АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИЛЕМЕ ЧĔРИНЧЕ УПРАТЬ

30 апреля 2010 г.

Чăн-чăн учитель – чунĕпе асамлă лирик. Григорий Гурьевич Прокопьев-Шевкен çинченех пулĕ çак сăмахсем. Нумай пулмасть Сиккассинчи тĕслĕх вулавăшра учитель-сăвăçпа тĕл пулу иртрĕ. 8-10-мĕш классенче вĕренекенсем те хапăлах пулчĕç кĕнеке авторĕпе курса калаçма.

"Санпала юнашар" сăвăсен пуххинчи ĕç чăваш ялĕнче пулса иртет. Ял çынни мĕн тăвать – автор вĕсене хăй куçĕпе курнă, хăй чĕри витĕр кăларнă. Мĕн курни-тÿснине сăнарлă чĕлхепе çырса юратуллă яшсемпе хĕрсене халалланă.

Чăваш ялне чи малтанах мĕн палăртса тăрать-ха; Йăмра паллах. Мĕн кăна тÿсмен-ши ку йывăç, анчах ун тымарĕ типмен. Чăтăмлă чăваш çыннин пурнăçне аса илтерет.

Мĕн тăваççĕ-ха кунта çынсем; Юратаççĕ, туслă пурăнаççĕ. "Юрату кĕнекине" вулаççĕ, юрату кĕперĕ хываççĕ. Шел пулин те, юрату кĕперĕ хăш чух асамат кĕперĕ пекех хăвăрт çухалать ("Çумăр витĕр"). Туйăм хыççăн кайса йăнăшни те пулать ("Çивĕт"). Илеме упрамалла – кĕл чечек пек илемлĕ пулмалла, ырă мар шухăшлисене йĕпсемпе чиктермелле ("Илем"). Вара пуçа шурă юр хупласан та чуна пур пĕр çу кунĕ пăлхатĕ ("Пахчара иккĕн").

Асфальт çул – аван çул, тикĕс çул, анчах лирика геройне асфальт айĕнче асап тÿсекен ешĕл курăка шел ("Куççуль"). Йывăрлăха лекнисене пулăшма хатĕр пулмалла тесшĕн ĕнтĕ.

Ерипен-ерипен аталанса пырать лирика геройĕ. Поэзи анине сухалать – хăш чух савса, хăш чух куççуль тăкса. Митта Ваçлейĕ пин юррăмран пĕри юлсан та кăмăллă пулăп тенĕ. Шевкен çапла калать: "Пулаймĕ, тен, тулли кашни пучахĕ, утмăл турат та ÿсĕ хушшинче... Пĕр хĕр ăна пуç кăшăллăх пуçтарĕ, вара илем вăранĕ чĕринче..."

Çут тĕнчере çăкăртан асли çук, çăкăрпала анчах сĕтел пуян. Поэтшăн чун çăкăрĕ тата хаклăрах, вăл – поэт савса çитĕнтерекен шур хут çинчи сăмах.

Кашни куна – Турă панă тивлете – йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле: ыррипе усалли хамăртан çеç килет. Ура хуракансене сире-сире пымалла. Пурнăçа тÿрĕ кăмăлпа ирттермелле. "Пуç çапман пуçлăха, ахаха, ăш çунсан çул хывман хупаха", – тет поэт. Çынлăха çухатас марччĕ. Ял çынни юмарт, этем кунта ырăрах пулмалла.

Вăрçă темине те хускатнă автор. Вăрçа пула юр-вар пулман, анчах чăваш ыйткалакан киле кĕрсен пуш алăпа кăларса яман. Хăш-пĕр киле "çăхан" вĕçсе килнĕ. Хăрушă! Кайнисенчен çурри ытла таврăнайман. Паянччен пĕлмеççĕ – те чĕрĕ, те вилĕ. Çимĕкре кайса курасчĕ, анчах вĕсем – те сĕрĕм, те тĕтре.

Сывă юлнисем юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн тăрăшнă. Суран сурнă, анчах ветерансем пуçне усман. Халĕ те вăхăт пăтрануллă. Çапла калас килет: çак пăтăрмахсене пĕтерме атакăна тепре çĕклен эс, ветеран! Пурнăç чĕлпĕрне тĕрĕс тытса пыма вĕрент!

Григорий Гурьевич паян тивĕçлĕ канура. Халĕ те спортпа туслă. Пĕр вĕçĕм шыравра вăл. Литература анинче ырă вăрлăх сапма ентешĕмĕре çирĕп сывлăх, хавхалану сунатпăр. Çĕнĕ-рен те çĕнĕ юрă-кĕвĕ парнелетĕрччĕ вăл çынсене.

Е.АЛЕКСАНДРОВА. Сиккасси вăтам шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика