30 апреля 2010 г.
Вăтапуç шкулĕнче Мария Владимировна Дубровина 32 çул кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Халĕ вĕрентÿ ĕçне унăн мăнукĕ Любовь Викторовна Тихонова малалла тăсать.
Любовь Тихонова 1974 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Виктор Евгеньевичпа Зоя Кирилловна Дубровинсен çемйинче çу-ралнă. Виççĕмĕш класчен асăннă шкулта вĕреннĕ. Вĕсен çемйи Канаш хулине куçса килсен пĕлĕвне 7-мĕш номерлĕ шкулта малалла ÿстернĕ.
Вăл пĕчĕклех асламăшĕн ĕçĕпе интересленнĕ, унпа пĕрле тетрадь тĕрĕсленĕ пек тукаласа ларнă. Урамра ачасемпе шкулла вылянă чухне те вĕрентекенĕ хăех пулнă.
Пулас педагог 1993 çулта Канашри педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Алла диплом илсенех 8 çул хушши хулари 9-мĕш номерлĕ шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ, вожатăй пулнă. Çав вăхăтрах Шупашкарти педагогика университечĕн историпе политологи уйрăмĕнче куçăм мар мелпе вĕреннĕ.
Халĕ вăл 9-мĕш çул Вăтапуç шкулĕнче историпе общество пĕлĕвĕ предме-чĕсене ертсе пырать.
– Хам çуралса ÿснĕ тăван ял шкулĕнче ĕçлеме май килнишĕн шăпама тав тăватăп, – тет савăнăçне пытараймасăр вĕрентекен. Ĕçтеше ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ. Любовь Викторовна ырă кăмăллă пулнăран сăмахпа çеç мар, ĕçпе те яланах пулăшма хатĕр. Вăл тĕрлĕ мероприятисем валли сценарисем çырма ăста. Ташлама, юрлама кăмăллать, туйсемпе уяв каçĕсене те ертсе пыма пултарать.
Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен кашни конкурса тенĕ пекех хастар хутшăнать. 2008 çулта районта ирттернĕ "Самый классный классный" конкурсра 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çав çулах, çуллахи вăхăтра шкулта йĕркеленĕ ĕçпе кану лагерĕнче воспитатель пулса ĕçленĕ май, районти 32 лагерь хушшинче Вăтапуç шкулне 3-мĕш вырăна кăларма пултарчĕ.
2009 çулта уроксем ирттермелли авторла пултарулăх проекчĕсен пĕтĕм Раççейри фестивалĕн лауреачĕ пулса тăчĕ, унта Л.Тихонова "Русь под игом", "Суд над фашизмом" уроксене тĕпчесе кăтартнă пулнă. Вĕрентекен 2009 çулта çавăн пекех районта уçă уроксем те кăтартрĕ: 5-мĕш класра "Рим республикин тытăмĕ", 8-мĕш класра "19-мĕш ĕмĕрте Раççейре капитализм аталанни", класс тулашĕнчи ĕçре "16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи вырăс туйĕ".
Вăл ертсе пыракан предметсемпе вĕренекенсем районта тăтăшах малти вырăнсем йышăнаççĕ. 2009 çулта Анна Николаева (11-мĕш класс) право предмечĕпе 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Светлана Тимофеева 10-мĕш классем хушшинче истори предмечĕпе 3-мĕш вырăна тухнă.
Любовь Викторовна ачасене чунтан юратать, кану вăхăтĕнче те вĕсемпе çывăхарах пулма тăрăшать. Çак тĕллевпе çулсеренех А.Г. Николаев ячĕллĕ "Космонавт" лагере воспитатель пулса ĕçлеме çÿрет. Кăçал та кану вăхăтне чăтăмсăр кĕтет вĕрентекен.
Мĕнле ĕмĕт-шухăшсемпе пурăнать-ха Л.Тихонова;
Вăл хăйĕн тăван тата шкулта вĕренекен ачасене тĕрĕс воспитани, пĕлÿ парса çĕршыва усăллă çын тăвас тĕллевлĕ. Тихоновсен çемйинче икĕ ача çитĕнет. Анна 3-мĕш класа çÿрет, Евгений кăçал 16-мĕш профтехучилищĕрен сварщика вĕренсе тухать.
Л.ГРИГОРЬЕВА, вĕрентекен.