АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ ĔÇЕ ЫРĂ ХАК ПАРАСЧĔ

28 апреля 2010 г.

Кăçалхи февраль уйăхĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Софроновăн ячĕпе çыру килнĕ. Ăна Мускав облаçĕнчи Подольск районĕнче пурăнакан А.Петров çырнă. "Хисеплĕ Владислав Васильевич! Эпĕ, сирĕн ентеш, Уçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Константинович Петров, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май пирĕн тата пирĕн ачасемпе мăнуксен пуласлăхĕшĕн фронтра пуç хунă ентешсене асра тытса пысăках мар пулăшу кÿресшĕн. Уçырмари фронтовиксен тата тылра ырми-канми ĕçленĕ аннесемпе аппасен ячĕпе асăну палăкĕ уçасшăн. Сирĕнтен палăк лартмалли вырăна палăртма ыйтатăп. Укçа-тенкĕ тăкакĕсене хам çине илетĕп", – тенĕ çырура.

Кун пек сĕнĕве, паллах, ырламасăр тăма май çук. Уçырмари культура çурчĕ умĕнче пулнă малтанхи палăк вырăнне халĕ çĕнни çĕкленет. Унта паян ĕç вĕресе тăрать тесен пĕртте йăнăш мар. Палăкăн никĕсне вырнаçтарнă, сăрă гранит çыпăçтарса çавăрнă, пĕчĕк тимĕр карта тытнă. Çакна та асăнса хăварам, палăка тунă çĕрте Шупашкар хулинчи "Минерал" строительство фирми ĕçлет. Унăн ертÿçи – Сергей Алексеевич Степанов. Вăл профессийĕпе строитель. Владимир Кузнецов камнетеспа фасадсем тăвакан монтажник Игорь Иванов кĕске вăхăтрах пысăк ĕç тунă. Сăмах май, "Минерал" фирма Шупашкарти В.И.Чапаевăн палăкне, хулари çĕр айĕпе каçмалли çулсене юсаса çĕнетнĕ, Çветтуй Татиана чиркĕвне хута янă çĕрте ĕçленĕ. Сочи, Чулхула, Йошкар-Ола тата ытти хуласенче строительство ĕçĕсене пурнăçлать.

Çĕнĕ палăк патне илсе пыракан çулсене брусчатка сарса якатнă. Кунта Канаш çыннисем ĕçлеççĕ. Эрнекун, апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне строительство ĕçĕсене вĕçлесе палăк тавралла хăтлăх кÿме тытăнма палăртатчĕç строительсем. Ку таранччен пуçăннă та пулĕ. 4,5 метр çÿллĕш стела çине вăрçă хирĕнче пуç хунă 147 паттăр ятне çырнă. Пĕр сăмахпа, сăваплă вырăн çĕнĕ, илемлĕ сăн илет. Палăртса хăварам, палăка майăн 8-мĕшĕнче 11 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Ăна уçнă çĕре Мускавран сумлă хăнасен пысăк ушкăнĕ килет.

"Мĕншĕн Петров пĕр палăк пур çинчен теприне тума шутланă; Кивви те япăх марччĕ-çке", – теекен тупăнатех. Анатолий Константинович Петров Мускав тăрăхĕнчи Подольск хулинче "Строитель-плюс" тулли мар яваплă пĕрлĕхе ертсе пырать. Унăн ашшĕ Константин Петрович Петров вăрçă участникĕ, гварди капитанĕ пулнă. 1918 çулта çуралнă. 1938-1946 çулсенче салтакра службăра тăнă. 1939 çулта Хĕвел анăç Украинăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçă çулĕсемпе Кировоградран пуçласа Австрин тĕп хули – Вена патне çитиччен утса тухнă, ял-хуласене ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Румыние, Венгрие, Чехословакие, Австрие нимĕç фашисчĕсенчен тасатма пулăшнă. Уйрăмах Братислава хули патĕнчи çапăçура палăрнă. Вăрçă хирĕнче Константин Петрович урăх чаçре службăра тăнă ашшĕпе, Петр Максимовпа, тĕл пулнă, командованирен ыйтса ашшĕне хăйĕн батальонне (вăл вăхăтра К.П.Петров батальон командирĕ пулнă) хозвзводри ездовоя илнĕ. Паттăр салтак вăрçă хыççăн вăрман хуçалăх пунктĕнче тата вăрман хуçалăхĕнче бухгалтер, объездчик, завхоз пулса ĕçленĕ. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш степень тата Александр Невский орденĕсемпе, нумай медальпе наградăланă.

Анатолий Константинович пек çуралнă тăван яла мĕнле те пулин пулăшу кÿрес тесе тăрăшакан çынсем çинчен ÿпкелешсе калаçни, тем тесен те, килĕшÿллĕ мар. Çавăн пек çынсем нумайрах пулсан питĕ аван пулмалла та. Вăл палăк лартнипе кăна çырлахмасть-ха. Ял çумĕнчи тарăн çырмана тасатса унта пĕве тутарнă. Пĕве тĕпĕнче тапакан çăл куç нумай. Çулла пĕве таврашне хăтлăх кÿме, шыв шайне хăпартма палăртаççĕ. Вара ял çыннисене шыва кĕмелли, канмалли вырăн пулать. Ку пуçăну япăх-им тата; Ырламалла çеç. Пирĕн тăрăхра кунашкал пуçарусем çук та, уçырмасене ăмсанмалли кăна юлать.

Ырă ĕçе ырă хак пама пĕлмелле. Кивĕ палăка ватса-çĕмĕрсе пĕтермен. Ăна Ухмана илсе кайнă. Чечня вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартмалли палăк вырăнне унта тахçанах палăртнă. Тинех ĕç вырăнтан тапранас шанăç çуралчĕ. (Паллах, "чеченецсене" пуç таймалли палăка вырнаçтарассипе тимлекенсем хăйсем тăрăшуллă пулнинчен те нумай килет). Анатолий Константинович Петрова, унăн пуçарăвне малалла тăсакансене тав тумалли кăна юлать. Ĕçĕсем ăнса пыччăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика