АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫРУРИ ЮЛАШКИ СĂМАХСЕМ - "ПЫСĂК ПУЛ, ЫВĂЛĂМ"

30 апреля 2010 г.

Вăрçă пуçланнă вăхăта лайăх астăватăп. Эпĕ ун чухне çиччĕре пулнă. Атте, ял Совечĕ хушнипе, патшалăх вăрманне касатчĕ. Ун чухне эпĕ çĕршыв çине йăтăнса аннă инкекĕн мĕн пур хăрушлăхне ăнланса та илмен пулĕ. Анчах çынсем хумханса ÿкни паянхи кун та куç умĕнче, çав туйăм вара халĕ те асрах.

Хĕвеллĕ çĕртме уйăхĕн юлашки кунĕсем. Ытти чухне ялта яш-кĕрĕм каçсерен вăййа тухатчĕ, хĕрсен савăнăçлă юрă кĕвви ял тăрăх саланатчĕ. Часах вĕсен хаваслă юрри вырăнне хурлăхлă салтак юррисем илтĕнме пуçларĕç.

Арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта туха-туха кайрĕç. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме каякан аттесемпе пиччесем ял халăхĕпе сывпулашнă чухне çĕнтерÿпе таврăнма сăмах паратчĕç. Çав хăрушă вăрçă тăватă çул таранччен тăсăласса никам та пĕлмен. Часах ман аттен те фронта кайма ят тухрĕ. Ăна вăрман каснă çĕртен чĕнсе илчĕç. Тăвансемпе ял-йыш ăсатма пухăннăччĕ. Сывпулашнă чухне атте мана пуçран ачашларĕ те шухăша кайса: "Ну, ывăлăм, пысăк пул. Аннÿне пулăш", – терĕ.

Йăлмачча ялĕнчен çак хаяр вăрçăра 187 арçын алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçнă. Ялти мĕн пур ĕç хĕрарăмсемпе ватти-вĕтти çине тиеннĕ. Вăкăрсемпе тата ĕнесемпе çĕр сухаланă, сÿрелесе тырă акнă. Ирхи шуçăмпа ура çине тăрса сĕм çĕрлеччен вăй хунă. Вăхăчĕ пур-пĕр çитсе пыман. Кăнтăрла тырă вырнă, каçхине авăн çапнă. Халĕ шутлатăп та тĕлĕнетĕп: çак пĕтĕм йывăрлăха мĕнле тÿссе ирттернĕ-ши ял-йыш;

Фронта кайнă арçынсен ĕç вырăнĕсене вĕсен арăмĕсем йышăннă. Тĕслĕхрен, Е.Иванова, А.Тихонова, А.Иванова уй-хир бригадирĕсем пулса вăрçă чарăничченех ăнăçлă ĕçлесе пычĕç. Салтак арăмĕсем каçсерен чăлха-нуски çыхатчĕç, кĕпе-йĕм çĕлетчĕç, фронта ăсатма посылкăсем хатĕрлетчĕç.

Вăрçă хирĕнчен килекен çырусене чăтăмсăррăн кĕтнĕ, пĕрле пухăнса вуланă. Кашни хаваслă хыпар ял çыннисене хавхалантарнă. Анчах та почтальон кашни кунах савăнăçлă хыпарпа килмен çав. Хурлăхлă хыпарсем те чун-чĕрене сахал мар ыраттарнă. Аннесен куçĕсенчен вĕри куççулĕ хура çĕр çине сахал мар сăрхăннă.

Тăшман Мускав патне çывхарсан ялти хĕрсемпе хĕрарăмсене тата салтака кайма çул çитмен 15-16 çулти çамрăксене Тăвай районне окопсем чавма илсе кайнă. Çанталăк çав çулхине питех те сивĕ тăнă. Тăшмантан хÿтĕленмелли окопсене лумсемпе таккаса тата пуртăсемпе касса чавнă. Йывăр пулнă, шăла çыртса ĕçленĕ, анчах пĕри те кутăнланман.

1942 çул. Çулла. Яла аманнă салтак Енох Иванович таврăнчĕ. Тăван киле ăна сывалма янă пулнă. Кĕркунне, ачасем шкула çÿреме тытăнсан, ăна çар ĕçне вĕрентме чĕнчĕç. Пĕр хушă вăл ял Совет ертÿçинче тимлерĕ. Халăх ыйтнипе колхоза та ертсе пычĕ. Йывăр вăхăт пулнине пăхмасăр выçăпа аптăранă ял халăхне кăштах та пулин тырă валеçсе пама майне тупатчĕ.

Каярах аманнă салтаксем яла тата та киле пуçларĕç. Манăн атте, Василий Тихонов, вăрçăран таврăнаймарĕ. Вăл Çурçĕр Кавказра çапăçнă. Хăйĕн юлашки çырăвĕнче: "Пуç тăрринче хура кураксем вĕçеççĕ, тăшмана хăвалатпăр" тенĕччĕ.1943 çул пуçламăшĕнче унтан урăх пĕр сас-хура та пулмарĕ. Унăн юлашки сăмахĕсене: "Пысăк пул, ывăлăм", – тенине эпĕ нихăçан та манмастăп.

Анне вара хăй мĕн виличченех атте киле таврăнасса кĕтрĕ. Кĕтсе илеймерĕ.

Çĕнтерÿ тунăранпа 50 çул çитнĕ тĕле кăларнă "Астăвăм" кĕнекере пирĕн аттене Тверь облаçĕнчи Нива-Невельский районĕнчи Титовка ялĕнчен 700 метрта пытарнă тесе çырнăччĕ. Эпĕ çав адреспа 2003 çулта ял администраци ячĕпе çыру ятăм. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, хурав килчĕ. "Ку тăрăхра вăрçă пулман" текен справка иккен конвертра. Çавăн хыççăн аттен кун-çулне урăх тĕпчемен.

2009 çул вĕçĕнче манăн мăнукăм Александр, вăл Шупашкарти политехника институтĕнче вĕренет, аслашшĕн кун-çулĕпе кăсăкланма пуçларĕ. Çак тĕллевпе вăл интернетпа усă курчĕ. Атте вилнĕренпе 67 çул иртнĕ пулин те шырав ăнăçлă вĕçленчĕ. "Хĕрлĕ армеец, Тихонов Василий Тихонович, 1905 çулта çуралнă. Фронта Канашри çар комиссариатĕнчен кайнă. Арăмĕ – Анна Николаева. В.Тихонов нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче вилнĕ, ăна Краснодар крайĕнчи Адыгей Республикине кĕрекен Лакшукайрян аулĕ çывăхĕнче пытарнă. Вăл тинĕс çар пехотинецĕ пулнă", – тесе хыпарларĕç.

Çак хыпара илнĕ хыççăн атте çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тĕллевпе Лакшукай аулĕн администрацине çыру ятăм. Хуравĕ хăйне вăрах кĕттермерĕ. Вăрçă хыççăн çав тăрăхра чылай улшăнусем пулса иртнĕ иккен. Таврари 13 аула пĕр вырăна пĕрлештерсе Адыгейск хулине туса хунă. Çырăва Адыгейск хула пуçлăхĕ Н.Н.Гатагу алă пуснă. 1969 çулта çак хула таврашĕнче пынă çапăçусенче пуçĕсене хунă воинсене асăнса мемориал комплексĕ туса лартнă. Унта 567 салтакăн ятне вулама пулать.

"Пирĕн патăмăра çулсеренех çĕршывăн кашни кĕтесĕнчен хăйсен тăванĕсене асăнма, Çĕнтерÿ кунне уявлама çынсем йышлăн килсе çÿреççĕ. Сире те хаваспах кĕтетпĕр", – тенĕ çырура хула пуçлăхĕ.

Хаяр вăрçă çулĕсем хыçа юлса пыраççĕ пулин те чĕререн тухмаççĕ. 67 çул иртсен аттен шăпипе паллашма пултарнишĕн чунтан савăнатăп.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика