АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАРЕЛИ ÇĔРĔ ÇИНЧЕ

28 апреля 2010 г.

– Шăпама çав тери тинĕспе çыхăнтарас килетчĕ. Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнчи шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Хусана кайса юхан шыв техникумне вĕренме кĕме хут çырса патăм, кирлĕ документсем тăратрăм. Мана, ялти шкулта "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕреннĕскере, экзаменсем тыттарса нушалантармарĕç – тÿрех йышăнчĕç. Хам мĕнле хĕпĕртесе ÿкнине мансăр пуçне никам та пĕлмерĕ пуль. Аттепе анне, пиччесемпе шăллăмсем, йăмăксем, вĕсем вара манăн çиччĕн пулнă, савăннипе вĕçсе кайманни çеç. Шел, ырă ĕмĕтĕме пурнăçламалли çула хăрушă вăрçă пÿлчĕ, – пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне вăрçă тата ĕç ветеранĕ М.Рахматуллин.

Вун пилĕк çулхи яш пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ: тантăшĕсемпе пĕрле çитĕннисемпе тан колхоз хирĕнче тар юхтарнă – çум курăкран тасатнă, ретсене кăпкалатнă, утă çулнă, тырă пухса кĕртнĕ, лашапа суха тунă, сÿреленĕ. Çулталăкран Миннята Комсомольскинчи машинăпа трактор паркне комбайнер пулăшуçи пулса ĕçлеме йышăннă. Йĕкĕте опытлă П.Трофимов механизатор çумне çирĕплетнĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕн чăн-чăн ăсти пулнă, техникăна алăри пÿрнисене пĕлнĕ пек пĕлнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна вăрçă пуçланнă чухнех питĕ кирлĕ специалист тесе çар хĕсметĕнчен хăтарнă. Нумай лайăххине вĕреннĕ унран Миннят – комбайнер ĕçне алла илнĕ, штурвала тытса пыма хăнăхнă.

1943 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Урмаел ялĕнчен 29 çынна Канашри пухăну пунктне янă. Вĕсем хушшинче М.Рахматуллин та пулнă. Эрнерен вĕсене вĕрентÿ чаçĕсене ăсатнă. Миннят Канашри чукун çул клубĕ пулнă вырăнтан ин-çех мар вырнаçнă снайперсен ротине лекнĕ. Снайпер пулма тÿр килмен ăна – ротăна салатса ярса Сухайкасси çывăхĕнче тăракан саппасри 357-мĕш стрелковăй полкпа пĕрлештернĕ. Рахматуллина батальон экспедиторĕн ĕçĕсене туса пыма шаннă. Кашни кунах вăл полкăн Канашра вырнаçнă штабне тĕрлĕ документсем илсе кайнă, унтан вăрттăн пакетсем, приказсем, хаçатсем, çырусем илсе килнĕ.

1944 çулхи ака уйăхĕнче полка çар эшелонĕпе Калинин облаçĕнчи Вышний Волочек хулине илсе кайнă. Çу уйăхĕнче Карели фронтĕнче Хĕрлĕ Ялавлă 310-мĕш стрелковăй дивизи составĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Свирь юхан шывĕ урлă каçнă. М.Рахматуллин пулеметпа пулнă, унăн иккĕмĕш номерĕ – пĕр ял çынни М.Акшев. Шел, Минулла Çĕнтерĕве темиçе кун кĕтсе илеймен, вăл Германире пуçне хунă. Хăйĕнпе пĕрле службăра тăнă чăваш каччине Егорова та лайăх ас тăвать ветеран. Анчах та вăл хăш районтан пулни пуçран тухса ÿкнĕ.

– Çак çапăçура пирĕн взвод командирĕ Бронский лейтенант контузи илчĕ. Командир тивĕçне хăй çине Есенев сержант йышăнчĕ. Наципе вăл те казахчĕ, те киргизчĕ. Питĕ хăюллăскерччĕ, çирĕп кăмăллăскерччĕ, чарусăр тесе те каланă пулăттăм. Çĕр çурасла урра! кăшкăрса ун хыççăн атакăна çĕклен-тĕмĕр. Чăн-чăн паттăрччĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çапăçу хыççăн унăн кăкăрĕ çинче Ленин орденĕ йăлкăшма тытăнчĕ. Свирь юхан шывăн тепĕр çыранĕнче манăн юлташăм Егоров аманчĕ. Ăна госпитале вырттарчĕç. Эпĕ эрнене яхăн медсанбатра сиплентĕм: пуля алă тирне сÿсе кайнăччĕ, – малалла калаçрĕ Миннят Рахматуллин.

Петрозаводск еннелле пуçланă наступленире Рахматуллин пулеметчик сулахай ураран аманнă. Пуля витĕр тухса кайнă. Çирĕп хул-çурăмлă санитар ăна малтанхи медицина пулăшăвĕ панă хыççăн, 58 килограмм таяканскере, çурăмĕ хыçне кутамкка евĕр çавăрса хунă та медсанбата йăтса кайнă. Унта сурана тасатнă хыççăн пăрахутпа Ладога кÿлли урлă Тихвин хулине ăсатнă, каярахпа – Архангельск облаçĕнчи Конош хулине. Службăна шалти çарсенче тăснă. Часах ăна СССР Шалти ĕçсен министерствин Ленинградри çарпа политика училищине вĕренме янă. Дивизион командирĕн çумĕ, ятарлă взводăн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 1960 çулта штатсене пĕчĕклетнине кура капитан званипе саппаса тухнă.

Канаша таврăннă. Унта ăна арăмĕ Зарифа Гадельзяновна тата икĕ ывăлĕ кĕтсе илнĕ. М.Рахматуллина ДОСААФ райкомĕн председательне лартнă. Кăштахран халăха йăла пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен комбината ертсе пыма тытăннă. Пурнăç хăйĕн еккипе малалла шунă. Рахматуллинсен çемйине тата тепĕр ывăлпа хĕр хушăннă. Миннят Шайдулловича Канаш райповĕн председателĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕн ĕçĕсене туса пыма ыйтнă. Вăл килĕшнĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр тата Аслă вăрçăн пĕрремĕш степеньлĕ орденĕсем, "Хăюлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсем çумне ĕç наградисем хушăннă. Вĕсем – "Хастар ĕçшĕн", "Ĕç ветеранĕ" медальсем, Хисеп, Мухтав хучĕсем.

– Манăн пиччесем те çапăçнă, пехотăра пулнă вĕсем. Минзанит 1946 çулта киле çитрĕ, Мингали вара Латвине ирĕке кăларнă чухне çапăçу хирне выртса юлнă. Мана час-часах райпона чĕнеççĕ, уявсенче те манса каймаççĕ. Парнесем параççĕ, çакăншăн райпо ертÿçисене пысăк тав. Акă Çĕнтерÿ уявне паллă тума та йыхрав хучĕ ячĕç, хăнана чĕнчĕç эппин, – вĕçлерĕ Миннят Шайдуллович.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика