30 апреля 2010 г.
Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 268 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 134-шĕ çеç каялла таврăннă. Шел, вĕсем те çулран-çул сахаллансах пыраççĕ. Халĕ Ăвăспÿрт ялĕнче икĕ вăрçă ветеранĕ пурăнать.
Вĕсенчен пĕри – Михаил Иванович Иванов. Вăл 1922 çулта çуралнă. 1941 çулта çурла уйăхĕнче хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Михаил Иванович Мускав облаçĕнчи Волоколамск хулинчен пуçласа Берлина çитнĕ, тăшмансене хирĕç артиллерист пулса çапăçнă. Вăрçăра икĕ хутчен аманнă, контузи илнĕ. Берлинтан М.Иванов тÿрех тăван киле таврăнайман, икĕ çула яхăн генералсен ресторанĕнче повар пулса ĕçленĕ.
Салтак килне 1947 çулта çаврăнса çитнĕ. "Хĕрлĕ Çăлтăр" тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕсене, 18 медаль илме тивĕç пулнă.
Вилĕмпе темиçе хутчен те куçа куçăн тĕл пулнă вăл. Мĕнле йывăр пулсан та тÿснĕ, ыррине шаннă. Иртнĕ вăрçă çулĕсене Михаил Иванович халĕ те куççульсĕр аса илеймест.
М.Иванов Аслă Çĕнтерĕве кăçал 65-мĕш хут кĕтсе илме хатĕрленет. Вăрçă ветеранĕсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕ калать.
Е.ПАВЛОВА, ялти библиотека заведующийĕ.