АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НИМĔÇ ТАНКĔСЕНЕ АРКАТНĂ

28 апреля 2010 г.

Пирĕн атте, Владимир Тихонович Тихонов, Вăрман Енĕш ялĕнче 1903 çулта çуралнă. Тăван ялта колхоз йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри пулнă вăл. Каскалама уйрăмах юратнă. Атте çил арманĕсем ăсталанине таврара пурăнакан ватăсем халĕ те лайăх астăваççĕ. "Свобода" колхоз вĕренме янă направленипе В.Тихонов хурт-хăмăр ăсталăхне алла илнĕ. Утарçă пулса фронта кайичченех тăрăшнă.

Владимир Тихонович Чулхула облаçĕнчи Гороховецк çар лагерĕнче танксене хирĕç перекен оружисенчен (ПТР) тĕл пеме вĕреннĕ, наводчик специальноçа алла илнĕ. 1941 çулти авăн уйăхĕнче фронта лекнĕ. Кăнтăр Хĕвел анăç фрончĕн 28-мĕш çарĕн, 169-мĕш стрелковăй дивизийĕн 556-мĕш стрелковăй полкĕн ПТР ротинче тăшмана хирĕç çапăçнă.

"... 1942 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Кăнтăр Хĕвел анăç фронтĕнчи çарсем наступлени пуçланă. Çапăçусен пĕрремĕш виçĕ кунĕнче тăшман оборонине татса пирĕн салтаксем 18-50 км чухлĕ малалла куçнă. Анчах та иккĕмĕш эшелонри çарсем çапăçăва юларах кĕнĕ, çавна май наступлени хăвачĕ чакнă. Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче тăшман çарĕсем хирĕç наступление тухнă, пирĕн вăйсăрланнă çарсем чакма пуçланă. Вĕсене çавăрса илес хăрушлăх тухса тăнă", – çапла çырнă 1985 çулта пичетленсе тухнă Совет Энциклопедийĕнче.

Владимир Тихоновпа пĕр полкра тăшмана хирĕç çапăçнă Владимир Харазия абхазец аса илнинчен: "Харьков çывăхĕнчи çапăçусенче ахаль салтакран пуçласа командир таранах пурте пысăк паттăрлăх кăтартнă. Мĕнле пулсан та рубежа сыхласа хăварса нимĕçсен танкĕсене хирĕç тăнă.

– Эпир броня çĕмĕрекенсем, – тăванĕсене çырса пĕлтернĕ В.Тихонов, – тăшман танкĕсене тĕп тăвас тĕллевпе уçă позицисенчен "çулăм тăкатпăр". Вĕсем вара кунта темиçе çĕр ытла... Çав тимĕр куписем пирĕн çине тĕллесех килетчĕç. Хăш-пĕр салтаксем тÿсейменнипе каялла шăватчĕç. В.Тихонов салтак пĕр шиксĕр хăйĕн вырăнĕнчех юлчĕ.

1942 çÿлхи çу уйăхĕн 16-мĕшне питĕ лайăх астăватăп. ПТР ротин командирĕ Владимир Тихонова 1-мĕш стрелковой ротăн сулахай флангне ячĕ. Çак ушкăна эпĕ те лекрĕм. Ирхине ултă сехетре нимĕç танкĕсем курăнма пуçларĕç. Моторсен сасси ÿссех пычĕ. Пирĕн батальон патне çитесси 400 метр çеç юлчĕ. Танксем малалла куçнă май туписенчен персех пыраççĕ. Снарячĕсем çывăхрах çурăлаççĕ. Çак самантра эпир те хирĕç пеме тытăнтăмăр. Акă, пĕр машинăна çулăм ярса илчĕ. Кĕçех ыттисене ĕшелеме пуçларăмăр. Вĕсем 3-мĕш батальон еннелле пăрăнса кайрĕç, унта танксене артиллеристсем кĕтсе илчĕç.

