АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНАШРА ПАТТĂРА МАНМАÇÇĔ

28 апреля 2010 г.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче эпир Тăван çĕршыва фашистсенчен тасатса ирĕке кăларнă паттăрсене чыслатпăр. Анчах та кашнине ятран асăнса тухма май çук, хăрушă вăрçă чылайăшне хыпарсăр çухатнă, унтанпа çулĕ те чылай иртсе кайрĕ. Историри паллă пулăмсем те пĕчĕккĕн манăçа тухса пыраççĕ.

Вăрçăччен Канашра пурăннă, кайран çĕнтерÿпе тăван хулана таврăннă Совет Союзĕн Геройĕ И.Федоров çинчен те виçĕ теçеткене яхăн никам та аса илмен. Иван Михайлович Тутар Республикинче çуралнă, унăн тăван ялĕ Чăваш Ен чиккинчен виçĕ километрта вырнаçнă.

Иван çемьере асли пулнă. Çавна май ял пурнăçĕн пĕтĕм йывăрлăхне мĕн пĕчĕкрен хăйĕн çинче туйса ÿснĕ. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынă, çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ. Амăшĕ, Наталья Ивановна, хăйсен çуртĕнчен урам урлă анчах вырнаçнă пульницара ĕçленĕскер ывăлĕн шăпине те медицинăпа çыхăнтарасшăн пулнă. Çак тĕллевпе вăл Ивана Хусана фельдшерсен шкулне экзаменсем тытма илсе кайнă. Анчах та каччă кутăна пенĕ, экзаменсем тытма кĕмен. Амăшĕ сĕнекен професси патне чунĕ выртман унăн.

1939 çулта Федоровсен çемйи Канаш хулине куçса килнĕ. Çемье пуçлăхĕ Михаил Андреевич кондитер фабрикине ĕçе вырнаçнă. Предприяти вĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Икĕ çемье валли уйăрнă барак Западный урамĕнчи 12-мĕш çурт пулнă. Каярах унта Валентинăпа Владимир çуралнă. Иванăн пĕтĕмпе виçĕ шăллĕ тата виçĕ йăмăкĕ çитĕннĕ.

Иван малалла вĕренни тата ĕçе вырнаçни паллă мар. Канаш хулинче пурăнакан пĕр ватă унпа 1-мĕш " шкулта пĕр класра вĕренни çинчен калани пур, анчах та çамрăк вунă класс пĕтермен. 1942 çулта ăна радистсене хатĕрлекен курссене вĕренме янă пулнă, авăн уйăхĕнче, 18 çул тултарсан, фронта ăсатнă.

Иван Кăнтăр Хĕвел анăç фрончĕн гаубицăпа артиллери полкне лекнĕ. Радист-корректировщик тăшмана тĕл лектермелли координатсем парса тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче виçĕ хутчен аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă.

1943 çулта Иван 3-мĕш Украина фронтĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Днепр тата Свирь шывĕсемшĕн пыракан çапăçусене тата тĕрлĕрен операцисене хутшăннă.

1944 çулти раштав уйăхĕнче пирĕн салтаксем Будапешт çывăхне çитнĕ, тăшман Дунай леш енче вырнаçса ларнă пулнă. Фашистсене тĕл лектерес тĕллевпе юхан шыв урлă каçма тивнĕ. Иван тепĕр икĕ салтакпа кимĕ çине ларса задание пурнăçлама тухнă. Анчах та çывăхра снаряд çурăлнипе кимĕ путнă, радистсем пăрлă шыва кĕрсе ÿкнĕ. Иван ишсе тухнă çеç мар, рацие те çăлса хăварнă. Каярах хамăрăннисене тăшман çинчен тĕрĕс сведенисем панă. Çакă сахал çухатусемпе тата кĕске вăхăтра Будапешт çывăхĕнчи тăшмана çапса аркатма май панă. Çирĕм çулти Ивана Дунай çинче паттăрлăх кăтартнăшăн 1945 çулти пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.

Иван тăван тăрăха 1947 çулта çеç таврăннă. Пĕччен мар, çамрăк арăмпа Валентинăпа. Тÿрех кондитер фабрикине ĕçе вырнаçнă. Анчах та Канашра чылай вăхăт хушши пурăнма май килмен, çамрăк çемье Мускав облаçĕнчи Павловский Посад хулине тухса кайнă. Мăшăрĕ шăпах çав хуларан пулнă. Унта вĕсен ывăлпа хĕр çуралнă.

1969 çулта Иван Михайлович Канаш хулине килсе кайнă, йăмăкĕсемпе тата тăванĕсемпе тĕл пулнă. Анчах та тепĕр çулталăк çурăран ÿпке ракне пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Вăл 46 çулта пулнă.

Паттăра Канашра манмаççĕ, И.Федоров сăн ÿкерчĕкне краеведени музейĕнче Совет Союзĕн Геройĕсене халалласа вырнаçтарнă стенд çинче те курса паллашма пулать. Çакăн пек стенд хула администрацийĕн архивĕнче те пур.

С.МАКСИМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика