĕркелесе тăракан центр çак ĕçе хутшăннă çынсене пурне те ятарлă телеграммăпа тав тунă. Николай Петрович паян кунчченех ăна чи хаклă документ вырăнне хурать.
Кайран пирĕн ентеш Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-çар академийĕнче вĕреннĕ. Саппаса тухнă чухне вăл полковник пулнă.
Унпа паллашнăранпа 5 çул çитрĕ. Çак тапхăрта улшăну чылай пулчĕ: Анатолий Петрович та, унăн мăшăрĕ те çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Николай Петрович вĕсен ачисемпе мăнукĕсем патне килсех çÿрет. Эстонирен Раççее килме çăмăл мар пулсассăн та нумай пулмасть кăна-ха вăл Йĕпреçри пĕрремĕшпе иккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ, тĕнче уçлăхне парăнтаракансен ĕç-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
Г.КУЗНЕЦОВ.