– Ку танка кам персе аркатрĕ; – ыйтрĕ каярах командир.

– Эпир, аслă лейтенант юлташ, – пуриншĕн те хурав пачĕ Тихонов.

Тепĕр кунхине тăшман енчен тата ытларах танк килчĕ. Эпир васкаса йывăç çуртсенче позици йышăнтăмăр. Кун пек лару-тăру В.Тихонова та килĕшмерĕ, анчах мĕн тăвăн-ха.

Вăрман хĕрринче кĕпертен инçех те мар танксем курăнса кайрĕç. Вĕсем кĕпер урлă каçса каясшăн ĕнтĕ. Пирĕн хыçра пехота, артиллеристсем килсе çитеймен-ха.

– Вилетĕп, анчах та фашистсене ирттерсе ямастăп, – тĕв турĕ Тихонов. Чÿрече янаххи çине пăшал вырнаçтарса тăшман машинисем çине тĕллерĕ. Вăл хăйĕн тăван килне аса илчĕ, çакă унăн чунне тата та пăлхатрĕ.

– Иртсе каяççех-ши вара;

Эпир пурте çапăçăва хатĕрлентĕмĕр. Çакăн чухлĕ танкпа эпир халиччен тĕл пулманччĕ. Вĕсем ял çине вут-хĕм сапса кĕпер еннелле çул тытрĕç, пĕчĕккĕн çывхарса пычĕç.

– Ирттерсе çеç ярас марччĕ!

Владимир Тихонов малти танка персе юрăхсăра кăларчĕ, унтан чи хыçалта пыраканни çине çулăм тăкма тытăнчĕ. Тăшман салтакĕсем пире асăрхарĕç, халĕ эпир, çуртсенче ларакансем, мишень пулса тăтăмăр. Командир хушăвĕпе çуртсенчен урăх вырăна куçма пуçларăмăр. Тихонов вырăнтан та хускалмарĕ.

Çурт стенисем силленсе илчĕç. Тăшман снарячĕ Тихонов вырнаçса ларнă çурт тăррине лекрĕ. Улăм тăрă çунма пуçларĕ. Акă вут-çулăм стенасем çине куçса пырать. Тĕтĕмпе чыхăнакан паттăр пур-пĕр пеме чарăнмарĕ. Каярах вăл хыçалта пыракан танка юрăхсăра кăларчĕ те пирĕн патне шума пуçларĕ...

Харьков облаçĕнчи Веселое ялĕшĕн пынă çапăçăва Иван Васильевич Шевченко, вăл Одесса хулинче пурăнать, çапларах аса илет:

– 1942 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче тăшманăн вăйлă çарĕсем хĕснипе пирĕннисем чакма пуçларĕç. Веселое ялĕ çумĕнче эпир санитарсен урапине асăрхарăмăр, вăл тыла кайма хатĕрленет. Пĕр йывăр аманнă салтака юлташĕ йăтса пыратчĕ. Эпĕ ăна урапа çине илсе хума пулăшрăм. "Кам вăл;", – тесе ыйтрăм. "Тихонов, манăн ентеш. Ĕнер нимĕçсен икĕ танкне персе аркатаканни..."

Кăштах вăхăт иртсен санитарсем тыл еннелле тапранчĕç, эпир çапăçăва хатĕрленме пуçларăмăр. Тепĕр пĕртакран нимĕç танкĕсем флангран кĕрсе пирĕн чаçе çавăрса илнине пĕлтерчĕç. Мĕнле пулсан та çак ункăран хамăрăннисем патне "çĕмĕрсе" тухма приказ пулчĕ. Çав самантра эпир тыл еннелле куçакан санитарсен урапин синкерлĕ шăпине асăрхарăмăр, ун урлă тăшман танкĕ каçса кайнă иккен. Санитарсем тата аманнисем хушшинче те чĕрĕ юлнисем çук... Вилнисен хушамачĕсене тупса палăртма тата вĕсене пытарса хăварма пирĕн вăхăт юлмарĕ. Çакна калама пултаратăп, вилнисен хушшинче Владимир Тихонов ÿтне палласа илтĕм...

Эпир тăшман ункине татса хамăрăннисем патне васкарăмăр.

Полк батарейин взвод командирĕ пулнă Андрей Семенович Бордак, вăл Полтава облаçĕнчи Россошеницы салинче пурăнать, пĕлтернĕ тăрăх, çак хаяр çапăçусенче полк штабĕн начальникĕ тата командир пуçне хунă. Нимĕçсен авиацийĕ килсе çулăм тăкнă хыççăн штабри пур документ та çунса кайнă. Çавна май В.Тихонов вилни çинчен çемйине вăхăтра пĕлтерме май килмен.

Атте фронтран янă çырусем паянхи кунчченех сыхланса юлнă.

"... Тинтерех кăна тăшман атакине сирсе ятăмăр. Вырăнĕ лайăх, тавралла çырмасем, вĕсем пире пулăшса пыраççĕ те. Çырма тĕпĕнче ларатпăр. Анчах кунта та фашистсен самолечĕ пирĕн çийĕн явăнать. Пуля котелока лекрĕ те шăтăкран манăн пĕтĕм апат юхса тухрĕ. Тĕлĕнмелле, малтанхипе танлаштарсан шикленÿ туйăмĕ пĕрин те çук. Кĕçех эпир атакăна каятпăр..."

"... Хамăн ПТРтан икĕ нимĕç танкне юрăхсăра кăлартăм, ку халлĕхе Çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан манăн пысăках мар çитĕнÿ. Вĕсен шутне тата та ÿстересшĕн..."

"...Дарья, пирĕн ачасене упра, тен, санăн вĕсене пĕчченех ура çине çĕклеме тивĕ. Пирĕн кунта тавралла хаяр çапăçусем пыраççĕ, нумай тус-юлташа çухатрăмăр. Хамăн тăватă ывăлăн çутă малашлăхĕшĕн эпĕ юлашки юн тумламĕччен çапăçма хатĕр..."

Аттепе пĕр полкра тăшмана хирĕç çапăçнă юлташĕсем каласа панинчен çакă паллă: В.Тихонов тан мар çапăçура Харьков облаçĕнчи Веселое яла ирĕке кăларнă чухне паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Пĕтĕмпе икĕ танк мар, тăшмансен пилĕк танкне персе аркатнă.

Пире – тăватă ывăла анне, Дарья Андреевна, пĕччен пăхса çитĕнтернĕ. Çавăн пекех вăл колхоз ĕçне те хастар хутшăннă. Ăна "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн" медаль парса чысланă.

Эпир, салтак ачисем, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсрĕмĕр. Асли, Геннадий, Патшалăх хăрушсăрлăхĕн комитечĕнче ĕçлерĕ. Иван вырăнти ял совечĕнче экономист пулса тăрăшрĕ. Николай "Знамя", "Свобода" колхозсене ертсе пычĕ. Эпĕ, Анатолий, аспирантурăран вĕренсе тухнă хыççăн кандидат, каярах биологи наукисен докторĕ пулса тăтăм.

В.Тихоновăн мăнукĕсем те çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Владимир (Анатолий ывăлĕ) ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Алексей (Геннадий ывăлĕ) медицина наукисен кандидачĕ, Владислав (Иван ывăлĕ) ял хуçалăх кооперативне ертсе пырать, Андрей (Иван ывăлĕ) педагог, Ямаш шкулĕн директорĕн çумĕ. Мăнукĕсен ачисем халлĕхе вĕренеççĕ-ха.

Ывăлĕсемпе мăнукĕсем Харьков облаçĕнчи Веселое салинчи ашшĕн вил тăприйĕ çине кайсах çÿреççĕ. Тăванла масара унта пурăнакан ырă чунлă çынсем пăхса, тирпейлесе тăраççĕ.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мускав хули.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика