АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔТĔМĔШЛЕ ĔÇ СТАЖĔ – 67 ÇУЛ

30 апреля 2010 г.

Зоя Степановна Цветкова 1929 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. 1937 çулта унăн ашшĕне репрессиленĕ, 1940 çулта амăшĕ çĕре кĕнĕ. Çапла Зоя вунă çултах тăлăха юлнă. Вĕсем пилĕк пĕртăван çитĕннĕ, асли пулнă май хĕрупраçăн кĕçĕннисене те пăхмалла пулнă.

Ĕçчен хĕр вăрçă вăхăтĕнче тăван колхозра вăй хунă. Тыл ĕçченĕ халĕ çулсерен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн саламне илет. 1951 çулта Зоя Степановна географи учителĕсене хатĕрлекен курссенчен вĕренсе тухнă, 1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологи факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.

Вĕрентекен 1950 çултан пуçласа 1986 çулччен Сухайкасси шкулĕнче ĕçленĕ. Ăна шкул пахчине шанса панă пулнă. Зоя Степановна лартнă улмуççисем шкул садне халĕ те илем кÿреççĕ, çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ пахча-çимĕç ÿстермен-ши Зоя Степановна! Ачасене кирлĕ витаминсемпе яланах тивĕçтерсе тăнă.

Вĕрентекене темиçе хутчен те хисеп хучĕсем парса чысланă. 1984 çулта Зоя Степановнăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.

Зоя Степановнăн хĕрĕ те, Альбина Николаевна Зиновьева, вĕрентекен профессине суйласа илнĕ. Вăл 26-мĕш çул Сухайкасси шкулĕнче ачасене математика предметне вĕрентет. Районта çеç мар, республикăра та хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. 2008 çулта районта ирттернĕ "Чи пултаруллă класс ертÿçи" конкурсра виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Цветковсен педагогика династийĕ малалла тăсăлать. Зоя Степановнăн мăнукĕ, Наталия Олеговна, Канашри 5-мĕш шкулта улттăмĕш çул тăрăшать. Вăл 2001 çулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн "Пуçламăш классенчи вĕрентÿ педагогикипе методики" уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă.

Çамрăк педагога ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те, пĕрле ĕçлекенсем те хисеплеççĕ. Наталия Олеговна тĕрлĕ конкурса хутшăнать. 2007 çулта вăл "Чи пултаруллă класс ертÿçи" конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕччĕ.

З.Цветкова Сухайкасси шкулĕнче 36 çул вăй хунă. Унăн икĕ ачипе виçĕ мăнукĕ те çак шкултах вĕреннĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Хĕрĕ те, мăнукĕ те - педагогсем. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вĕсен 67 çулпа танлашать. Кăçал авăн уйăхĕнче Зоя Степановна 81 çул тултарать. Эпир ăна çирĕп сывлăх сунатпăр.

И.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика