30 апреля 2010 г.
Ырă асаилÿсем çуралаççĕ вăхăт иртнĕçемĕн. Пĕрин хыççăн тепри тухса тăраççĕ куç умне шкулта ĕçлеме пуçланă сакăрвуннăмĕш çулсем. Кивĕ шкулти учительсен тăвăр пÿлĕмĕнче йĕркипе ларакан сĕтелсем. Кашни учителĕн хăйĕн ĕç вырăнĕ, сĕтел çине купаласа хунă кĕнекесем, ачасен тетрачĕсем... Малта, 20-30 учителе хирĕç, завуч сĕтелĕ вырнаçнă. Сĕтел хушшинче - Иван Герасимович Герасимов.
Университет вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Карăклă шкулне ĕçлеме килсен кунти учительсем те, тин кăна паллашнă тусăм та Иван Герасимович Герасимов завуч çинчен хисеплесе те ăшшăн калаçнине асăрхарăм. "Çирĕп ыйтать, анчах ырă кăмăллă, хăйне аслă тытмасть, этем тивĕçне хисеплеме пĕлет, вăрçăра çапăçнă", – терĕç вĕрентекенсем. Ыттисене ертсе пыраканăн таса чунлă та ырă кăмăллă пулмаллине ăнланатăп-ха.
Çулĕсем сахалах мар пулин те çутăрах пичĕ çамрăкла, куçĕсем йăваш та тимлесе пăхаççĕ, кĕмĕл тĕс çапнă çÿç пайăркисем пурнăçра хура-шур нумай тÿснине кăтартаççĕ. Иван Герасимовичăн йĕркеллĕ те татăклă шухăшĕсене итлесе пулас вĕрентÿ ĕçĕнчи яваплăха уççăнах туйса илтĕм, çине тăрса ĕçлеме пикентĕм. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн сĕнĕвĕсем малашлăхра питĕ кирлĕ те вырăнлă пулчĕç. Çамрăк чух учитель ĕçне хавшатакан çитменлĕхсем те пулнă пуль, чĕлхе вĕçне килнине персе яни те пулма пултарнă, çапах та Иван Герасимович яланах çепĕç калаçатчĕ, пули-пулми тиркешместчĕ, куçпа пăхса итлеттерме пĕлетчĕ. "Ăс-пуçа та чуна тап-таса тытса упрама яланах çăмăл мар. Ачасемпе йĕркеллĕ калаçнисĕр пуçне вĕсене чăтăмлă итлеме те пĕлмелле. Вĕренекене тĕрĕс ăнланас тесессĕн хăвăра ача вырăнне лартса унăн шухăш-кăмăл тĕнчине кĕрсе пăхма тăрăшăр", – тесе каланисем халĕ те асран тухмаççĕ.
Вĕрентекенĕн ăс-тăн пултарулăхне витĕр курса тăракан завуч творчествăллă ĕçлекенсен опытне сарма тăрăшатчĕ. Педсоветсенче, канашлусенче учителĕн ÿсĕмĕсемпе çитменлĕхĕсене те палăртса хăваратчĕ. Пухусенче завуч калаçнă чухне "хуллентерех", "ан шавла" тени кирлĕ мар, унсăрăнах тимлĕ итлеççĕ. Ăна итлесе темле тарăхнă çын та лăпланма пултарать, шалти дисциплинине çирĕплетме тăрăшать. Иван Герасимович çынна итлеме пĕлни, хисеплеме пултарни унăн культура шайĕ пысăккине кăтартать.
Кун йĕркине çирĕп пăхăнакан завуч кирек мĕнле пархатарлă ĕçе тытăниччен ăна хăçан вĕçлемеллине палăртса хума ыйтатчĕ. Ачасем хушшинче коллективлăх туйăмне, вĕренÿре пĕр-пĕрне пулăшассине аталантарма тăрăшатчĕ. Ирхине уроксем пуçланиччен вĕренекенсем пĕр-пĕрне пулăшнине курма питĕ кăмăллăччĕ.
Завуч ĕçĕсене туса пынисĕр пуçне ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентетчĕ. Анлă тавра курăмлă Иван Герасимович математикăна ытларах юратнă иккен. Анчах та Канаш районĕнче вăрçă хыççăнхи çулсенче ют чĕлхе учителĕсем пулман. РОНО заведующийĕ А.Н.Мерескин çине тăрсах ыйтнипе Чулхулари пединститута ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ, "5" паллăсемпе çеç вĕренсе диплом илнĕ. 42 çул учительте вăй хунă Иван Герасимович, 1988 çултанпа тивĕçлĕ канура. Педагогика ветеранĕн ĕçне асăрхамасăр тăман, тивĕçлипе хакланă. "Отличник народного просвещения", "За доблестный труд", "Победитель соцсоревнования" медальсемпе вуншар Мухтав хучĕ çемье архивĕнче типтерлĕ упранаççĕ. Юнашарах "За победу над Германией", "Орден Отечественной войны II степени", медаль Жукова тата ытти медальсем (14 штук) И.Г.Герасимов паттăр салтак пулнине çирĕплетсе параççĕ.
Кам вăрçăра пулнă, унти этемле мар йывăрлăхсене тÿснĕ, камăн чи çывăх юлташĕн виллине хăй аллипе тирпейлесе пытарма тивнĕ, уншăн калама çук кулянма тивнĕ, кам чи хаяр çапăçусене хутшăнса тăшмана хамăр çĕр çинчен хăваланă çĕрте пулнă, çĕнтерÿшĕн чун-чĕререн савăннă - унăн çынсене каласа кăтартмалли питĕ нумай. Иван Герасимович та çамрăк ăру валли паха ĕç çырчĕ. Шупашкарта 2009 çулта тухнă "Деревня Караклы" (события, факты, цифры, люди) кĕнекере Иван Герасимович Герасимовăн "Мой тернистый жизненный путь" асаилĕвĕ пичетленсе тухрĕ. Акă мĕнле çырса кăтартать вăл вăрçăн пирвайхи кунĕсем çинчен.
"1939 çулта учительте ĕçлеме пуçланăскере Хĕрлĕ Çара илчĕç. Германи чиккинчен 25 çухрăмри Хĕвел анăç Украинăра Садовая Вишня текен вырăнти танк чаçне лекрĕм. Танк командирĕ пулма вĕренсе тухрăм. Мана "Т-26" танк шанса пачĕç. Салтака салтакпа паллашса туслашма вăрах вăхăт кирлĕ мар. Ман экипажра механик-водитель вырăс ачиччĕ, башенный стрелок - белорус. Питĕ килĕштерсе пурăнаттăмăр. Пушă вăхăтра юлташсене чăваш юррисене юрласа кăтартаттăм. Кайран вĕсем те "Пирĕн урам анаталла" юрра шарлаттарса юрланине илтсен чун савăнатчĕ. Танкран тĕл перессипе ирттернĕ ăмăртусенче, тĕрлĕ ученисенче пирĕн экипаж яланах лайăх кăтартусем тăватчĕ.
Паянхи пекех ас тăватăп, 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче хамăр танка яланах тирпейлĕ тытнăшăн пире увольнение ячĕç. Хулара çÿренĕ хыççăн чаçе таврăнса кино курма пуçланăччĕ. Кĕтмен çĕртен батальон командирĕ: "Остановите картину! Боевая тревога!" – тенине илтсен пуля пек вĕçрĕмĕр хамăр танксем патне. Танксене вăрçа тухма çĕрĕпех хатĕрлерĕмĕр: баксене бензин тултартăмăр, аякри складран снаряд ещĕкĕсене йăтрăмăр. Пĕтĕм часть вăрмана куçрĕ. Командирсен арăмĕсемпе ачисем упăшкисемпе, ашшĕсемпе йĕре-йĕре уйрăлаççĕ. Ир енне Германи енчен пирĕн паталла вĕçсе килекен хĕреслĕ самолетсен сасси кĕрлеме пуçларĕ. Кĕçех пирĕн казармăсем, танксен паркĕ çине бомбăсем шăхăрса тăкăнма тытăнчĕç. Эпир юратса пурăннă лăпкă вырăнта вут ялкăшма пуçларĕ. Пăхма хăрушă! Çĕр çунать, чĕре çунать. Çапла эпир, малтисем, вăрçă вутне кĕрекен пĕрремĕш салтаксем пултăмăр
Часах пире нимĕç чаçĕсене малалла кайма чарма, вĕсене пĕтерме приказ пачĕç. Кашни салтак хăй вырăнне йышăнчĕ. Акă аслă çулпа мотоциклсем çине ларнă нимĕçсен пехоти, бронемашинăсен колонни тупписене каçăртса нимрен хăрамасăр кĕрлеттерсе килет. Йытта йытă вилĕмĕ! Нимĕçсен бронемашинисене пĕтерме бронебойнăй снарядсем хута кайрĕç. Тăшмансенчен нумайăшĕ хăй вилĕмне тупрĕ. Вут хыпса илнă машинăсенчен тухса аманнисем пиçсе çитнĕ ыраш пуссине тарса пытанчĕç. Çапăçу шăпланнă хыççăн эпир нимĕçсен бронемашинисене тĕрĕслеме кайрăмăр. Пĕрин ăшĕнче аманнă нимĕç юн юхтарса выртать. Хăй пысăк, кĕрнеклĕ, хĕрлĕ çÿçлĕ. Чакăр куçĕсем пирĕн çине тискеррĕн пăхаççĕ, "руссише швайн!" тесе кăшкăрать тата. Пирĕнтен пĕри ăна тарăхнипе персе пăрахасшăнччĕ, анчах лейтенант чарчĕ: "Хăй суранĕсемпех тертленсе вилтĕр", – терĕ..."
Вăраха кайнă вăрçăн тĕрлĕ çапăçăвĕнче пулнă Иван Герасимович. Кунĕн-çĕрĕн чĕптĕм куç хупмасăр ирттернĕ тарлă-юнлă вăхăтсем, Дубно хулинчи (Хĕвел анăç Украина) чуна витернĕ "тамăк хуранĕ", асаплăх тыткăнĕнче нушаланни нихçан асран тухас çук.
Тăван яла 1946 çулта çулла таврăнать Иван Герасимович. Вилĕме куçран пăхнă çын кашни çĕнĕ куна хаклама пĕлет - тÿрех мирлĕ ĕçе кÿлĕнет, шкулта ĕçлеме пуçлать. Хăрах алăпа тĕвĕ салтма та йывăр тенĕ - мăшăр кирлĕ. Карăклă шкулĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентекен Лидия Павловна Строгановăпа 1948 çулта пĕрлешет. Хăтлă кил-çурт çавăрать çамрăк мăшăр, пилĕк ача пăхса çитĕн-терет. Иван Герасимович Чулхулари аслă шкулта вĕреннĕ чухне Лидия Павловна йывăрлăхсенчен хăрамасăр çемье лавне чăтăмлăн туртнă. Каçсерен хĕрлĕ кăранташĕ вĕренекенсен тетрачĕсем çинче йĕр йĕрленĕ. Пĕрремĕш класс ачисене сас палли çырма, вулама вĕрентнĕ, вĕсемпе уроксем хыççăн юлса ĕçленĕ. Лидия Павловна вулама-çырма, шутлама хăй вĕрентнĕ ачасем кайран кун-çулăн йĕвенне çирĕп алăпа тытнине курсан вĕсемшĕн савăннă. Ĕçчен пуçа та канăç кирлĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ тивĕçлĕ канăва тухни нумай пулать ĕнтĕ.
"Пĕр кăмака умĕнче икĕ хĕрарăм валли вырăн çук тенипе эпĕ килĕшместĕп,– тет Герасимовсен кинĕ Маргарита Михайловна. - 30 çул ĕнтĕ эпĕ хуняма-хуняçапа пурăнатăп. Хам та учитель пулнă май, мана çĕн кил-йыша хăнăхма йывăрах пулмарĕ. Тÿрех пĕр чĕлхе тупма пултартăмăр, пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшрăмăр. Çак çемьере вĕсен хушшинче ăнсăртран пĕрре кашăк-чашăк шакăртатнине пĕрре те курмарăм. Пĕтĕм ĕçе пĕрле шăкăлтатса калаçса тăваççĕ, пĕр-пĕрин кăмăлне тивĕçтерме тăрăшаççĕ, кашниех мăшăрĕн паха енĕсене палăртма пăхать. Çывăх çынсем хăйсене çавăн пек ăшшăн тытни пирĕншĕн те, мăнукĕсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем çине пăхса ачасен культури аталанать. Лидия Павловнăпа Иван Герасимович мана перекетлĕ пурăнма вĕрентрĕç, хама çын умĕнче танлăн тытма пултаратăп. Вĕсене курса çемьен ырă йăлисене манăçтармастăп, туллин тытса пыма тăрăшатăп.
2008 çулта хунямапа хуняçа пĕрле пурăнма пуçланăранпа 60 çул çитнине паллă турăмăр - изумруд туй пулчĕ вĕсен. Кăçал февраль уйăхĕнче Иван Герасимовичăн 90 çулхи юбилейĕнче уяв кĕреки пуçтарса савăнтăмăр. Чун-чĕререн тухакан сăмахсем, ăшă кулă ватăсен кăмăлне çĕклерĕ. Умра - куç тулли 5 ачи, 8 мăнукĕ, мăнукĕсен ачисем тăваттăн. Мăнукĕсем те йăхне пĕлмен Ивансем пулса ÿсмеççĕ, час-часах ялта пулаççĕ. Çамрăк ăрушăн юратнă çынсем патне кайма тавра çул та çывăх. Ватлăх кунăн чир нумай пулин те, пире шеллесе ассăн сывлаччăр та пирĕн тавра кăна кускалаччăр тесе пурăнмаççĕ вĕсем, çыннăн ыр кăмăлĕпе усă курма хыпăнмаççĕ".
Кашни çулах Майăн 9-мĕшĕнче вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умне орденĕсемпе медалĕсене йăлкăштарса ветерансем тухаççĕ, Тăван çĕршыв гимнĕ янăраса каять, ватă салтаксем вăрçă çинчен калаçаççĕ. Çулсерен сахалланса пыракан ветерансем хушшинче анлă тавра курăмлă, пысăк культурăллă Иван Герасимовича куратăп, вăл ырă сывлăхлă пулнăшăн савăнатăп. Вăрçăпа ĕç ветеранне малалла пурăнма канăçлăх, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, сывлăх сунатăп.
Г.ДУНАЕВА. Карăклă шкулĕ.