30 апреля 2010 г.
1932 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Юмансар ялĕнче хĕр çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна Лена ят панă. Пĕчĕклех унăн пурнăç тути-масине астивме лекнĕ. Вăрçăн йывăр та тертлĕ çулĕсенче мăннисемпе тан тырă вырнă, авăн çапнă, утă çулнă, фронтри салтаксем валли чăлха-алсиш çыхнă. Çуркунне çĕр улми ани çинче крахмал пуçтарнă, шÿрпе пĕçерсе çиме вăрманта серте, пултран, çырмасенче вĕлтрен татнă.
Лена чирпе асапланакан çынсене çав тери хĕрхеннĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ тухтăр пулас килнĕ. Ĕмĕтне пурнăçлас тесе хĕр упраç Канашри фельдшерпа акушер шкулне вĕренме кĕме хут çырса панă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен йышне кĕнĕ. 1952 çулта дипломлă çамрăк специалиста Вăтакас Татмăш ялне ĕçлеме яраççĕ. Унта ăна фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине лартаççĕ. Сăмах май, Елена çак вĕренÿ учрежденийĕнчен малтанхи кăларăмпа вĕренсе тухнисенчен пĕри.
Елена Терентьевна мĕн чухлĕ хĕрарăма ача çуратма, çынна йывăр чиртен хăпма пулăшман пуль. Шыв-шура,кутсăр-пуçсăр çил-тăмана, çумăр витререн тăкнă пек çунине, шартлама сивве пăхмасăр медицина пулăшăвĕ кĕтекен çын патне васканă. Вăл чирлисемшĕн пĕртен-пĕр шанăç шутланнă, Турă вырăнĕнчех пулнă тесен те йăнăш пулас çук. Медпункт тăватă ял çыннисене пăхса тăнă. Час-часах ферма, бригада, правлени çурчĕсене кайса тасалăх енчен мĕнле пулнине тĕрĕсленĕ. Кил тăрăх та çÿренĕ. Утçи, вырма вăхăчĕсенче хирте, йĕтемсем çинче тĕрлĕ чир-чĕр тата вĕсенчен асăрханмалли майсем çинчен лекцисем вуланă, калаçусем ирттернĕ, санитари дружинисем йĕркеленĕ, вырăнти радиоузелпа эрнере икĕ хутчен тухса калаçнă. Уйрăмах трахомăпа (куç чирĕпе) кĕрешес тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Ерекен чирсем ан сарăлччăр тесе вăй-хала шеллемен. Чирĕ йывăра кайнисене Канаша ăсатнă. Чылай чухне ку е вăл чирпе хытах аптраса ÿкнисене çул çинче машина е трактор тытса больницăна леçни пайтах пулнă. Вăхăтра çитернипе миçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварман-ши.
Ял çыннисем эмел шыраса ан хăшкăлччăр тесе Елена Терентьевна фельдшерпа акушер пунктĕнче пĕчĕк аптека уçнă. Эмелĕсене кашни эрнерех Канаша кайса илнĕ. Ун чухне хальхи пек автобуссем çÿремен. Ирех 6 çухрăмра ларакан Ачча разъездне тухса утнă. Унтан вара пуйăспа – Канаша.
Ĕлĕкрех хĕрарăмсем ача нумай çуратнă. Чылайăшĕ Елена Терентьевна тăрăшнипе çут тĕнчене килнĕ. Ачисене Лена тесе ят парса тав тунисем мĕн чухлĕ тата. Ăна ялта хисеплесе ватти-вĕтти тухтăр Лена тесе чĕннĕ. Е. Григорьевăна хисеплени, шанни ăна ял Совечĕн депутатне суйлани те лайăх çирĕплетет. Хĕрарăмсен канашне ертсе пыма та ăна шаннă. Колхозри, ялти мероприятисене вăл хутшăнманни питĕ сайра пулнă. Юрлама-ташлама та ăста. Çак пултарулăха вăл кÿршĕ ялсенчи клуб сценисем çинче те кăтартнă, çĕр ĕçченĕсен кăмăлне çĕкленĕ.
1954 çулта Елена ялти хастар каччăна Леонида качча тухнă. Григорьевсем ултă ача çуратса ÿстернĕ: пилĕк хĕрпе пĕр ывăл. Тĕпренчĕкĕсем амăш ĕçне курса ÿснĕ. Тăватă хĕрĕпе ывăлĕ Канашри медицина училищин фельдшер уйрăмĕнче медицина пĕлĕвĕ илнĕ. Аслă хĕрĕ Роза район больницинче медсестрара ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Людмила – Çĕнĕ Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн фельдшерĕ, Лирăпа Игорь – район больницин Вăтакас Татмăшри участокĕн фельдшерĕсем. Кĕçĕн хĕрĕ Олимпиада экономист ĕçне суйласа илнĕ.
Елена Терентьевнăн кĕрÿшĕ Петр Константинов 30 çул ытла медицинăра тăрăшнă. Чылай çул Татмăшри участокри больницăн тĕп врачĕнче ĕçленĕ. Канашри медицина училищин директорĕнче вăй хунă. Кинĕ Эвелина Анатольевна 18-мĕш çул – ялти больницăн медицина сестри. Наталия, Андрей, Олеся мăнукĕсем – врачсем.
Елена Терентьевнăн çывăх тăванĕсенчен 17-ĕшĕ медицина профессине суйласа илнĕ. Династи пуçĕн тата вĕсен тăванĕсен стажĕсене хушсан 332 çул пулать. Вĕсенчен нумайăшĕн ĕçне Хисеп тата Мухтав хучĕсемпе палăртнă, парнесем парса хавхалантарнă.
В.АЧЧА.